Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упӑшкисӗр (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Упӑшкисӗр ҫичӗ уйӑх пӗччен пурӑннӑ хушӑра урӑххипе те паллашма ӗлкӗрнӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, чӳречерен пӑхкаласа, упӑшкисӗр тунсӑхларӗ — унӑн ҫав тери Аркадипе пӗрле пулас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Ку тарана ҫитсе, вӑл упӑшкисӗр нихҫан та, ниҫта та тухса курманччӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микулайпа Укка пӗрле ӳснине, вӗсем пӗрне-пӗри мӗн пӗчӗкренпех хисепленине тата ыттисене пӗр ҫӗре пуҫтарсан Уккана «ирӗк» ӗмӗт-шухӑшсемшӗн айӑплама упӑшкисӗр пуҫне никамӑн та хал ҫитмӗ.

Обвинить Укку в «вольных» мыслях, пожалуй, не посмеет никто, кроме мужа, потому что они с Мигулаем с детства знают друг друга, росли вместе, дружили.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйне интереслентерекен япаласем ҫинчен каласа панӑ чухне (ӑна хӑйпе упӑшкисӗр пуҫне урӑх ним те интереслентермест) тутисемпе кӑна кулма тата пуҫне тайма хӑй те сисмесле хӑнӑхса кайнӑшӑн вӑл айӑплӑ мар ӗнтӗ; анчах ҫапла кулнине тата пуҫ тайнине пӗрмай курасси чӑтмалла мар йӑлӑхтарать.

Она была не виновата в том, что сделала бессознательную привычку слегка улыбаться одними губами и наклонять голову, когда ей рассказывали вещи, для нее мало занимательные (а кроме ее самой и ее мужа, ничто ее не занимало); но эта улыбка и наклонение головы, часто повторенные, были невыносимо отталкивающие.

ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗри арӑмӗсӗр тӑрса юлнӑ, тепри — упӑшкисӗр.

Он потерял жену, она — мужа.

15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

11. Ҫапах та Ҫӳлхуҫа умӗнче упӑшки те арӑмӗсӗр нимӗн те мар, арӑмӗ те упӑшкисӗр нимӗн те мар: 12. хӗрарӑм арҫынтан пулнӑ, ҫавӑн пекех арҫын та хӗрарӑмран ҫуралать; пурне те Турӑ пултарнӑ.

11. Впрочем ни муж без жены, ни жена без мужа, в Господе. 12. Ибо как жена от мужа, так и муж через жену; все же - от Бога.

1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, ҫамрӑклах упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ ҫамрӑк арӑм пек хӳхле!

8. Рыдай, как молодая жена, препоясавшись вретищем, о муже юности своей!

Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Каярахпа Ноеминӗн икӗ ывӑлӗ те — Махлонпа Хилеон — вилнӗ, вара ҫав хӗрарӑм икӗ ывӑлӗсӗр, упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ.

5. Но потом и оба [сына ее], Махлон и Хилеон, умерли, и осталась та женщина после обоих своих сыновей и после мужа своего.

Руфь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех