Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урипе (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑрах урипе Мария Тимофеевна ларакан пукана тапса, Марьене ҫӗре ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна витерсе ҫапатӑн-ха, вӑл турта хушшинче икӗ урипе сиксе тапӑҫать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнле-ха вӑл, хӑрах урипе ҫеҫ тӑван ялнелле ярса пуснӑскер, ҫын япалипе хуҫаланать, ҫын япалипе салтаксем умӗнче ырӑ ятлӑ пулать, ҫын аллипе кӑвар туртать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗтӗм халӑх умӗнче намӑса кӗресрен ҫак самантрах вӗҫерӗнсен ҫеҫ хӑтӑлма май пуласса ӑнланнипе Ҫтаппан аллине ячӗ те, икӗ урипе ун хырӑмӗнчен тапса, малалла ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унччен те пулмарӗ, кушак хаяррӑн кӑшкӑрса ярса ман ҫине сиксе ларчӗ те пӗтӗм вӑйпа мана тӑватӑ урипе те чӗрсе алӑран шӑвӑнса тухрӗ, аяла шыв кӳллине сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Кинӗ киле пӗрремӗш хут хӑй урипе утса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Аслисем каланине итлемесен, юмах ярса памастӑп, — терӗ Микулай мучи йывӑҫ урипе так-так тутарса сӗтел хушшине пырса ларнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Старик сулахай урипе хыттӑн таклаттарса пуснӑран-ши, таҫти йывӑҫ ҫурӑкӗнчен икӗ хура таракан чупса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ирина, урипе пукана ҫаклатса ӳкерсе, кантуртан чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Акӑ кам пулнӑ иккен эсӗ, Сятров! — пирусне урипе таптаса лутӑркарӗ Семен Трофимович.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лашине йывӑҫран кӑкарса утӑ пачӗ те тӑрантасӑн малти кустӑрмине урипе тапса тӗрӗслерӗ, унтан тин ҫынсем патнелле васкаса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав хушӑрах теприне урипе тапса сирпӗтет.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Урипе тапа-тапа тусана Антон ҫинелле ярать.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ун тӑрриче ларнӑ Ҫтаппан ним пулман пек халь ҫӗр ҫинче урипе турат ҫине пуснӑ пекех пусса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫтаппан курӑка урипе тапса тӑпӑлтарать.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Урипе тӑлт! тапать ашкӑнчӑк ача.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пробка хӑрах урипе алшӑлли ҫине шӑкӑрт! тутарса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакӑнтан чавса кай! — терӗ хаяр хӗрарӑм ҫуркаланнӑ хытӑ ҫӗр ҫине урипе пусса кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тепӗр чухне вӑл ун ҫине урипе те пусмасть.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Каланӑ сире юрамасть тесе! — урипе тап! тапса илнӗ Энтрей арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех