Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урамсен (тĕпĕ: урам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта пурӗ 10 урампа обществӑлла 4 вырӑн кӗнӗ, урамсен инвентаризацине пурнӑҫланӑ, хӑтлӑх кӳрес енӗпе пурнӑҫламалли ӗҫсен переченьне те (ҫӗнӗ ача площадкисем вырнаҫтарасси, урамри ҫутӑсене улӑштарасси, автомобиль стоянкисене кӗмелли вырӑнсенче ӗҫсем пурнӑҫласси…) палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

Сарлака урамсен икӗ енӗпе те пысӑк йывӑҫ ҫуртсем лараҫҫӗ.

По обеим сторонам широких улиц стояли большие деревянные дома.

Нарьян-Мар — ненецсен хули // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ватти-вӗтти килти альбомсене пӑхса тухса ӗлӗк район центрӗнче вырнаҫнӑ ҫуртсен, урамсен, хуралтӑсен тата ытти вырӑнсен сӑнӳкерчӗкӗсене тупар.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӳкерчӗксенче — ял историйӗ // В.Бахматов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81a%d0% ... b8%d0%b9e/

Пирӗн ҫурт урамсен хӗресленӗвӗнче вырнаҫнӑ, пӑралук хӗрринче ача-пӑча лапамӗ шӑпах меллӗ вырнаҫса ларассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Пӗр-ик хутлӑ йывӑҫ ҫуртсем е улӑм тӑрриллӗ чул ҫуртсем сарлака урамсен икӗ енӗпе вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хутран-ситрен урамсен мал енӗ балета аса илтерет, — унта ҫутӑ капламӗ, чечексем, лашасем, ҫынсен капӑр-селӗм тӑвӑрлӑхӗ, — ҫынсем маскӑсемпе тата маскӑсемсӗр пин-пин юмахран тухнӑ тейӗн, — карнавал шавӗ хулан мӗн пур кӗтесӗнче янӑракан кӗвӗ-ҫемӗпе хутӑшса кайнӑ.

Иногда перспектива улицы напоминала балет, где огни, цветы, лошади и живописная теснота людей, вышедших из тысячи сказок, в масках и без масок, смешивали шум карнавала с играющей по всему городу музыкой.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сулхӑн нумай-нумай сад, ансӑр урамсен ункӑ евӗрлӗ вырнаҫӑвӗ, — ҫавна пула ытла та тӑкӑскӑ, чӑнкӑ, кӗтмен ҫӗртен курӑна-курӑна каякан, аялалла та айккинелле тӑсӑлакан картлашкаллӑ-пусмаллӑ; вӗсем тӗттӗм арккӑсенче е урам урлӑ ывӑтнӑ кӗперсем тӑрӑх тӑсӑлаҫҫӗ; ҫаксем пӗтӗмпех Зурбагана вӑрттӑнлатаҫҫӗ.

Множество тенистых садов, кольцеобразное расположение узких улиц, почти лишенных благодаря этому перспективы, в связи с неожиданными, крутыми, сходящими и нисходящими каменными лестницами, ведущими под темные арки или на брошенные через улицу мосты, — делали Зурбаган интимным.

II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Тепӗр кунхине хулана пӑхса ҫаврӑнтӑм; вӑл сарӑлнӑ, урамсен сӑн-сӑпачӗпе характерӗ цивилизацин пур ҫӗрте те пӗрешкел калӑпӗпе килӗшӳллӗн улшӑннӑ — электричество, капӑр плакатсем, пысӑк ҫуртсем, савӑнмалли-киленмелли вырӑнсем тата фабрикӑсен мӑрйисен «ҫимӗҫӗ» — пӑсӑк сывлӑш; ҫапах та — хула хӑй евӗрлӗхне ҫухатман.

На следующий день я обошел город; он вырос, изменил несколько вид и характер улиц в сторону банального штампа цивилизации — электричества, ярких плакатов, больших домов, увеселительных мест и испорченного фабричными трубами воздуха, но в целом не утратил оригинальности.

II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Вара вӗсем кукӑр урамсен пӑтрашӑвӗпе кайрӗҫ.

И они пошли путаницей кривых улиц.

III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӗсем станцин ҫуннӑ ишӗлчӗкӗнчен иртрӗҫ те урамсен вилӗ шӑплӑхне чӑмрӗҫ.

Они миновали обгоревшие развалины станции и углубились в мертвую тишину улиц.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Ҫуртсене ӑҫта килнӗ унта лартса тухнӑ, — урамсен сӗмне те тупаймӑн; Лисс урамӗсем чӑн пӗлтерӗшӗпе никӗсленеймеҫҫӗ те, мӗншӗн тесен хула чӑнкӑ ту хысакӗсемпе сӑртсен хушшинче вырнаҫнӑ, вӗсене картлашкасем, кӗперсемпе винт евӗрлӗ ансӑр сукмаксем ҫыхӑнтараҫҫӗ.

Дома рассажены как попало среди неясных намеков на улицы, но улиц, в прямом смысле слова, не могло быть в Лиссе уже потому, что город возник на обрывках скал и холмов, соединенных лестницами, мостами и винтообразными узенькими тропинками.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Ҫурт кӗтесӗсем ҫинче урамсен нимӗҫле ҫырнӑ ҫӗнӗ ячӗсем курӑнса тӑнӑ: «Нимӗҫ урамӗ», «Фридрихштрассе».

На углах домов появились новые наименования улиц, написанные на немецком языке: «Немецкая улица», «Фридрихштрассе».

Чăн чăннисенчен те лайăхрах // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ҫавӑн пекех ӑна чысласа Казахстанри Усть-Каменогорск, Алма-Ата тата Шымкент, Раҫҫей Федерацийӗнчи Салават, Балашиха, Семилуки тата Ангарск, Украинӑри Днепр хуласенче урамсен ятне панӑ.

Также в его честь названы улицы в городах Усть-Каменогорск, Алма-Ата и Шымкент в Казахстане, Салават, Балашиха, Семилуки (Российская Федерация), Днепр (Украина), Ангарск.

Кожедуб Иван Никитович // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BC

Ачасем пӗр ҫурт хыҫӗнче, Клубнӑй тата Садовой урамсен хушшинче, хӗҫ-пӑшал тиенӗ темиҫе машина тӑнине асӑрханӑ.

Острые глаза ребят подметили, что позади одного дома, между улицами Клубной и Садовой, стоит несколько машин с оружием.

Хӗҫ-пӑшал! // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Эзефор-банкир, унӑн кантурӗ Чыслӑ тата Ҫӗнӗ урамсен кӗтессинче, Остильскин курийӗ ҫывӑхӗнче ларать, — терӗ Требоний.

Это меняла Эзефор, у которого лавка на углу Священной и Новой улиц, недалеко от курии Гостилия…

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Урамсен тӑрринчи, кӑвайтсен ҫийӗнчи ҫӑмламас ҫӑлтӑрсем те урӑхларах курӑнаҫҫӗ; ҫулӑм умӗнче ларакан вӑл е ку марсиан хӑй сисмесӗрех пуҫне каҫӑртать те — манӑҫнӑ, халӗ вара чӗрӗлсе тӑнӑ ӳкерчӗке тӗмсӗлсе тӗсет.

Даже мохнатые звёзды над улицами, над кострами казались иными, — невольно сидящий у огня поднимал голову и всматривался в забытый, словно оживший их рисунок.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Стенара, урайӗнчен чылай ҫӳлерех, тӗтреллӗ экран ҫинче хула ӳкерчӗкӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри шӑва-шӑва иртеҫҫӗ: фабрикӑсен ӑшӗ-шалӗ, урамсен хӗресленӗвӗсем, унта чупа-чупа куҫакан кӳлепесем, шыв циркӗсен, электромагнит башнисен, складсен пушӑ, пӗр евӗр хуралтисен ӗлкисем, — вӗсене салтаксем хураллаҫҫӗ.

В стене, высоко над полом, проходили быстро одна за другой, в туманном зеркале, картины города: внутренность фабрик, перекрёстки, с перебегающими в тумане фигурами, очертания водяных цирков, электро-магнитных башен, однообразные, пустынные здания складов, охраняемые солдатами.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пуринчен ытла эпӗ ҫын ҫӳремен урамсен кӗтессинчи — Тихонӑвскипе Мартыновски урамсен кӗтессинчи пӗр хутлӑ, лутра ҫуртпе интересленеттӗм.

Особенно интересовал меня одноэтажный, приземистый дом на углу безлюдных улиц — Тихоновской и Мартыновской.

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Саккуна пурнӑҫланӑ май хуласемпе урамсен ячӗсене улӑштараҫҫӗ, совет ҫулпуҫӗсен тата деятелӗсен палӑкӗсене кӑларса переҫҫӗ.

В рамках исполнения закона переименовываются города, улицы, демонтируются памятники советским вождям и деятелям.

Украинӑри посёлока Нью-Йорк ята тавӑрса панӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29010.html

Квириналь сӑрчӗ, Марс уй-хирӗ, Латин хапхисем — урамсен ячӗсем те Мигеле чӗрӗ истори пекех туйӑннӑ.

Холм Квиринальский, поле Марса, Латинские ворота — самые названия улиц казались Мигелю живой историей.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех