Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ураран (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сана тумлантарма эпӗ нумай-нумай укҫа тӑвӑп, ураран ӳкиччен ӗҫлӗп…

— Я заработаю много-много денег и наряжу тебя, как куклу, до упаду буду работать…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Илсе килнӗ чухне лашисем тем айӑппа ураран кӑшт ухсахланӑ пулнӑ, халӗ вӗсем чиперех ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн тӑвӑн, пурнӑҫ кустӑрми пӗр чарӑнмасӑр ҫаврӑнни кирек кама та ураран ӳкерӗ.

Что поделать, ритм современной жизни иногда подкашивает любого.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах та ывӑтнӑ вӗрен мӑйкӑчласа ураран ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Лаша тапсан та ураран ӳкмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кашкӑр ҫар ҫыннисене ураран ӳкерсе мӗнле килнӗ ҫавӑн пекех ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӗлерекен Аспара ҫапрӗ те ураран ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑлхавҫӑсем военкома хуса ҫитрӗҫ, хупӑрласа илчӗҫ, ураран ӳкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Тӑр, пулла каятпӑр, эп сана чӗнме юри килтӗм, — ураран сӗтӗрчӗ ӑна юлташӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем калама тӑнӑ Иштереке ураран ӳкерсе темиҫе хутчен чышкӑ пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Такам сӗннӗ ӑна тӳрех ураран ӳкерекен сим пыл, темле майпа ун пекех шалтти ӗҫнӗ Яхуте ҫав япалана.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӳсӗр пулнӑ, Тукай мӑрса, нихҫан ураран ӳкменннне мунчала пек пулса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Прахук Баратынские вӗлересшӗн пулман, ураран лектерес тесе тӗлленӗ, анчах аллисем чӗтренӗ пирки тӑнлавран тивертнӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Часах ураран ӳкнӗ, пӗрехмай кулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хам та ун хыҫҫӑн ураран ӳкрӗм.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сасартӑк ураран ӳкессӗнех туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унтан вара… ураран та ӳкрӗм.

Куҫарса пулӑш

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах хӗрарӑма вырӑн ҫинче выртни килӗшмест — ураран ӳкиччех ӗҫле.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Икӗ-виҫӗ ҫын манӑн йӗри-тавра вӗткеленет, мана хыпашла-хыпашла тӗрӗслет, хӑйсен пулӑшӑвне сӗнет, анчах пирс кашни самантрах ӑнтӑлуллӑ ҫӗкленӳлӗх ураран ҫапса ӳкерессипе хӑратать, ҫавӑнпа та тӗрлӗ ырӑ тӑвуҫӑсенчен хам тӗллӗнех васкавлӑн уйрӑлтӑм та аяккарах кайрӑм; халӗ, кӑмӑл пулас тӑк, куравҫӑ вырӑнӗнче тӑраятӑн; анчах халӗ тӳремре юлас килмест.

Некоторое время два-три человека вертелись вокруг меня, ощупывая и предлагая услуги свои, но, так как нас ежеминутно грозило сбить с ног стремительное возбуждение, я был естественно и очень скоро отделен от всяких доброхотов и мог бы, если бы хотел, присутствовать далее зрителем; но я поспешил выбраться.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тен, эрех стаканӗ парать, тен вара — ҫапса ураран ӳкерет.

Может быть, даст стакан водки, а может быть — собьет с ног.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех