Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑштарасса (тĕпĕ: улӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таврари тӗнче ҫине ырӑ кӑмӑлпа пӑхни пурнӑҫа лайӑх енне улӑштарасса шанать каччӑ.

Парень уверен, что позитивное отношение к окружающему миру меняет жизнь в лучшую сторону.

Хобби — алмаз тӗрри // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... ri-3471362

Улӑштарасса улӑштартӑмӑр та, анчах ҫук ҫав, ӗҫ тухмарӗ, пирӗн кӑвакарчӑнсем ют ҫӗрте пурӑнма килӗшмерӗҫ: Вадим панисем ман патран ун патне — Вӑрманкаса вӗҫсе кайрӗҫ, эп панисем ман пата вӗҫсе килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Пурнӑҫа кӗнӗ объектсем малашлӑхра ҫынсен пурнӑҫне лайӑх енне улӑштарасса ҫирӗп шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Пурнӑҫа кӗнӗ объектсем малашлӑхра ҫынсен пурнӑҫне лайӑх енне улӑштарасса ҫирӗп шанатпӑр, — палӑртнӑччӗ Олег Алексеевич интервьюра.

Куҫарса пулӑш

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Эпӗ Гез хӑй — пайташӑн — шухӑшӗсене улӑштарасса шанатӑп.

Я надеялся, что Гез передумает сам, желая извлечь выгоду.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Свифт хӑй вӑхӑтӗнчи тискер пурнӑҫа чун-чӗререн ылханнӑ, пуласлӑх пирки ӗмӗтленнӗ, пуласлӑх тӗнчене улӑштарасса шаннӑ вӑл.

Свифт отрицал настоящее со всем его произволом и жестокостью во имя лучшего будущего, которое преобразует и исправит мир.

6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Улӑштарасса шанас килет хамӑн.

Мне хочется надеяться, что заменит.

12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Унӑн сарлака шӑмӑллӑ, каҫар сӑмсаллӑ сӑн-пичӗ ӗҫе тума шутланине улӑштарасса шантармасть.

Выражение его широкого, со вздернутым носом лица не обнадеживало.

XIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Иккӗленӳллӗн, мӗн тума хушнине тепӗр хут улӑштарасса кӗтнӗ пекех, Нури щит патне пычӗ те, йывӑррӑн сывласа ярса, рубильнике хӑй патнелле туртрӗ.

Нерешительно, как бы ожидая отмены приказания, Нури подошел к щиту и, вздохнув, потянул к себе рубильник.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

— Эпӗ, хаклӑ Мария Александровна, эсир хӑвӑрӑн шухӑшӑра улӑштарасса шанатӑп.

— Я уверен, дорогая Мария Александровна, что вы измените свое решение.

Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ҫапла пӗрре тухнипех ӗҫе куҫа курӑнмалла улӑштарасса шанман пулсан та, ҫавӑн пек Пленум хыҫҫӑн Пробатов ҫак кунсенче пур-пӗрех обкомра ларма пултарас ҫукчӗ.

Несмотря на то, что ни один из них не надеялся на явное улучшение работы, после такого Пленума Пробатов в эти дни все равно не смог бы сидеть в обкоме.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Асанкассинче вара электрооборудовани, кабельсем тахҫанах улӑштарасса кӗтетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Палӑртса панӑ вӑхӑтӑм иртиччен кунсеренех хама улӑштарасса кӗтнӗ пулӑттӑм.

Во все дни определенного мне времени я ожидал бы, пока придет мне смена.

Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех