Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑхнӑччӗ (тĕпĕ: улӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пусма ҫине пӗр инке улӑхнӑччӗ.

А на лестнице стояла тётя.

Панулми мӗнле пухаҫҫӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

«Кӗпене кайса илем тесе нимӗн шухӑшламасӑрах ӗнтӗ улӑхнӑччӗ, пӑхатӑп: ҫын тӑрать, ун умӗнче тавӑрнӑ ҫӗлӗк выртать, татах пӑхрӑм: урисем сулланса тӑраҫҫӗ.

«Как она, ничего не думавши, пошла за пелеринкой, глянула этаким манером: вижу, человек стоит, посмотрела: шапка подле вывернута лежит: глядь, а ноги качаются.

XI // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Ӑна курсанах астуса илтӗм: ҫыру ҫырса аяла яма эпӗ кӑвакарчӑн илсе улӑхнӑччӗ.

Я вспомнил, что взял голубка затем, чтобы спустить его с записочкой вниз.

Сывлӑш ҫинче вӗҫсе ҫӳрекен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Барометр тӑрӑх эпӗ хам миҫе ҫухрӑм улӑхнине пӗлтӗм: эпӗ тӑватӑ ҫухрӑм улӑхнӑччӗ ӗнтӗ.

И по нем узнал, что я поднялся уже на 4 версты.

Сывлӑш ҫинче вӗҫсе ҫӳрекен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

8. Ҫӳлхуҫана эсир Хорив тӑвӗ патӗнче те тарӑхтартӑр, Вӑл сире ҫилленсе ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, сире пӗтерсех тӑкасшӑнччӗ, 9. эпӗ ун чухне ту ҫине чул хӑмасем — Ҫӳлхуҫамӑр сирӗнпе хывнӑ халал сӑмахӗсене ҫырнӑ хӑмасене — илме улӑхнӑччӗ, унта хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пурӑннӑччӗ, ҫӑкӑр та ҫименччӗ, шыв та ӗҫменччӗ, 10. Ҫӳлхуҫа мана Хӑй аллипе ҫырнӑ икӗ чул хӑма пачӗ, вӗсем ҫине Ҫӳлхуҫамӑр сире пуху кунӗ ту ҫинче вут-ҫулӑм ӑшӗнчен каланӑ пӗтӗм сӑмаха [ҫырнӑччӗ].

8. И при Хориве вы раздражали Господа, и прогневался на вас Господь, так что хотел истребить вас, 9. когда я взошел на гору, чтобы принять скрижали каменные, скрижали завета, который поставил Господь с вами, и пробыл на горе сорок дней и сорок ночей, хлеба не ел и воды не пил, 10. и дал мне Господь две скрижали каменные, написанные перстом Божиим, а на них [написаны были] все слова, которые изрек вам Господь на горе из среды огня в день собрания.

Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех