Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑмпа (тĕпĕ: улӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улӑмпа шӑлкаласа тасатнӑ хыҫҫӑн йывӑр чула бригада пӳртне йӑтса кӗчӗ Ҫимун, хунарпа ҫутатса, пур енчен ҫара алӑпа сӑтӑркаласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Манӑн ӗҫ мар вӗт вӑл тырӑ куписене улӑмпа витесси, — тавӑрчӗ мучи.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ашшӗ-амӑшӗсем ытлари кун пасарне кайнӑ тет-и. Аслисем ӗҫ вӗҫленнӗ май вӗсене тырӑ куписене улӑмпа витме хушрӗҫ те хӑйсем маларах ялалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ӗнер кунта ӗҫленисем мӗншӗн тырӑ куписене улӑмпа витсе хӑварман?

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Сантана: улӑмпа витнӗ виҫкӗтеслӗ ҫуртсемлӗ питӗ илемлӗ посёлок.

Сантана: Живописный посёлок с традиционными треугольными домами, покрытыми соломой.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Сӗтел-пуканран — улӑмпа тултарнӑ таса мар тӳшеклӗ тапчан тата урай ҫумне ҫирӗплетсе хунӑ тенкел анчах.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шалта, хӳме ҫумӗпе, тӑмран тунӑ, улӑмпа витнӗ ҫаврака пӗчӗкҫӗ хӳшӗсем речӗпе ларса тухнӑ.

Внутри, вдоль частокола, стоит ряд круглых глиняных, крытых соломой хижин.

Негр ялӗнчи кун // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӗркунне ҫитсен, шӑтӑк-ҫурӑксене улӑмпа питӗрсе, тӑмпа шӑлса ҫӳреттӗр, ҫуркунне ҫитсен, вите ҫивиттине сирсе, ӗнесене ҫитереттӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Шӑпах ҫав машинӑпа ӗҫленӗ чух пачах кӗтмен, тӗлӗкре тӗлленмен вилӗм тупнӑ хӗрӗхрен иртнӗ телейсӗр Варламов: улӑмпа пӗрле хӑй те чунсӑр машинӑн хурҫӑ ҫӑварне ҫакланнӑ, татӑкӑн-татӑкӑн вакланнӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хам чаваланнӑ вырӑна кӑнтӑрла улӑмпа витсе хураттӑм.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӗсем улӑмпа лайӑх витӗнсе выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Каланкӑна эпир улӑмпа хутатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кантӑк ванчӑкӗсемпе сапланӑ е улӑмпа тӗркелесе пӗтернӗ шӑтӑк чӳречесем; ҫуркаланса пӗтнӗ, тӗтӗмпе хуралнӑ мачча.

Заплатанные обломками стекла или плотно заткнутые пучками соломы дыры окон, облупившийся и закопченный потолок.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шоссене унта та кунта ҫуна ҫулӗ хӗресленӗ, улӑмпа тислӗк тӑкӑнса юлнӑран ҫав ҫулсем катаранах курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Уйрӑмшарӑн ларакан пӗчӗк пӳрчӗсемпе хуралтисене ытларах улӑмпа витнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей аллинче ҫунакан улӑмпа вите еннелле утса кайрӗ, алӑкне уҫма ӗлкӗрчӗ кӑна — лерен тем пысӑкӑш кашкӑр вӑркӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗрле Михала йӗтӗм ҫинчен часах каяймарӗ: тепӗр хут хурал тӗрӗслерӗ, тиесе кайман ҫапнӑ тырӑ миххисене улӑмпа виттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Улӑмпа тӑпра витнӗ стенасем ҫине курӑк шӑтрӗ, — сип-симӗс курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Туса пӗтермен чиркӳ стенисене ҫӳлтен улӑмпа витеҫҫӗ, ҫиелтен тӑпра купалаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫиелтен ҫӗр улмине улӑмпа витнӗ, хӑмасемпе пусарнӑ.

Поверх забрасывали соломой, придавливали досками.

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех