Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑштараттӑм (тĕпĕ: улӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петр Васильевичӑн хушамачӗ Васильев ӗнтӗ, Таранов мар, ҫавӑншӑн вара тахҫан-тахҫан ял совет секретарӗнче ӗҫленӗ ҫын айӑплӑ: хайхискер чӑвашсен ӗлӗкхи йӑлине пӑсасшӑн пулман-ши — ҫурални ҫинчен хут ҫырнӑ чух сӑпкари Петӗр валли ашшӗ ятӗнчен хушамат тунӑ: «Эс Таранов хушамата чапа кӑларасса пӗлнӗ пулсан ҫамрӑк чух хамӑн хушамата мӗнле те пулин улӑштараттӑм паллах», — шӳтлесе илнӗччӗ пӗррехинче Петр Васильевич.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсене ытти ачасене те туса параттӑм, кӑранташпа, тетрадьсемпе, конфет хучӗсемпе улӑштараттӑм.

Что даже другим ребятам делал, выменивая на них карандаши, тетрадки, фантики от конфет.

11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑл историре эпӗ хам пуҫа шухӑш пырса кӗнипе ҫынсен, характерӗсене улӑштараттӑм, пулса иртнӗ ӗҫсене пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре куҫарса лартаттӑм, вӑл истори маншӑн, хам кукаҫей турри пекех, ирӗклӗ пулса тӑмалли тӗнче пек пулатчӗ, кукаҫей турри те хӑй мӗнле шутлать, пуринпе те савӑн пек выляса тӑрать.

Эта история, в которой я, по вдохновению, изменял характеры людей, перемещал события, была для меня миром, где я был свободен, подобно дедову богу, — он тоже играет всем, как хочет.

XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пурне те улӑштараттӑм.

Все кругом менял.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ӗҫсене те улӑштараттӑм.

И занятия свои менял.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫук, тӳррипех калатӑп сана, Павел Игнатьич: арӑмсене улӑштараттӑм, хамӑн вырӑнӑм ҫинче ҫывӑрма юратмастӑм.

Нет, я прямо скажу тебе, Павел Игнатьич: женок менял, не любил в своей постели ночевать…

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех