Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ улӑм тӳшек ҫинче ҫывӑратӑп, вӑл Джим тӳшекӗнчен лайӑхрах, унӑн тӳшекне маис улӑмӗнчен тунӑ, маис улӑмӗ ӑшӗнче хытӑ тунасем пулаҫҫӗ, вӗсем аяка чиксе ыраттараҫҫӗ, ҫаврӑнса выртнӑ чух маис улӑмӗ типӗ ҫулҫӑ пек чӑштӑртатать, ӑна пула час-час вӑранса каятӑн.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Миките хурса панӑ улӑма ҫимесӗр хӑварас мар тенӗ пек, Мухортый ҫунаран пӗр пайӑрка улӑм ҫыртса илнӗ, анчах ҫавӑнтах: — халь улӑм ҫисе тӑмалла мар, тесе шутласа илнӗ те ӑна ҫӑвартан кӑларса пӑрахнӑ.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Кӗҫӗн алӑк умне тӑккаланнӑ улӑма вӑл улӑм ури патнелле вӗҫтерсе пычӗ, унпа йытӑсем чавса шӑтарнӑ шӑтӑксене питӗрсе лартрӗ, улӑм урин пусӑрӑнсах тӑман кӗтессисене тураса якатрӗ, ун тӑрринчи типӗ юра шӑлса тӑкрӗ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Машинӑсем хӑйсемех улӑма силлесе тӑнӑ ҫӗрте татти-сыпписӗр аялалла улӑм анса тӑрать.По огромным самотрясам молотилок непрерывно струится обмолоченная солома.
Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Лаша та, ритван ҫинчи улӑм та, улӑм ҫинче хутланса выртакан лавҫи те пӑсланса типеҫҫӗ хӗвел ӑшшинче.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Питӗ нумай чӑваш ялӗсене ҫитнӗ эпӗ, улӑм витнӗ пӳртсене те сахал мар курнӑ, анчах улӑм витнӗ клуб пӗрремӗш хут куратӑп.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Пӗр шутласан, пӳрт ҫине улӑм витесси халӗ черепица е шифер витнинчен те хакла ларать: улӑма ӑна улӑштарсах, ҫӗнетсех тӑрас пулать, вӑл ҫӗрсех пырать…
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Улӑм, ыраш улӑмӗ пур-и, Сергей? — ыйтрӗ Энтрей, сенӗке илсе.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Лаши ҫаран хыҫне улӑм витсе тунӑ хӳтлӗхре ыраш улӑмӗ кӑтӑртаттарса тӑнӑ.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кукамай виллине улӑм пӗрчи урлӑ каҫарма хӑтланса ик-виҫӗ хут та пикенсе пӑхрӗ вӑл — е улӑм пӗрчи сӗтӗрӗнме тытӑнать, е кукамайӗ таҫта ҫакланса ларать.
Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӳрт ҫийӗнчи улӑм ҫийӗ яка, аялалла шуса персе анасран эпӗ ҫавӑрӑнкаламасӑр ларма тӑрӑшрӑм, атӑ пуҫӗпе улӑма сиркелесе урапа пусса тӗрекленмелли вырӑн турӑм.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫул хӗрринех салтак масарӗ турӑмӑр: шӑтӑкне чавса 20 боеца тиесе пытӑмӑр, пурте ҫамрӑкскерсем, шӑтӑк тӗпне улӑм сартӑмӑр, унтан пурне те шӑтӑка вырттарса пичӗсене шинелӗсемпе витрӗмӗр те каллех улӑм хурса ҫиелтен тӑпра тултарса хутӑмӑр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кунта вӗсем икшер хутлӑ нарсем тунӑ пӳлӗмсенче тӑватшарӑн пурӑннӑ, кашнине пӗрер ҫӗклем улӑм панӑ тата ҫак улӑма ҫур ҫултан анчах улӑштарасси ҫинчен асӑрхаттарнӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Ҫӗрле вӗсем пӗр стени хушшинчен улӑмне кӑларнӑ та, пушӑ юлнӑ вырӑна ҫӗнӗ улӑм сарса, Клавӑна вырнаҫтарнӑ.
Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.
Унта вӑл хӑйне валли юр ӑшӗнче шӑтӑк алтнӑ та улӑм сарнӑ, ҫӗлӗкне лайӑххӑн тӑхӑнса чаппанӗпе пӗркеннӗ, ҫиелтен ула пирпе витӗннӗ те, ҫилпе юртан хӳтӗлекен ҫуна хупӗ ҫумне сӗвӗнсе, сарнӑ улӑм ҫине кӗрсе ларнӑ.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
— Мӗн сивви, ӑшӑ вӗт, — тенӗ Миките; ҫуна пуҫӗнчи улӑмпа урисене витмелле тунӑ та ыр ута кирлӗ мар пушша улӑм айне чикнӗ.
I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Унӑн мӑйӗнчен хӑюпа кӑкарнӑ улӑм шлепки яланах ҫурӑмӗ хыҫӗнче сулкаланса тӑнӑ, ҫӳҫӗсем те улӑм тӗслӗ пулнӑ; тумланасса вӑл тирпейсӗр тумланнӑ, юбки айӗнчен урисем чӗркуҫҫи патне ҫитес пекех курӑнса тӑнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Салтаксем ҫине пӑхса, Саша пӗр ҫекунд хушши ним тапранмасӑр хытса тӑчӗ, унтан вара хӑй ӑшӗнче: «улӑм илме каятӑп… улӑм илме каятӑп…» тесе, вӗсене хирӗҫ хӑвӑрт кайрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Комбайн хыҫӗнче, улӑм пухӑнакан пӳлӗм патӗнче, площадка ҫинче, улӑма купаласа пӑрахса хӑвараканни тӑрать.Возле камеры, на площадке в конце комбайна работала копнильщица.
3 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Вӑл пылпа хӑяр ҫирӗ, дыня та ыйтасшӑн пулчӗ, анчах ҫисе яраймасран хӑрарӗ те, — тӑчӗ, хыпашланкаласа, улӑм купи патне ҫитрӗ; ҫемҫе те ырӑ шӑршлӑ улӑм ҫине выртрӗ.
2 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.