Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑштармалла (тĕпĕ: улӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь мӗншӗн улӑштармалла вара ӑна?

Куҫарса пулӑш

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

«Ҫуртсем ишӗлеҫҫӗ, йӗри-тавралӑх юхӑнса пырать, ҫакна пула чуна хуйхӑ пусать. Ҫулсерен лару-тӑру япӑхланса пынине ӑнлансан ҫакӑ пӗрре те сана телей кӳмест. Мӗн те пулин улӑштармалла тесе шутларӑм, 600 ҫула яхӑн историллӗ ялӑн йывӑрлӑхӗсем пирки ҫынсене пӗлтермеллех терӗм хама хам», — каласа парать Алена.

«Здания рушатся, кругом запустение и уныние. Когда ты понимаешь, что с каждым годом ситуация меняется в худшую сторону, счастья не прибавляется. Я решила, что нужно что-то менять и привлекать внимание к проблеме и к селу с почти 600-летней историей», — говорит Алена.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Сӑн-сӑпата та улӑштармалла мар - ку сире килӗшмӗ кӑна мар, куншӑн ӳкӗнетӗр те.

Не время менять внешность, вам может не только не понравиться, но и вы сильно пожалеете.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тен, тыткаларӑша улӑштармалла?

Возможно, имеет смысл изменить своё поведение.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кивелнӗ котельнӑйсене ҫӗнӗ блокпа модуль котельнӑйӗ- семпе улӑштармалла, ҫӗннисене тумалла.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Ытла черчен кӑмӑллӑ ан пул-ха, кин, тетӗп вара, — ҫын тени ҫанталӑк мӗнлине кура тумланать, ҫавӑн пекех кӑмӑла та кампа пурӑннине, кампа калаҫнине кура улӑштармалла ӑна, ырӑпа ырӑ, усалпа усал пулмалла, унсӑрӑн таптать вӑл усал тени, чараймастӑн ӑна, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сирӗн шухӑшӑр сиенлӗ, ӑна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр улӑштармалла».

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Халӗ нумай ачаллӑ ҫемьен ӑшӑ тытӑмне тӗпрен улӑштармалла – кӑмакине те, тӗтӗм тухмалли пӑрӑха та.

Куҫарса пулӑш

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Шӑпах ҫавна кӗтнӗччӗ Вера, мӗншӗн тесен ӗне улӑштармалла вӗсен.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Шыраса вӑхӑта ирттерме те кирлӗ мар, ӗҫ улӑштармалла — пыр та ил, ӗҫлесе пӗтертӗн — тархасшӑн, тасат та вырӑна тирпейлесе хур.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хапха ҫӑрине урӑххипе — вӗренекенсем уҫма пултарайман, ятарласа тунӑ ҫӑрапа улӑштармалла.

Замок у ворот заменить другим — специальным затвором, к которому ученики не смогли бы подобрать самодельные ключи.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Лавккана питӗрнӗ ҫӑраҫҫине урӑххипе улӑштармалла.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Имиджа улӑштармалла мар, ку сире килӗшмӗ кӑна мар, куншӑн ӳкӗнетӗр те.

Не время менять внешность, вам может не только не понравиться, но и вы сильно пожалеете.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тупӑ-етре тиенӗ урапасем йӑлт ҫӗмӗрӗлсе пӗтрӗҫ, вӗсене кашни вунӑ-вун пилӗк ҫухрӑм каймассерен улӑштармалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Нимӗн те улӑштармалла мар.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тен, кӑшт ҫӗнетмелле, улӑштармалла вӑл йӗркене?

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялти мӗнле ырлӑхпа улӑштармалла манӑн ҫаксене?

И на какое добро я должна обменять все это в деревне?

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Чи кирли - ялхуҫалӑх продукцийӗ туса илекенсене ӑна уйӑрмалли йӗркене пӗрмай улӑштармалла мар.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

— Е пӗр-пӗр япалапа улӑштармалла, — ман мӑшӑрӑн авалхи илемлӗ тухья пур, сирӗн хӗрсем ҫитӗнсе пыраҫҫӗ.

— А может, согласишься обменяться чем-нибудь? У моей жены старинная тухъя есть, красивая такая, а у тебя девки вон подрастают… —

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тен, ӗҫсем лайӑхрах пыччӑр тесен мӗн те пулин улӑштармалла.

Возможно, нужно что-то изменить, чтобы дела пошли лучше.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех