Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улшӑнманнине (тĕпĕ: улшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫын шухӑшӗ улшӑнманнине кура хӑш-пӗр чухне мӑрт! тӑватчӗ ҫамрӑк хӗрарӑм: «Урӑх сан патна ура та ярса пусмастӑп, яланлӑхах сыв пул!»

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Упӑшки шухӑшӗ пӗрре те улшӑнманнине сиссе Чураппа Урасмет ятне тек пӗрре те асӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку тӗлӗшпе эсӗ пачах та улшӑнманнине куратӑп эпӗ.

Я вижу, ты в этом смысле нисколько не изменился.

23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Кӗтсе илейменнипе, вӑл ӑна чавса кӑларатчӗ те ҫӗрулми ним улшӑнманнине курсан тӗлӗнетчӗ!

Не дождавшись, он откапывал картошку и с разочарованием убеждался, что она все такая же, какой и была!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӗсем пысӑк мар сӗтел хушшине вырнаҫса ларчӗҫ те, кирлӗ-кирлӗ мар сӑмахсемпе перкелешсе илнӗ хушӑра, куҫӗсемпе хӑйсем юлашки хут тӗл пулнӑранпа пӗр-пӗрин сӑнӗнче мӗн улшӑннипе улшӑнманнине шырарӗҫ.

Они сели за небольшим столиком, перебрасываясь незначительными фразами, разыскивая в лицах друг у друга те изменения, которые произошли со времени последней встречи.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кам та пулин шутласа пӑхас пулсассӑн, вӑл Кирсановпа Лопуховсен туслӑхӗ нимӗн чухлӗ те улшӑнманнине, анчах Кирсанов вӗсем патӗнче ирттерекен вӑхӑт тӑватӑ хут чакнине, Кирсанов Вера Павловнӑпа ирттерекен вӑхӑт ҫурри чакнине шутласа кӑларнӑ пулӗччӗ.

И если бы кто сосчитал, тот нашел бы, что в этом месяце ни на волос не уменьшилась короткость Кирсанова с Лопуховыми, но вчетверо уменьшилось время, которое проводит он у них, а в этом времени наполовину уменьшилась пропорция времени, которое проводит он с Верою Павловною.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӑна эп хамӑр хушшӑмӑрта нимӗн те улшӑнманнине пирвайхи сӑмахранах ӑнлантарасшӑн пултӑм, — ҫавӑн пек тумаллаччӗ те пулӗ манӑн.

Не только что разговаривать с ним, и притом самым мирным образом, но с первого слова дать ему понять, что между нами ничего не изменилось, — вероятно, именно так я должен был поступить.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем ҫӳп-ҫап рынокне федераллӑ операторсем килнинчен усси ҫуккине, ырӑ енне нимӗн те улшӑнманнине ҫыраҫҫӗ, тарифсем кӑна ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Ҫулталӑк иртсен те лару-тӑру улшӑнманнине кура прокурор та, суд та вӗсене ӗненмен, ашшӗ-амӑшӗн правинчен хӑтарнӑскерсенчен алимент шыраса илӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

53. Эхер те священник чир тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е кирек мӗнле сӑран япала тӑрӑх сарӑлса кайманнине курсассӑн, 54. вӑл чир ернӗ япалана ҫуса тасатма хушӗ те ӑна тепӗр хут ҫичӗ куна хупса хурӗ; 55. чир ернӗ япалана ҫуса тасатнӑ хыҫҫӑн священник чир суранӗ улшӑнманнине тата чирӗ сарӑлса кайманнине курать пулсассӑн, ку япала таса мар, ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр; ку вӑл — пиччӗн енче е тӳнтер енче чир ҫисе тунӑ путӑк.

53. Если же священник увидит, что язва не распространилась по одежде, или по основе, или по утоку, или по какой бы то ни было кожаной вещи, 54. то священник прикажет омыть то, на чем язва, и вторично заключит на семь дней; 55. если по омытии зараженной вещи священник увидит, что язва не изменила вида своего и не распространилась язва, то она нечиста, сожги ее на огне; это выеденная ямина на лицевой стороне или на изнанке.

Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех