Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улталасран (тĕпĕ: ултала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темех улӑштарма ан тӑрӑшӑр, улӑштарма тивсен те хӑвӑра улталасран асӑрханӑр.

Старайтесь не предпринимать ничего кардинального, а если уж придется, то следите, чтобы вас не обманули.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӑххӑр хыҫҫӑнхи Пӗрлехи патшалӑх аттестацийӗн заданийӗсене улӑштармӗҫ, анчах та аттестации вӑхӑтӗнче улталасран ку енӗпе ӗҫ-пуҫа ҫирӗплетме палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html

Манӑн хама улталасран та, ирӗксӗрлесрен те хӳтӗленмелле пулмарӗ.

Мне не нужно было ограждать себя от обмана и насилия.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл — манӑн, ҫавӑнпа та эпӗ ӑна ҫиленместӗп, мана улталасран та хӑрамастӑп.

И он настолько мой, что я не обижаюсь на него и не беспокоюсь, что он изменит мне.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Улпут улталасран упранма, вӑкӑрне халӑх умӗнче пусма, сӗрне те халӑх умӗнчех виҫсе илме сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Улталасран хӑраса, вир кӗрпинчен тунӑ сарӑ эрехе пичкерен тӑхлан чейнике мӗнле юхтарнине хӑйсен куҫӗсемпе курасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ; чейникре шыв ҫук-ши тесе, малтан хуппине уҫса пӑхаҫҫӗ, чейнике вӗри шыва лартнине курсан тин лӑпланаҫҫӗ.

Зачастую лезли смотреть, как переливаешь вино из кувшина в чайник, не подливаешь ли заранее воды, и успокаивались, лишь проследив за тем, как греется чайник, опущенный в кипяток.

Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.

Эсир ҫырура ирӗксӗртен каласа хунӑ: эсир, Илья Ильич, хӑвӑра юратакан ҫын мар, эсир ӑна пачах манран уйрӑласшӑн пулнипе ҫырман — эсир ҫапла тӑвасшӑн пулман, мана улталасран хӑранипе ҫапла ҫырнӑ… ҫакна совесть каланӑ, урӑхла пулнӑ пулсан, ҫыру мана кӳрентернӗ пулӗччӗ тата хам мӑнаҫлӑхшӑн эпӗ макӑрман пулӑттӑм!

Вы высказались там невольно: вы не эгоист, Илья Ильич, вы написали совсем не для того, чтоб расстаться — этого вы не хотели, а потому, что боялись обмануть меня… это говорила честность, иначе бы письмо оскорбило меня и я не заплакала бы — от гордости!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл каллех хӑйне мӗнле те пулин улталасран хӑрарӗ.

Он боялся как-нибудь снова не очутиться в дураках.

XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

4. Ҫакна эпӗ кам та пулин сире чее сӑмахпа улталасран калатӑп; 5. эпӗ хам сирӗн патӑрта пулмасан та, сывлӑшӑмпа сирӗнпе пӗрлех, эсир килӗштерсе пурӑннине, Христоса ҫирӗп ӗненсе тӑнине курса савӑнса тӑратӑп.

4. Это говорю я для того, чтобы кто-нибудь не прельстил вас вкрадчивыми словами; 5. ибо хотя я и отсутствую телом, но духом нахожусь с вами, радуясь и видя ваше благоустройство и твердость веры вашей во Христа.

Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех