Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умӗпе (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мавзолей умӗпе иртетӗп.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Платун вӗсен умӗпе чиперех иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ хамӑр кил умӗпе иртсе пыраттӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Ӗнтӗ вӑл лаҫ умӗпе чупса иртетчӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Васкамасӑр конверта уҫрӗ — куҫ умӗпе ху-ра-ран та ху-ра-р-ах траурлӑ саспаллисем… йӗркесем… чупса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Эпир тюлень тирне карса тунӑ пӳрт умӗпе, вӑл пит лутра пирки, пуҫа пӗксе пӳлӗме кӗрсе тӑтӑмӑр, пӳлӗмне тюлень ҫӑвӗ ҫунса тӑракан темиҫе лампа ҫутатать.

«Мы проскользнули под навесом из тюленьей шкуры, наклонив голову, потому что вход был очень низок, и увидели себя в комнате, освещенной несколькими лампами с тюленьим жиром.

Поляр ҫӗрӗсенче ҫынсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Завьялов генерал хыҫҫӑн хупӑ алӑксен умӗпе иртсе пырать.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Куҫ умӗпе вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ вырӑнсем шунӑ май, пӗтӗм вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ, асапӗ аса килчӗ те, Курак Мӗтрин ҫан-ҫурӑмӗ сӑрӑлтатса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Курак Мӗтри, ыйтса пӑхма юрӑхлӑ ҫын шыраса, купесем умӗпе утса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Чӳрече умӗпе вите еннелле утать.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Вӗсен умӗпе каллӗ-маллӗ уткаланӑ май хӑйӗн сӑмахне пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Пӗр кантур умӗпе иртсе пыратӑп та ҫапла — стена ванчӑкӗ купаланса тӑрать, кирпӗчсем ҫумӗнче — кафель плитасем.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫурт умӗпе, чӳрече умӗнченех, пӗр ҫамрӑк каччӑпа хӗрача иртсе кайрӗҫ, кӑшт кайсан, темшӗн чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вара вӑл хӑйне шофер панӑ хутсене кӗсйине чиксе машина умӗпе иртнӗ те погонлӑ ҫын ларса пынӑ енне куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл тыткӑнрисен умӗпе каллех темиҫе хут каллӗ-маллӗ кускаласа иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан хайхи тыткӑнрисен умӗпе унталла-кунталла темиҫе хутчен утса иртрӗ те мӗнпур вӑйӗпе сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтанах пӗр ҫулсӑр-мӗнсӗр пычӗ: ун умӗпе е ҫӗр шапи сикрӗ, е пӗр-пӗр вӗҫен кайӑк пӗр сассӑрах ури айӗнчен вӗҫсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

..» Вӗсемпе пӗрлех куҫ умӗпе ҫав сӑра сутуҫин пӗтӗм тӗнчене те тимӗр тӑхаллӑ пиҫиххипе хӑмӑррӑн-хаяррӑн юнаса тӑракан чӑртмах, сивӗ шурӑ куҫлӑ сӑнарӗ те шуса иртет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пурис ун патне машина умӗпе ҫаврӑнса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сӗнкӗлтететчӗҫ-ха вӗсем наукӑпа тӗпчев институчӗ вырнаҫнӑ икӗ хутлӑ кирпӗч ҫурт умӗпе, унтан ҫӳллӗ хӳме, хӑлтӑр-халтӑр карта-хура ҫумӗпе хӗлхемсӗр сӑмахсемпе перкелешсе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех