Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улталарӗ (тĕпĕ: ултала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Шупашкар урлах иртрӗмӗр, анчах чарӑнса тӑма май килмерӗ, Пристань пуҫлӑхӗ улталарӗ», — ҫырса хӑварнӑ вӑл пристаньрен.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Аттепе анне ҫуккипе усӑ курса пӗррехинче пӗр мишер мана улталарӗ: «Аҫу илсе кайма хушрӗ», — тесе йӳнӗ хакпа илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Ӑна ял Совечӗн председателӗ Малюҫ улталарӗ, ҫӗр ҫинче ӗҫлесси ҫӑмӑлланать, колхозсене тракторсем ахалех параҫҫӗ терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл хӑйне те, хӗре те сивӗрен хӳтӗлеме, хӗрӗн ҫуллахи ҫӑмӑл пальтин ҫухавине ҫӗклеме кӑна ыталать тесе улталарӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ман хӗр парӑнмарӗ, аттепе анне патне пырса хам умрах макӑра-макӑра йӑлт каласа пачӗ вӗсене: апла та капла, улталарӗ мана сирӗн ытарайми ывӑлӑр, мӑшкӑлларӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Арӑму чӑнах улталарӗ пулсан эпир сан валли Маринӑран хӳхӗмреххине те тупӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Маринӑна Герасим Федотович пур енчен те улталарӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗсене хирти юр хытӑ пулни улталарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Улталарӗ утаман, Ҫӳҫ питтине пӑракан, Хальччен ун пек йӑла ҫук…

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Нотариус мана ҫара хам ирӗкпе кайма хушрӗ, вӑрҫӑра вилнисен ачисене унта лайӑх пулать тесе улталарӗ.

А мне нотариус дал такую бумажку, чтобы я сейчас же шел в армию добровольцем, потому что я сын погибшего и мне там будет хорошо.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Ехрем ывӑлӗ Уҫӑп сутрӗ мана, улталарӗ», — тесе мӑкӑртатса, хӑрах ҫӑматтине хывмасӑрах урайне тӳнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сисмерӗр-им, турхан улталарӗ ӗмпӗве.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Улталарӗ пире.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Упӑшку пире темиҫе хутчен улталарӗ, Сююнбике.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мана та ҫавӑ улталарӗ.

И меня он же обманул.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Мӗн каласси пур, шӑши кушака улталарӗ ҫав!

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Улталарӗ вӑл пире, темӗн те пама пулчӗ, нимӗн те памарӗ тет.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫкӗретӗнех суйрӗ, улталарӗ Тукай Сафа-Гирее.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Улталарӗ пулмалла пире Булат Ширин.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Улталарӗ пире ҫав чӗрчун, вӗҫсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех