Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уринчи (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑлтах вӑйран кайнӑ арӑмне вӑл чирлӗ ҫыннӑн картишӗнче уринчи йӗлтӗрӗсене салтнӑ вӑхӑтра хӑваласа ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Апуҫ, учителе курсан, палт ҫаврӑнчӗ те лӑпчӑнчӗ, хыпалансах уринчи носкине юсам пекки турӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Виҫӗмкун-ха вӑл, районтан килнӗ пӗр уполномоченнӑй анкартинче ӗҫлекен учительница уринчи ҫӑпатана курнӑ та шкул директорне, ват ҫынна, кӳрентермеллипех кӳрентернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урамра хӑваласа ҫитейменнине ӑнланчӗ пулас та уринчи кӑҫаттине хывса илсе мана ҫурӑмран персе лектерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Будкӑна уринчи атӑ-пушмака хывмасӑр никам та кӗмест.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чи малтан вӑл шывран тасалас тенӗн силленсе илет, унтан хӑйӗн хитре тирне кайри уринчи чӗрнисемпе тура тытнӑ ҫын пекех якатма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӳлӗме кӗрсен, Альберт уринчи пылчӑклӑ йӑлтӑр туфлине хывмасӑрах тӗпелти сӗтел хушшине тӑнкӑл-танкӑл, тӑнк-танк пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Иккӗшӗ (пӗри пӑрӑнчӑк куҫлӑ, тӑмана ӗренкеллӗ, чанккама ураллӑ; тепри йӑпар пит-куҫлӑ) милиционерсем тӑхӑнакан тумпа, тепри, тӑсмакрах хӑрпашка питли, тӑрна мӑйли, тӳрткен сӑмсалли, хӗрлӗрех ҫӳҫне кӑшӑлласа кастарни, ҫара пуҫӑн, тӳмисене хура галстукпа хупланӑ нейлон кӗпепе, хура брюкипе, уринчи туфлийӗ хур лаппине аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫийӗнчи шупка костюмӗ самаях йӑптӑхланнӑ, уринчи хура пушмакӗ те хӑйӗн ӗмӗрӗн вӗҫнех тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уринчи ҫӑмӑл пушмакӗ те ҫутӑ хӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫи-пуҫне, уринчи чуссӑнккине шӑлне ҫыртса, эхлете-эхлете хыврӗ те тӳшек ҫине лашт тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ӑҫта ҫӳрет пулать-ха ку тата ман, — хӑй тӗллӗн мӑкӑртаткаласа илчӗ кинемей, уринчи пушмакне хывса аллине тытрӗ, кулкаласа илчӗ, — Уртем теп, Урте-ем!

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Сима уринчи пушмакне шӑлса тасатрӗ те пӳлӗм алӑкне сасӑсӑр уҫса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Андрей уринчи пушмакне пӳртумне хывса лартрӗ те хӑюсӑррӑн алӑка уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Пӗлместӗп, — аллине лаш сулчӗ те арҫын уринчи аттипех вырӑн ҫине тӳнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хыпаланса утнипе унӑн сулахай уринчи тапочки аяккалла ывтӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Питӗнчи, сӑмсари юнне юрпа шӑлса тасатрӗ, унтан, хӗрача уринчи йӗлтӗрне салтса илсе, ӑна киле ҫитичченех аллинчен ҫавӑтса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл уринчи чусӑнккине хывса лартрӗ те, ҫӑм тапочка тӑхӑнса, хӗрӗ умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн уринчи пушмакӗ йӑлтах арканса кайрӗ; чалӑш ҫухаваллӑ кӗпи ҫӗтӗлчӗ, хӗвел ҫинче ҫӳренӗ пирки йӑлтах тӗссӗрленчӗ.

Ботинки его совсем стоптались. Косоворотка износилась, выгорела на солнце.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Турта ҫумне сӗвенсе уринчи пылчӑка турпас таткипе хырса тасатакан ямшӑка Фабиан господин сасартӑках чӳречерен курчӗ те аллипе ун еннелле тӗллесе кӑтартрӗ:

Увидев вдруг в окно кучера, который, опершись на оглоблю, соскабливал щепочкой грязь с ноги, господин Фабиан показал на него рукой:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех