Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умран (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каччӑ шӳтлесе, палламан пекех умран иртсе каять.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пирӗн умран ачасем мар, ҫитӗннисем те иртсе ҫӳремеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Тен, эсӗ унпа калаҫас тесе сӑмах пуҫласан Сергеев юлташ сан ҫине сӳрӗккӗн пӑхса: «Кам эс? Мӗн кирлӗ сана? Тупӑннӑ кунта ӑҫтиҫук! Ҫухал ман умран, пшол!» — тесе калӗ те, пӗтрӗ пуҫ вара — кайран хама хам хисеплеме пӑрахатӑп вӗт».

Куҫарса пулӑш

Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.

Патак та пулсан илес-ха тесе хам умран 20-25 сантиметр леререх ҫӗре чикӗнсе тӑракан селӗм туя патне туртӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ӗнене апат нумай, умран юличчен пани ниме те пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ах, епле иртрӗҫ пирӗн умран тупӑк йӑтса пытарма кайнӑ чухне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Уй илемӗ куҫа курӑнми пулнӑн, ӑш-чик пушанса юлнӑн, ватлӑх пусса ҫитернӗн туйӑнчӗ ватӑ тракториста ывӑлӗ, Якур, умран кайсан, уй-хир Якурсӑр тӑрса юлсан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

— Кай, Авенир Платонович, ман умран, никама та курас килмест халь ман, никампа та калаҫас килмест, — илтӗни-илтӗнми мӑкӑртатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Тем сӑлтавпа ура ҫине тӑрса ман умран иртме пикеннӗ Пруткин чарӑнчӗ те эпӗ татах тем каласса кӗтрӗ, анчах, эпӗ урӑх шарламаннине кура, мӗн илтнипех ҫырлахрӗ те пуҫне лӑст сулчӗ, кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл пирус кӑларчӗ те ӑна пӗтӗркелесе тӑчӗ, хуллен хускалса, ман умран иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мана вӑл ал парасса пачӗ, анчах сӑмах хушмарӗ, пӗлмен-курман ҫын пекех иртрӗ ман умран.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унсӑр пуҫне, тухӑҫлӑ ҫитӗнекен нумай ҫул ӳсекен курӑкран фермӑри ӗне выльӑха хӗл кунӗсенче умран юличчен тӑрантарма пахалӑхлӑ сенаж, утӑ хатӗрлеме пулни те каламасӑрах паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫне пӗтӗмлетер-и? // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b0%d0%b ... 80-%d0%b8/

Анчах вӑл сасартӑк темшӗн кӑшт кулса илчӗ те ман умран хӑвӑрт пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Пирӗн умран пӗр мулкач йӑкӑлт-йӑкӑлт сиксе кайрӗ, тата виҫӗ пӑчӑр вӗҫсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Анчах самантрах лесникӗ те, арӑмӗ те, мотоциклпа ҫӳрекен ҫамрӑк ачи те ман умран пӗрин хыҫҫӑн тепри таҫта сирӗлсе кайса ҫухалчӗҫ те, вӗсен вырӑнне лесник хӗрӗ хӑй пӗччен ҫеҫ йышӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Шалта рояль сасси илтӗнет — профессор пирӗн умран кӗнӗ хӗрачана тӗрӗслет.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Сана вӑл паян умран ҫыртать пулсан, эсӗ ӑна тепрехинче хыҫалтан ҫапла «саламла»: йӑпшӑнса пыр та хӳринчен ҫатӑртт! туса ил, вара — вӑшик! аяккалла…!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ула Тимӗр ҫӳҫенсе, «явӑнкаласа»-туртӑнкаласа илчӗ (умран ӑшӑ ҫапса тӑма пӑрахнӑран-ши?), вара самант куҫне ҫивӗчлетсе ячӗ: турат-тӗрет ҫунса пӗтнине пула, уйрӑмах варринче, вучах сӳни-сӳнми ҫеҫ тӗлкӗшет иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Кайӑр, сирӗлӗр умран, — хирӗҫлеме тӑчӗ мучи, анчах варӗ ҫав тери касса килнипе сӑмахӗсем хӑй илтмелле ҫеҫ тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

— Пӑрӑн-ха ман умран, аскӑнчӑк.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех