Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урамрах (тĕпĕ: урам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та тавлашу фрончӗн ертекенӗсем, ун пеккисем кашни урамрах ҫителӗклӗ, хӑйсен шухӑшне хушаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Майор урамрах сыпкӑм хыҫҫӑн сыпкӑм лӑнкӑртаттарма пуҫларӗ, чыхӑнса кайрӗ, куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ, ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ермолай Кузнецовӑн пилӗк кӗтеслӗ ҫурчӗ Земляковсемпе пӗр урамрах вырнаҫнӑ, тӑватӑ тӑкӑрлӑк кӑна уйӑрса тӑрать вӗсен ҫурчӗсене.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Атӑпушмак ӑсти урамрах тӑрать, ялтан килнӗ качча халь-халь чукмарпа ҫапса пӑрахма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Вӑл ҫавӑнтах, ҫыран хӗрринчи урамрах, ҫак хаяр пурнӑҫра хӑй валли вырӑн тупатӑпах, текех ӗнтӗ нихҫан та шыв юхтарса каякан, ыратмаллах ҫырана пырса ҫапакан турпас пулмастӑп, тесе сӑмах пани ҫинчен те каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Урамрах выртса ҫывӑрма май килмест.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗне вилни ҫинчен урамрах илтнӗ иккен вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тепӗр чух урамрах ҫемҫе курӑк ҫине тӑсӑлса выртать те турта-ать вара хуппа!

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Шупашкарта 75 ҫулти хӗрарӑма урамрах, ача-пӑча лапамӗнче, улталанӑ.

В Чебоксарах возле детской площадки обманули 75-летнюю пожилую женщину.

Кинемей урине сиплеме 400 пин тыттарса янӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35243.html

Унтан урамрах чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ӗнтӗ тӗпри туй шавӗ ҫеҫ мар, кашни урамрах, кашни килте тенӗ пекех шӑпӑлтатни-шӳтлени, купӑс кӗввипе юрлани-ташлани, савӑнни-кулни, тӑванла-пӗлӗшле ырӑ сунӑм, кӗреке калаҫӑвӗсем илтӗне пуҫларӗҫ — чӑвашӑн ӗмӗрсенчен пыракан ҫакнашкал йӑли ҫапла сас парать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Иккӗшӗ пӗр урамрах пурӑнаҫҫӗ пулин те, хӗр-туссем халӗ сайра хутра ҫеҫ тӗл пулкаларӗҫ, иккӗшин те пушӑ вӑхӑт пачах юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Манӑн ӑна урамрах кӗтсе илес килет-ха, — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

«Ҫӑмӑл ӗҫпе» усӑ курмаллисем, чӗҫ тумаллисем кунта урамрах, пырса тӑр та чуптар ҫеҫ.

«По-легкому» они встречаются чуть ли не на каждом шагу, остановись, сделай дело и шагай дальше, а тут…

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Мускавра вечере кӑшкӑрнӑ пек, ҫакӑнта урамрах кӑшкӑрас-и?

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Расука тытса ҫавӑнтах вилтӗр тесе чӗлхине хӗҫпе касса урамрах пӑрахса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Иоаким Степанович, чей хатӗр — кӗрӗр, мӗн урамрах тӑратӑр, — терӗ те шыв витрисене пӳрте ҫӗклесе кӗме тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ав мӗнле лозунг ҫакӑнса тӑрать халӗ кашни урамрах, — кӑтартрӗ Миша хӑйӗн арӑмнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павӑлпа Петӗр пӗр урамрах, хире-хирӗҫех пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗри урамрах йӑванса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех