Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑштарсан (тĕпĕ: улӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнине улӑштарма пултаратӑр, анчах - ӑна хӑвӑр мӗнле хакланине улӑштарсан кӑна.

Изменить прошлое вы можете, только изменив к нему свое отношение.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Енчен те комплекса планпа килӗшӳллӗн ҫӗнетсе улӑштарсан, музей ӗҫӗпе паллашас текенсен йышне 200 пине те ҫитӗ теҫҫӗ специалистсем, кӑтарту виҫӗ хут та ӳсӗ.

Куҫарса пулӑш

2024 ҫулта Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/06/2024 ... uralnaranp

Пилӗк калав хатӗр ӗнтӗ, машинисткӑна пама юрать, анчах унччен хӑш-пӗр вырӑнсене тӳрлеткелени пӑсмӗ: таҫта пӗр сӑмах улӑштарсан та тепӗр чух калав самаях лайӑхланнӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Икӗ уйӑхран, юлташӗсем вӗсене улӑштарсан, таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Енчен те каярах шухӑша улӑштарсан ҫар комиссариатне пымалла мар — заявка ҫырни унта пымаллах тенине пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ сервис ҫара кайма // Э.Айсына. http://kasalen.ru/2022/10/14/ce%d0%bde-% ... %bc%d0%b0/

— Вӗсен ячӗсене кирек мӗнле улӑштарсан та, патшалах йӗрки улшӑнас ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑйсен тумне туяннӑ парусинпа улӑштарсан, канмасӑр, пӳлӗме туртма тепӗр чух ҫеҫ кӗркелесе, тӑватӑ ҫын ирхи пилӗк сехет тӗлне пӗтӗм тӑпрана тасатса тирпейлерӗҫ, вертикаль пусӑна ӗҫ вӗҫлерӗҫ, ӑна пичкесене купаласа тултарчӗҫ те — пуҫ ҫаврӑнмаллах ӗшеннӗскерсем кӗҫех саланчӗҫ.

Заменив свою одежду купленной парусиновой, не отдыхая, лишь уходя изредка курить в комнату, четыре человека к пяти часам ночи убрали весь мусор, закончили вертикальный колодец и, завалив его бочками, разошлись, усталые до головокружения.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Виҫҫӗмӗш хут сиктерӳ айӗпе ывӑтсан пӗрре сиктерӳ айӗпе ҫапать-ха, ура пусси улӑштарсан калакӗпе сиктерӳ ҫийӗпе ҫапать…

Когда были сделаны третья прокидка и удар лопаткой под «сиктерӳ», после перемены подножек удар лопаткой в уточину вновь был над «сиктерӳ».

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ураҫҫине пӗрре ывӑтать сиктерӳ айӗпе, калакӗпе пӗрре ҫапать сиктерӳ айӗпе, ура пуссине улӑштарсан тепре ҫапать сиктерӳ айӗпе.

Уточная нитка прошла под сиктерӳ, ударила лопаткой под сиктерӳ, сменила ножки, еще раз ударила под сиктерӳ.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Анна Филипповна пир уҫҫине уҫрӗ те ҫӗррине пир уҫҫине кӗртсе сиктерӳ ҫийӗпе кӑларчӗ, калакӗпе пир уҫҫине кӗрсе ураҫҫи ҫиппине сиктерӳ ҫийӗпе ҫапса вырӑна лартрӗ; ура пуссине улӑштарсан сиктерӳ ҫийӗпе тепре ҫапса тӗртсе лартрӗ; ураҫҫине тепӗр хут ывӑтрӗ, каллех сиктерӳ ҫийӗпе ҫӳретрӗ ҫӗррине; виҫҫӗмӗш хут ывӑтса ураҫҫине сиктерӳ ҫийӗпе кӗртсе кӑларсан калакӗпе сиктерӳ ҫийӗпе ҫапрӗ, ура пуссине улӑштарсан калакпа сиктерӳ айӗнчен ҫапрӗ.

Открыв зев, Анна Филипповна ввела цевку в зев, пронесла ее над «сиктерӳ», лопаткой тоже стукнула в нитки над «сиктерӳ», поменяв подножки, еще раз стукнула над «пропущенным», прибив уточную нить; второй раз цевка прошла таким же образом: удар лопаткой, поменяв подножки, ударила лопаткой второй раз; в третий раз уточная нитка прошла над «сиктерӳ», удар лопаткой над «сиктерӳ», но когда сменила подножку, удар лопаткой пришелся под «сиктерӳ».

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Вылянӑ пек пулса пырать унӑн ӗҫӗ: ҫиппине ывӑтса калакла вырӑна ҫитерет, ура пуссине улӑштарсан пир уҫҫи варрипе тепре ҫапса тӗртсе хурать.

Затем она снова прокинула уточную нить, и, пристукнув лопаткой, довела ее до первой, опять сменила подножку и прибила уточину к уже имеющейся опушке; она работает играючи.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Юханшыв хӑйӗн ҫулне улӑштарсан, кӳлӗ типсе ларсан е тинӗс чакса кайсан, чӗрчунсемпе ӳсентӑрансен юлашкийӗсем типе ҫӗр ҫине чӑнкӑ ту хӗррисене тӑрса юлма пултараҫҫӗ.

Со временем, когда река переменит своё русло, озеро высохнет или море отступит, эти остатки могут оказаться на сухом месте и даже в обрывах гор.

2. Сийлӗ ту породисем мӗнле пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Эсир мӗнле шутлатӑр, никӗсе кӑштах вӑйлатса ҫак подшипниксене улӑштарсан еплерех-ши, — вӑл чертеж ҫине кӑтартрӗ, — машинӑна ытлашши ӗҫлеттермесӗрех ротор ҫаврӑнӑшӗн хӑвӑртлӑхне тӑватӑ пин таран ӳстерме пулать-ши?

Как вы думаете, если еще несколько усилить основание и заменить вот эти подшипники, — он указал на чертеж, — то можно ли увеличить скорость вращения ротора до четырех тысяч оборотов без перегрузки машины?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Вӑл, хӑй калашле, экономист-практик, вӑл ҫамрӑкранпах япалана час тавҫӑрса илме тата талӑкра ҫирӗмшер сехет ӗҫлеме пултарать, строительствӑн начальствине улӑштарсан, управленин пурнӑҫӗнче паллӑ вырӑн йышӑнма пуҫларӗ.

Он — по собственным его словам, экономист-практик, наделенный от природы сметкой и способностью работать по двадцать часов в сутки, — после смены руководства стройки стал играть видную роль в жизни управления.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Унта влаҫри олигарха улӑштарсан та пурнӑҫ лайӑхланмарӗ.

Жизнь там не улучшилась, несмотря на смену олигарха у власти.

«Ӗнер патшалӑхри паянхи лару-тӑрупа килӗшмен ҫынсем...» // Константин Малышев. https://www.instagram.com/p/CKa-tUhg-Mt/

— Пӗлетӗн-и, — Матвее итлемесӗр, васкавлӑн калаҫнӑ Сӗрӗм, — эпӗ пасарта ҫак ҫи-пуҫа пӗр еврейпе улӑштарсан… паллах, кӑшт укҫа хушма лекрӗ ӗнтӗ… урамра пӗр господин ман пата пычӗ те акӑлчанла калаҫма пуҫларӗ…

— И знаешь, — живо продолжал Дыма, не слушая, — когда я, вдобавок, выменял у еврея на базаре эту одежду… с небольшой, правда, придачей… то уже на улице подошел ко мне какой-то господин и заговорил по-английски…

X // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Ҫапла майпа улӑштарсан ҫӗр ҫынна яхӑн пуҫтарӑнать-и?

Если так поменять, то наберется около сотни человек?

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Витрери шыва улӑштарсан аван пулӗччӗ… шанса каяҫҫӗ…

— Воду в ведре надо бы переменить… завянут.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пирӗн пурӑнӑҫ, турӑпа улпут ырлӑхне пула, ӳпкелемелле мар; чӑнни чӑн ӗнтӗ, тӗрӗссипе каласан, тепӗр дворянинӑн хӑйӗн усадьбине кунти йытӑ витипе улӑштарсан та начар пулмӗччӗ.

«Мы на свое житье, – сказал он, – благодаря бога и барина не жалуемся, а что правда, то правда, иному и дворянину не худо бы променять усадьбу на любую здешнюю конурку.

I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ятна улӑштарсан та кун-ҫулу ҫав йӗрпех чупӗ, ҫуралсанах, ят хурсанах палӑртнӑ ҫулпа.

Даже если поменяешь имя, жизнь пойдет по той же линии, по дороге, определенной с рождения, с получения имени.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех