Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑштарчӗ (тĕпĕ: улӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лайӑх ҫынччӗ пирӗн командир, — сассине улӑштарчӗ Ваҫук, — ватӑччӗ ӗнтӗ, те ҫавӑнпа пире «ачасем» тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Итле, Хумкка дускай, — сассине улӑштарчӗ Габдрахман.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йӑнӑшне юсама васкаса, тӑруках сассине улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула ним пытармасӑр каласа пани тата чӗререн ӳкӗнни ун кӑмӑлне улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑ, урӑх никам та мар, ман пуҫа ҫавӑрчӗ, пӗтӗм кӑмӑла улӑштарчӗ».

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Минтер питне улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Те ятарласа лапчӑтнӑ, те ӑнсӑртран ваннӑ хӳреллӗ пӑнчӑна ҫӗннипе улӑштарчӗ те ӗҫне малалла тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫак вӑхӑтпа усӑ курса вӑл ҫемьине хӗлле валли вутӑ-шанкӑ татрӗ-ҫурчӗ, урам алӑк юписене тӗреклетрӗ, вите те сайхах шуччисене, пӗлтӗрех хатӗрленӗччӗ, ҫӗнӗ утӑ хуриччен улӑштарчӗ, ытти чухне алӑ ҫитмен тӗрлӗ ӗҫе турӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Заведующие ларчӗ те халиччен пулнӑ пӗтӗм йӗркесене улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Тумне улӑштарчӗ те Нюҫҫапа пӗрле шкул патне, хӗрарӑмсен ула-чӑла ушкӑнӗ хумханнӑ ҫӗре кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кабаргас сулӑнса илчӗ, парне хыҫҫӑн тапса сикес терӗ пулас, анчах та шухӑшне улӑштарчӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫтаппанпа улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӑна такам улӑштарчӗ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ку тӗлте Атӑл та хӑйӗн сӑн-сӑпатне улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ҫапла ҫав, Верук больницӑра вӑрах выртни, Верук чир хыҫҫӑн хавшаса юлни йӑлтах улӑштарчӗ Тимуш кӑмӑлне, Тимуш шухӑшӗсене.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кунта килнӗ чух ҫул ҫинче пулса иртнӗ калаҫу улӑштарчӗ шухӑшӑма, сирсе пӑрахрӗ кансӗрлӗхе.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Телейшӗн ӗҫер, — терӗ те Улюк, сассине те, сӑнне те улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Пӗлтӗр сан хушамату Омежниковчӗ, ма улӑштартӑн, питӗ лайӑх хушамат-ҫке?» — терӗм те, — «лайӑххи лайӑх пуль те, анчах ҫынсем ҫав хушаматпа чӗнмессерен ӑша наркӑмӑш лекнӗн туйӑнатчӗ. Халь манӑн хушамат Ерусланов, ҫӗнӗ паспорт илнӗ чухне улӑштартӑм, анне хушаматне йышӑнтӑм, Надя та улӑштарчӗ», тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫавна май автор роман ятне те улӑштарчӗ, ӑна «Таната» тесе ят пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

— Унтан вӑл хӑйех ку шухӑшне улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех