Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унчченхи (тĕпĕ: унччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах арӑмӗ, унчченхи икӗ каҫри пекех, юри кӑна ҫывӑрам пек пулса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Шел пулин те, икӗ парк (вӗсем унчченхи «Контур» заводӑн тата агрегат завочӗн территорийӗсенче вырнаҫнӑ), объективлӑ сӑлтавсене пула, кӑшт каярах юлса аталанӗ тата уйрӑм ҫынсен паркӗсене йӗркелемелли патшалӑх программипе килӗшӳллӗн те мар.

К сожалению, по ряду объективных причин два парка (это территории бывшего завода «Контур» и агрегатного завода) будут развиваться позже, но не в рамках госпрограммы создания частных технопарков.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Пӗлтӗр 89 лифта улӑштарнӑ, ҫакӑ унчченхи ҫулсемпе танлаштарсан, 2,5 хут ытларах.

В прошлом году заменили 89 лифтов, что почти в 2,5 раза больше, чем в среднем в былые годы.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хӑш-пӗр ҫуртсене тунӑ чухне унчченхи хуралтӑсенчен юлнӑ чулпа усӑ курнӑ, ҫакӑн пек тӗслӗхе 74-82 ҫуртсенче асӑрхама пулать.

При постройке некоторых зданий в качестве строительных материалов иногда использовали камень, оставшийся от прежних построек, такой пример можно наблюдать в домах 74-82.

Грассмаркет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B5%D1%82

2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Борнӑн иккӗмӗш правительствӑна йӗркеленӗ чухне унчченхи ӗҫ вырӑнне сыхласа хӑварнӑ.

4 июля 2022 года при формировании второго правительства Борн сохранил прежнюю должность.

Габриэль Атталь // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D0% ... 0%BB%D1%8C

Ҫакӑн пек хашакасен тӗп лайӑх енӗ — пиҫӗ деформациллӗ пулни, урӑхла каласан, хашака хӑйне хӑш-пӗр виҫере авма май парать, ҫав вӑхӑтрах унчченхи хурмӑна таврӑнаять.

Основное преимущество таких рам — упругая деформация, то есть рама позволяет себя гнуть в некотором диапазоне и при этом возвращается к первоначальной форме.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Унчченхи халапҫӑ Юрккапа (халӗ вӑл Юрий Иванович ӗнтӗ) хӑш чухне тӗл пулса калаҫкалатпӑр та — ӗлӗкхилле шӳтлӗ-пӳтлӗ пуплеме юратмасть.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Унчченхи ӗҫтешсем ҫапла тавлашсан-тавлашсан тытӑҫсах каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ватӑ вӑкӑра, Партизана, какая янине пӗлсен унчченхи пӗчӗк хуҫи, шофер правиллӗ каччӑ, чылай вӑхӑт хурланса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

«Вӑрман хули» унчченхи йӑлапах пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унчченхи пек, электростанци патӗнчен кабель сӗтӗрсе хӑшкӑлмасть.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Таҫта ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ каччӑсене хуса ячӗҫ те вӑйӑ картине унчченхи лӑпкӑлӑх таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле юратакан каччӑпа ҫакӑн пек ҫывӑххӑн, юнашар ларнине хӑй те ӗненмерӗ, унчченхи пек хӑранине те, намӑсланнине те туймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унчченхи ертӳҫӗ Артем Йовенко ку должноҫрен кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кайнӑ.

Предыдущий руководитель, Артем Йовенко, ушел с этой должности 1 августа этого года.

Общество палатине 27-ри Ирина Иванова ертсе пырӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36723.html

Хальхи Судан шутне унчченхи Дарфур султанлӑхӗн ҫӗрӗсем Дарфур провинци пек кӗнӗ.

В составе современного Судана территория бывшего Дарфурского султаната вошла в состав провинции Дарфур.

Дарфур султанлӑхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%94%D0% ... 1%85%D3%97

Тахҫанах планланӑ ӗҫсене вӗҫлеме ӑнӑҫлӑ эрне: хваттер юсамалла, водитель правине илмелле, унчченхи хирӗҫӳсене лӑплантармалла.

Благоприятный период, чтобы завершить все давно запланированные дела: ремонт квартиры, получение водительских прав, разрешение старых конфликтов.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Завьялова халӗ вӑл ҫак хӗре ӑшӑтса лӑплантарасшӑн, хуть те мӗнле хӑрушлӑхран та хӳтӗлесшӗн, ҫак сквертан, тӗттӗмрен ҫутта, унчченхи ӑнланмалла та мар ырӑ пурнӑҫалла илсе каясшӑн хуть те мӗн тума та хатӗр пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл вара унчченхи пекех упранса юлнӑ, ку ҫеҫ те мар, унта халӗ те ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, лавккасем, музейсем пур, вырӑнти чиркӳ те ӗҫлет.

А она по-прежнему сохранилась, мало того, там до сих пор живут люди, находятся магазины, музеи и даже действует местная церковь.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Ҫакӑн пирки Ситек шкулӗн унчченхи директорӗ Александр Гильдеев каланӑ.

Об этом рассказал бывший директор Малосидяковской школы Александр Гильдеев.

Никама та манман, нимӗн те манӑҫман // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... an-3415095

Палӑртмалла: реконструкци вӗҫленсен унӑн лаптӑкӗ унчченхи пек 1,5 пин тӑваткал метр мар, 5,5 пин тӑваткал метр пулӗ.

Следует отметить, что по окончании реконструкции его площадь составит не прежние 1,5 тыс. кв. метров, а все 5,5 тыс. кв. м.

Аэропорт ҫинче Андриян Николаев сӑнне ӳкернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35848.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех