Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улшӑнмарӗ (тĕпĕ: улшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн пӗвӗ нимӗн чухлӗ те улшӑнмарӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӗри вара пӗрре те улшӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Икӗ ҫул каярах Лукарье ывӑл ача ҫуратса парсан та Михха кӑмӑлӗ улшӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пирӗн кун-ҫулӑмӑр ҫапла пулчӗ, улшӑнмарӗ тек.

Куҫарса пулӑш

Пӑрпа пӗрлешнӗ ҫыран // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 134–135 с.

Михайлов пичӗ нимӗн те улшӑнмарӗ.

Лицо Спиридона совершенно не изменилось.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗр тӗттӗмерех куҫса ларчӗ, анчах сасси пӗртте улшӑнмарӗ.

Девушка снова пересела в полумрак, прислушиваясь к каждому слову парня.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем Тӑваттӑмӗш Иван амӑшне — Елена Глинскаяна — вӗлернӗренпе правительствӑра мӗн чухлӗ ҫын улшӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакӑн пек чуна тивекен сӑмахсем хыҫҫӑн Аспарӑн пурнӑҫӗ нимех те улшӑнмарӗ теме пулать.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Анчах Карамыш кӑмӑлӗ тутарсем тухса кайсан та улшӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑлханса пӑхрӗ халӑх — нимӗн те улшӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл куҫ кӗскинче пӗтӗмпех улшӑннине курать; сӑнарлав улшӑнмарӗ, сивлек сӑн ҫухалчӗ, ун ҫине шуранка та чипер сӑнлӑ хӗрарӑм тӗмсӗлнӗ — газпа, чечексемпе витӗннӗ, тӗттӗм ҫӳҫӗнче — бриллиант диадема.

Она увидела, как переменилось все в зеркале; не отражение изменилось, мрачный образ пропал, и, закутанная в газ и цветы, с бриллиантовой диадемой в темных волосах, взглянула из зеркала на нее женщина с бледным и прелестным лицом.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Полици килсен Биче нимӗнле те улшӑнмарӗ, куҫӗсемпе мана ас тутарчӗ ҫеҫ: эпӗ ӑна палламастӑп.

При появлении полиции Биче не изменила положения, лишь взглядом напомнила мне, что я не знаю ее.

XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Картсем выртрӗҫ, Давенантпа ют ҫынсен шанчӑкӗсем тӗлӗшпе Тиррей ӑнланайманнине сӑнларӗҫ, анчах нимӗн те улшӑнмарӗ: никам та укҫине пуҫтармарӗ, никам та урӑх хумарӗ.

Карты легли, выразили свое, непонятное ему отношение к его и чужим надеждам, но ничего не изменилось: никто не убирал денег, никто не ставил еще.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Гелли алли, хӑй сисмесӗрех, сунарҫӑн тӗреклӗ, кӳпшек пит ҫӑмарти еннелле сулӑнчӗ, анчах хӗр кӳренӗве тӳссе ирттерчӗ, сӑнран улшӑнмарӗ.

Рука Гелли невольно качнулась по направлению к пышущей здоровьем щеке охотника, но девушка перемогла оскорбление, не изменившись в лице.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Анчах Лиза кӑмӑлӗ пӗчӗк Гришӑна больницӑран илсе таврӑнсан та улшӑнмарӗ.

Но отношение Лизы не изменилось даже тогда, когда маленького Гришу привезли из больницы.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

«Уйӑхшӑн-хӗвелшӗн» тесе те каланӑччӗ те вӑл ун чухне — кӑчӑр-кӑчӑр каҫранпа уйӑхӗ те, хӗвелӗ те пайтах ҫавра турӑҫ пуль хӑй, еккипе — Елькка пурнӑҫӗ, ав, сирмен ҫивитти пекех нимӗн те улшӑнмарӗ, чӑлт-шурӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗр чухнехи хушамат хӗрӗхре те улшӑнмарӗ, тени, ав, шӑп та лӑп Елькка тӗлнех синкерленсе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапах та Терезия улшӑнмарӗ, ун ҫине таса куҫӗсемпе пӑхрӗ, хавассӑн кулчӗ.

Но Терезия чистыми глазами смотрела на Кларка и радостно улыбалась.

11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Анчах унӑн кӑмӑлӗ нимӗн чухлӗ те улшӑнмарӗ, кил-ҫуртри мӗнпур ҫынсемпе, уйрӑмах аттепе, ҫав-ҫавах йӗркене пӑхӑнса мӑнаҫлӑн калаҫать; вӑл ҫаплах сӑмахсене тӑсса калать, куҫхаршисене ҫӗклет те: «Савнӑ чунӑм» — тет.

Но характер, гордое и церемонное обращение ее со всеми домашними, а в особенности с папа, нисколько не изменились; она точно так же растягивает слова, поднимает брови и говорит: «Мой милый».

ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анне ҫук ӗнтӗ, ҫапах пирӗн пурнӑҫ хӑй майӗпех пырать: эпир ҫав сехетсенчех, ҫав пӳлӗмсенчех ҫывӑрма выртатпӑр, ҫывӑрса тӑратпӑр; ирхи тата каҫхи чей, кӑнтӑрлахи тата каҫхи апат — ҫаксем пурте хальчченхи вӑхӑтрах пулса пыраҫҫӗ: сӗтелсем, пукансем ҫав вырӑнсенчех лараҫҫӗ; кил-ҫуртра, пирӗн пурнӑҫ йӗркинче нимӗн те улшӑнмарӗ; анне ҫеҫ ҫук…

Maman уже не было, а жизнь наша шла все тем же чередом: мы ложились и вставали в те же часы и в тех же комнатах; утренний, вечерний чай, обед, ужин — все было в обыкновенное время; столы, стулья стояли на тех же местах; ничего в доме и в нашем образе жизни не переменилось; только ее не было…

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех