Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улмуҫҫин (тĕпĕ: улмуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Э-э-э, пӗчӗк пахчара ир пулакан улмуҫҫин улмине тутӑ кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Халь ҫав улмуҫҫин пӗр улми каллех акӑ ун ал тупанӗ ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗрре хурлӑн улмуҫҫин икӗ кӗрен улми ҫине, унтан каллех, шиклӗн куҫ харшисене пӗрсе, Саня ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ, юлашкинчен сӑн-питне кӑмӑллӑн ҫемҫетрӗ те татӑклӑнах улмуҫҫи енне ҫаврӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Саня хӗр енне ҫаврӑнчӗ те хӑрах аллине хуллен ҫамрӑк улмуҫҫин пысӑк улми патне тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ешӗл каю ҫине патлатса ӳкнӗ пӗр-пӗр панулмине алла илетӗн те, вӑл ӳте кӑвар пек пӗҫертнӗн туйӑнать: ӑна улмуҫҫин хӗрӳлӗхӗ ҫавнашкал вӗрилентерсе кӗренлетмен-и?

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Тымарӗсем тӗреклӗ унӑн, улмуҫҫин, ҫӗрпе ҫирӗп ҫыхӑннӑ вӑл, ҫавӑнпа тӗреклӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сад ӑсти йывӑҫ ҫинчи мӗнпур симӗс туратсене каснӑ, улмуҫҫин пӗчӗк тункати ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ӑна та пулин ҫӳлтен икке ҫурнӑ пулнӑ, сад ӑсти ҫав ҫурӑка лайӑх улмуҫҫирен каснӑ пӗчӗк турат кӗртсе лартнӑ; каснӑ вырӑна замазкӑ сӗрсе тутӑр татӑкӗпе ҫыхнӑ, ҫумне пӗр пӗчӗк шалча лартса хӑварнӑ.

Срезал садовник всю зеленую верхушку деревца, оставил один пенек, да и тот еще расщепил сверху; в трещину воткнул садовник молодой побег от хорошей яблони; закрыл рану замазкой, обвязал тряпочкой, обставил новую прищепу колышками и ушел.

II // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 12–15 с.

Ҫула май, хӑнӑхнӑ йӑлипе, Мария Александровна улмуҫҫин темиҫе чирлӗ ҫулҫине татса илчӗ те тӗкме патӗнчи краҫҫын банкине чиксе хучӗ.

Мимоходом, по привычке, Мария Александровна оборвала с яблонь несколько больных листьев, сунула их в жестяную банку с керосином, стоявшую у изгороди.

Ҫурт сутни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Улмуҫҫин ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере пурӑнас та пурӑнас килчӗ.

И Яблоньке захотелось жить. Жить на этом свете — на радость себе и людям.

Улмуҫҫи // Юлия Силэм. Юлия Силэм. Улмуҫҫи: юмах, — вырӑсла Зоя РОманова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. — 32 с.

Улмуҫҫин суранлӑ турачӗ ӑна тытса ӗлкӗреймерӗ.

Яблонька расстроилась: не удержала её раненая рука-ветка птаху.

Улмуҫҫи // Юлия Силэм. Юлия Силэм. Улмуҫҫи: юмах, — вырӑсла Зоя РОманова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. — 32 с.

Улмуҫҫин куҫҫуль тапса тухрӗ ыратнипе.

Вернее, это у Яблоньки от боли выступили слёзы.

Улмуҫҫи // Юлия Силэм. Юлия Силэм. Улмуҫҫи: юмах, — вырӑсла Зоя РОманова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. — 32 с.

Улмуҫҫин вулли ҫӳхе пӑрпа тӗрленчӗ.

Ствол Яблоньки покрылся тонкой ледяной корочкой.

Улмуҫҫи // Юлия Силэм. Юлия Силэм. Улмуҫҫи: юмах, — вырӑсла Зоя РОманова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. — 32 с.

Христоньӑсен хапхи патӗнчи улмуҫҫин ҫара туратти ҫинче сарӑ хырӑмлӑ пӗчӗк кӑсӑя чилетсе ларать.

Покачиваясь на голой ветке яблони около Христониных ворот, чурликала крохотная желтопузая синичка-зимнуха.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех