Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упрарӑм (тĕпĕ: упра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ну, эпӗ мӗнле май килтернӗ ҫапла упрарӑм хӗр ачана…

Ну, я поберегла, как могла, девочку…

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Эпӗ хама упрарӑм… — терӗ Гнор, — килес лайӑх вӑхӑт валли.

— Я хранил себя, — сказал Гнор, — для лучших времен.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вунтӑхӑр ҫул хам куҫа упранӑ пек упрарӑм.

Девятнадцать лет хранил как положено.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Хӑть ӑҫта пултӑр та, чип-чиперех упрарӑм.

— Где бы ни хоронил, а вот соблюл в целости.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

 — Пурне те йӗппи-ҫиппи таранах упрарӑм!

— Все до нитки соблюла!

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эпӗ унта ҫу пухса пынӑччӗ, сых ятне тесе упрарӑм.

— Я тут маслица насбирала, блюла на всякий случай.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Тыт, сан валли упрарӑм

— Возьми, тебе берег…

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Миҫе ҫул хушши ӗмӗтлентӗм, тӳсрӗм, чун хӑватне упрарӑм!

Столько лет жажды чувства, терпения, экономии сил души!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ вӗсене упрарӑм.

Я берегла их,

19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

12. Эпӗ вӗсемпе пӗрле тӗнчере пулнӑ чухне вӗсене Санӑн ятупа упрарӑм; Ху Мана панисене Эпӗ сыхласа хӑвартӑм, пӗтес ывӑлсӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те пӗтмерӗ.

12. Когда Я был с ними в мире, Я соблюдал их во имя Твое; тех, которых Ты дал Мне, Я сохранил, и никто из них не погиб, кроме сына погибели.

Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Мандрагора та акӑ ырӑ шӑршӑ сарать, пирӗн алӑк умӗнчех тӗрлӗрен паха ҫимӗҫ — малтанхине те, хальтерех татнине те сан валли эп упрарӑм, юратнӑ каччӑм, савнийӗм!

14. Мандрагоры уже пустили благовоние, и у дверей наших всякие превосходные плоды, новые и старые: это сберегла я для тебя, мой возлюбленный!

Юрӑ 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех