Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улталама (тĕпĕ: ултала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сана йӑпатса калама та, улталама та эпӗ пӗчӗк ача мар.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Светланӑна улталама мӗнле хӑю ҫитернӗ-ха вӑл?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Ҫынна закон йӗркисемпех улталама пулать-мӗн…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Неушлӗ эсир улталама пултаратӑр?

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӗсемшӗн — капиталистсемшӗн — пулсан, Ирӗклӗх пӗр хӑйсемшӗн кӑна, ыттисене ытларах ҫаратма кирлӗ, Пӗр танлӑх, Телей сӑмахсем — ҫынсене улталама, Мир сӑмах — вутпа выляма.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Юратакан ҫынна улталама юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ каппайчӑк, ҫынсенчен тӑрӑхласа кулма, улталама юратакан ҫын пулнине маларах пӗлнӗ пулсан сана нихӑҫан та качча тухма килӗшмен пулӑттӑм эпӗ!

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Юрать-и-ха ырӑ та таса чунлӑ ҫынна ҫапла улталама?

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӗлимун вара, бригадира улталама шутласа, майӗпен варне шӑлкалама пуҫлать, ахлатать, пӗшкӗне-пӗшкӗне ларать.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Улталама вара… памастӑп.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тундрӑна пыракан купецсене вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса выртакан тундрӑра куҫса ҫӳрекен, ҫӗтсе кайнӑ пӗччен ҫынна улталама ҫӑмӑл пулнӑ.

Легко было купцам, приезжавшим в тундру, обманывать одинокого, затерянного в беспредельных пространствах тундры кочевника.

Ҫаратакан купецсем вырӑнне факторисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Маскировка сетки - маскировкӑн чи анлӑ сарӑлнӑ тӗсӗ, вӑл тӑшмана улталама, ӑна ориентировкӑсӑр хӑварма, позицисене пытарма май парать.

Маскировочные сети — самый распространенный тип маскировки, который позволяет обмануть врага, лишить его ориентировок, спрятать позиции.

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759

Кама улталама шутлатӑн эсӗ?

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑвӑра улталама ан парӑр.

Не позволяйте вводить себя в заблуждение.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл улталама пултараймасть, чееленмест.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Улталама пултарӗҫ е суд вӑраха тӑсӑлӗ.

Большая вероятность нарушения обязательств, долгих судебных тяжб.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Сан пеккисене улталама!

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Опыт та пухнӑ хӑшӗ-пӗрисенчен — патшалӑха улталама май тупас енпе.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Халӑх вара суккӑр мар — мӗн пулса иртнине чухлать, хӑйне хывӑхпа улталама тӑнине туять.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Суйма та, улталама та вӑтанмасть.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех