Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упӑшкисене (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юнашар койкӑсем ҫинче выртакансем вӗҫӗмсӗр пакӑлтатаҫҫӗ, упӑшкисене, ачисене аса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Салтак арӑмӗсем хӑйсен упӑшкисене, хӗрсем каччисене, ашшӗ-амӑшсем ывӑлӗсене салам калама хушса ӑсатрӗҫ Ивана.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсем ассӑн-ассӑн сывлаҫҫӗ те хӑйсен вӑрҫӑри упӑшкисене, ывӑлӗсене, пиччӗшӗсене, шӑллӗсене аса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсем пуҫтарӑнчӗҫ те тарӑхса калаҫрӗҫ упӑшкисене вӗлернӗ пирки.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑш-пӗр салтак арӑмӗсем, тӑлӑха юлсан вилнӗ упӑшкисене улӑштаракана тупаҫҫӗ, ачисен сывлӑхӗшӗн, вӗсем вӑрҫӑ хыҫҫӑн та выҫӑ ан ларччӑр, ҫемьешӗн лайӑх пурнӑҫ пултӑр тесе.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗленчене пуҫтарса хурса йӗре-йӗре упӑшкисене аса илме тытӑнчӗҫ: туйсем, ытти хаваслӑ самантсем, ачасен ҫуралнӑ кунӗсем куҫ умне тухрӗҫ, сасартӑках — хура, тӗпсӗр шӑтӑк: упӑшкисене вӑрҫа ӑсатнӑ кун, «вилӗм хучӗсен» вӑрӑм черечӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашни кун тенӗ пек ун патне салтак арӑмӗсем ҫӳрерӗҫ, вӑрҫӑра ӑнсӑртран хӑйсен упӑшкисене, ывӑлӗсене, ашшӗсене е пиччӗшӗсене курман-и тесе тӗпчерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ачаллисем луччӗ упӑшкисене пӑрахса каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Атну упӑшкисем умне сикмелле вӗсен, хальхи хӗрарӑмсен, упӑшкисене хӑйсен кӗввипе ташлаттармалла.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ара, ҫамрӑк арӑмсем упӑшкисене час-часах хуланалла сӗтӗреҫҫӗ, ун пеккисем пирӗн ялта та пӗрре кӑна мар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Усалланса кайрӗҫ вӗт хӗрарӑмсем, упӑшкисене ним вырӑнне те хумаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ялти шкулсемпе больницӑсенче е урӑх ҫӗрте ӗҫлекен хӗрарӑмсем хуҫалӑх лачакинче муритлене-муритлене, ашшӗ-амӑшне е упӑшкисене хирӗҫлеме вӑй ҫитереймесӗр майӗпен интеллигентлӑха ҫухатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ҫапла, ырӑ упӑшкисене кӗтеҫҫӗ, — арҫын сӑмахне тӳрлетрӗ Вера.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Каҫарма пултаракан ырӑ хӗрарӑмсем упӑшкисене кӗтеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Пӗр-пӗрне ҫухатса янӑ арӑмӗсемпе упӑшкисене те пирӗнех тупса пӗр урапа ҫине лартса ямалла иккен, — сулахаялла чалӑштарнӑ тути хӗррине «катӑркас йӗппи» хучӗ лешех, «аш-какай комбиначех», халӗ тутине лосьонпа писевлесе лараканскер.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Мобилизаци йӗркипе ҫара илсе кайнӑ арҫынсен арӑмӗсем, упӑшкисене киле яма ыйтса, демонстрацине тухрӗҫ.

Жены мобилизованных в армию выходили на демонстрацию, добиваясь возвращения мужей.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Упӑшкисене вӗсем хӑйсем ҫумне кӑкарсах яман пулӗ-ха, ялан пӗрле ҫыпҫӑнса ларнӑ пек ҫӳремеҫҫех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Тӑлӑх хӗрарӑмсем, карчӑксем, упӑшкисене вӑрҫӑран кӗтсе илейменскерсем, ҫынна тара тытса ӗҫлеттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсен хыҫӗнче, пӗрре упӑшкисене ҫаннисенчен турткала-турткала, тепре эрех тултарнӑ стакансене хул пуҫҫи урлӑ ҫӗкле-ҫӗкле — хӑйсем валли, паллах, — ҫӑра куҫ харшиллӗ, яка чул пек ҫавра алӑллӑ тӑсланкӑ хӗрарӑмсем вырнаҫнӑ.

Сзади их, то дергая мужей за рукав, то снимая через их плечо стакан с водкой, — для себя, разумеется, — сидели рослые женщины с гнутыми бровями и руками круглыми, как булыжник.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пурте вигвамсенчен сиксе тухнӑ, ҫапӑҫура пулнӑ упӑшкисене, пиччӗшӗсене, ачисене савӑннипе ячӗсенчен чӗнсе кӑшкӑрнӑ.

Все выбежали из вигвамов, радостно выкрикивая имена мужа, брата, сына, участвовавших в битве.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех