Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ураран (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ураран амантрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пуҫне витре тӑхӑнтарса ураран ӳкертӗм эпӗ ӑна, ҫыхса пӑрахасшӑнччӗ, анчах ӗлкӗреймерӗм.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Аран чӑтса тӑчӗ ҫавӑн чухне Ҫимун, хӑйпе пӗр ҫулхирех ҫын ӑна «кулак» тенӗ пулсан, вӑл, кӑштах хӗрӗнкӗскер, ӑна пӗрре ҫапса ураран ӳкерме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах ураран ӳкмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫук, ни алӑран, ни ураран кап ярса илмерӗ вӑл мана, шӑлӗсене те йӗрмерӗ, хаярлӑхне кӑтартмарӗ-палӑртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Юр тӑрӑх выляса-чупса ывӑннӑран ураран ура иртмест.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Вӗсем вара ураран ӳкесле ывӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Пантее вӑйран янӑ, ураран ӳкернӗ, ҫынлӑхран кӑларас патне ҫитернӗ хут мӑрьерен кӗл те хӑрӑм пулса вӗҫсе тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ӗҫке парӑнакан ҫын вӑл нихӑҫан та ырӑ туман ыттисене, яланах ураран такӑнтарнӑ, халӗ те ҫавах.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Делянкӑран таврӑннӑ чух ураран ура иртмест.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йӑмра хыҫӗнчи ҫынна пурпӗрех ураран ярса илсе туртса антарать-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Нимӗнле организаци те пул… — каласа пӗтереймерӗ, большевика ҫапса ураран ӳкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫил ҫаврӑмӗсем йӑлтах ывӑнса ҫитнӗ тӑлӑха ураран ӳкересшӗн е ҫурмалла авасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр кас ҫил пырса ҫапсанах ураран ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ой, кам кунта? — хӑвӑрт сиксе тӑчӗ вӑл, хӑйӗн хыҫӑнчех тӑракан арҫынна чутах ураран ӳкермерӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр хыпар вара ӑна чутах ураран ӳкермерӗ: Урманова каланӑ тӑрӑх, Мускав ак-ак «пысӑк вӑрҫӑ» пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумай ҫынна терт кӳнӗ вӑл ҫавӑн пек алхасса, чӗлхесӗр янаварсене те хӗрхенмен, ураран ӳкиччен, чунӗсем тухиччен хӑваланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Чи хӑрушши вара — тухатмӑш карчӑк ӑмӑрткайӑк пулса лашапа ураран ӳкериччен ярӑнса ҫӳренине калаҫҫӗ, чӗлхесӗр янаварсен ҫурӑмӗ ҫине ларса, сарлака ҫуначӗсене сарса пӑрахса, чӑнкӑр-чӑнкӑр сасӑ кӑларса, кӑпӑка ӳкериччен, сывлайми пуличчен хӑвалать тет лашасене.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Иккӗшӗ те ураран ӳксе ҫырма хӗрнелле йӑваланса кусса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пирӗн тумтир тавраш, палаткӑсем тата апат-ҫимӗҫ тиенӗ ашаксем аран-аран ҫеҫ ураран урана илсе пыраҫҫӗ, пӗрмаях такӑнаҫҫӗ.

Наши ослы, навьюченные одеждой, палатками и продовольствием, с трудом передвигали ноги и постоянно спотыкались.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех