Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑштарман (тĕпĕ: улӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ЯХПК аппеляци панӑ, анчах Арбитраж сучӗ йышӑнӑва улӑштарман.

СХПК подало аппеляцию, но Арбитражный суд решение оставил в силе.

Колхоза Йӑршшу юханшывне вараланӑшӑн штраф тӳлеттернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37274.html

Пысӑках мар улшӑнусем пулнӑ пулин те — XV Людовик вӑхӑтӗнче аллейӑсен сӑнӗ улшӑннӑ, Революци вӑхӑтӗнче чечексем вырӑнне газон сарнӑ, Марли паркӗнчен кӳлепесене куҫарса килнӗ (хальхи вӑхӑтра вӗсенчен чылайӑшӗ Луврта вырнаҫнӑ) — ҫаксем пурте паркӑн тулаш аспектне кӑна улӑштарнӑ, вӗсем Ленотр палӑртнӑ тӗп шухӑша улӑштарман.

Небольшие изменения — рисунок аллей при Людовике XV, замена цветов газоном при Революции, перевезённые из парка Марли статуи (в настоящее время большинство из них находится в Лувре) — всё это изменило внешний аспект парка, но оставило неизменной задуманную Ленотром структуру.

Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)

Йӑлана кӗнӗ суйлав йӗркине улӑштарман.

Куҫарса пулӑш

Суйлав ыйтӑвӗпе темиҫе хурав // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%81%d1%8 ... %b0%d0%b2/

Вӗсем те вырӑс чӗлхин тытӑмне улӑштарман.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Унтанпа эп ӑна нимӗн те улӑштарман, теп шухӑшӗ ҫавах — хыт кукар трагикомедийӗ!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Паянхи калаҫу — юлашки те пулма пултарӗ, мӗншӗн тесен следователь хӑйӗн шухӑшне улӑштарман.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эпӗ ялӑн хирти кӳллисене, ҫырми-ҫатрисене, асамлӑ тип варӗсене, ҫывӑхри хутӑш вӑрмана, тухӑҫлӑ уй-хирӗсене нимӗнпе те улӑштарман, тӑван ялтах пурӑнакан тантӑш-юлташсене ырӑпа асӑнатӑп: электрогазосварщикра ӗҫлекен Валерий Ильина, ҫавӑн пекех Владик Игушкин электромонтера, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан Николай Краснова, вӑрмана юратакан Константин Горбунова, аслӑ пӗлӳллӗ Валерий Мартынов инженер-механика, хамӑр класри Валентин Мучейкин купӑсҫа, пӗрремӗш класлӑ тракториста тата шофера Володя Сергеева.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Вӑл хӑй нихӑҫан та улӑштарман чи пысӑк тӗрӗслӗх ҫутине асаплӑн тата салхуллӑн ҫутрӗ те — никамӑн та мар, Леданӑн ҫеҫ мрамортан пӗр иккӗленмесӗр касса кӑлармашкӑн ирӗк пуррине йышӑнчӗ.

С мучением и тоской, в свете высшей справедливости, которой не изменял никогда, он признал бесспорное право Ледана делать из мрамора,

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

Кутузов хӑй шухӑшне улӑштарман.

Кутузов остался верен себе.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Тепре каласан, эпир пурне те систернӗ пулсан та, сасӑлас хисепе вӑл улӑштарман пулӗччӗ.

Впрочем, даже если бы мы предупредили всех, это не изменило бы результатов голосования.

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Эсир те, сквайр та, капитан та хӑвӑр панӑ чӑн сӑмаха улӑштарман пулӑттӑр.

Ни вы, ни сквайр, ни капитан не изменили бы данному слову.

XXX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Анчах жандармеринче асаплантарнӑ хыҫҫӑн та, Олег хӑйне тискеррӗн хӗнене хыҫҫӑн пӗтӗмпех суранланса пӗтнӗскер, шухӑш-кӑмӑлне улӑштарман, вӑл хӑйӗнчен аслӑрах юлташӗсене тата та ытларах ҫирӗпрех тӑма хушнӑ:

Но и после мук в жандармерии Олег, весь избитый, изуродованный, не изменился и всё настойчивее убеждал даже старших по возрасту товарищей:

Ку — вӑл пулнӑ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Йӑкӑнат мӗн кӗтни никама та паллӑ мар, анчах вӑл юрӑ сӑмахӗсене: «кого люблю» тенине «чего жду я», тесе ахальтен улӑштарман ӗнтӗ.

Чего ждал Игнат — неизвестно, но недаром же он переделал куплет на свой лад: «кого люблю» заменил «чего жду я».

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Турӑ улӑштарман та Никон улӑштарнӑ.

Господь не изменял, да Никон изменил.

XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Eh, ma bonne amie, — терӗ князь ӳпкелесе, — эпӗ куратӑп, эсир ӑс-тӑнӑра нимӗн чухлӗ те улӑштарман иккен — ӗмӗрех ҫук хуйхӑшӑн кулянса йӗретӗр.

— Eh, ma bonne amie, — сказал князь с упреком, — я вижу, вы нисколько не стали благоразумнее — вечно сокрушаетесь и плачете о воображаемом горе.

XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл хӑйне мӗн ҫамрӑкранах шӑпи пӳрнӗ чаплӑ вырӑна йышӑнма хатӗрленнӗ пек тытнӑ; ҫавӑнпа хӑйӗн чапа юратакан тулӑх пурнӑҫӗнче ытти ҫынсенни пекех ӑнӑҫсӑрлӑхсем, ӗмӗт татӑлнисем тата кӳренмеллисем тӗл пулкаланӑ пулин те, хӑйӗн яланхи лӑпкӑ кӑмӑлне те, чаплӑ шухӑшсемпе хавхаланас йӑлине те, тӗне ӗненессипе хӑйне епле тыткалассин тӗп йӗркисене те улӑштарман; ӑна пурте хисеплесси вӑл чаплӑ вырӑн йышӑннинчен ҫеҫ мар, нимрен ытларах вӑл йӗркелӗхе юратнинчен тата ҫирӗплӗхӗнчен килнӗ.

С первой молодости он держал себя так, как будто готовился занять то блестящее место в свете, на которое впоследствии поставила его судьба; поэтому, хотя в его блестящей и несколько тщеславной жизни, как и во всех других, встречались неудачи, разочарования и огорчения, он ни разу не изменил ни своему всегда спокойному характеру, ни возвышенному образу мыслей, ни основным правилам религии и нравственности и приобрел общее уважение не столько на основании своего блестящего положения, сколько на основании своей последовательности и твердости.

XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл унчченхи тумне пӑрахса хура пиншак, шурӑ ҫиппе тӗрлесе ҫавӑрнӑ шевровӑй атӑ тӑхӑннӑ, анчах хӗрлӗ пусма ҫыхнӑ ҫӗлӗке улӑштарман, хӑй вӑл аллинчен автомата вӗҫертмерӗ.

Фатых переоделся в черный пиджак, шевровые сапоги, обрантованные белой дратвой, но шапка с красной повязкой оставалась прежней, и из рук он не выпускал автомат.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫак хушӑрах Чкалов хӑйӗн ҫирӗп йӗркине нихҫан та улӑштарман: самолета тӗрӗслеме вӗҫсе каяс умӗн вӑл кашнинчех сывлӑшра мӗнле вӗҫмелли ҫинчен малтан тӗплӗ план тунӑ, мӗнле маневрсем тӑвассине палӑртнӑ, вӗсем урлӑ ҫӗнӗ машинӑн лайӑх тата начар енӗсене пӗлме тӑрӑшнӑ.

В то же время Чкалов никогда не изменял своему правилу: перед каждым испытательным полетом составлял подробный план действий в воздухе, заранее находил маневр, с помощью которого можно определить сильные и слабые стороны машины.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Шкулти занятисем унӑн кун йӗркине ытла нумаях улӑштарман.

Школьные занятия мало изменили распорядок его жизни.

Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Улӑштарман, анчах улӑштарма тивет пулӗ.

— Не переносил, а видно, придется.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех