Шырав
Шырав ĕçĕ:
26. Вӑл кирек хӑҫан та ӑнӑҫтарса пырать имӗш; уншӑн Санӑн суту аякра: мӗнпур тӑшманӗ ҫине вӑл йӗрӗнсе ҫеҫ пӑхать; 27. хӑй ӑшӗнче: «аптӑрамӑп, сыпӑкран сыпӑка та усал курмӑп» теет; 28. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси, улталасси те суясси; чӗлхи вӗҫӗнче — асаплантарасси те ҫынна пӗтересси; 29. вӑл ҫурт хыҫӗнче пытанса ларать, айӑпсӑр ҫынна улах ҫӗрте вӗлерет; унӑн куҫӗ мӗскӗне вӑрттӑн сӑнать; 30. йӑвине пытанса ларнӑ арӑслан пек, вӑл улах ҫӗрте сыхласа тӑрать; мӗскӗне тытмашкӑн пытанса ларать; мӗскӗне хӑйӗн танатипе ҫаклатса ярса илет; 31. лӑпчӑнать те, сиксе ӳкет те — мӗскӗнсем унӑн тискер чӗрнине ҫакланаҫҫӗ; 32. хӑй ӑшӗнче вӑл: «Турӑ манчӗ, сӑнне хупларӗ, нихӑҫан та курмӗ» теет.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑрах шухӑшлӑр, хуткупӑссӑр улах мӗн улахӗ вӑл?
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Улаха яш-кӗрӗмсем килмесен вӑл улах та мар: ҫӗр ахаль иртнӗ пек туйӑнать, чун тулашать.А без кавалеров и улах не улах: просто убили вечер попусту, ни душе, ни сердцу.
Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ют ҫӗршывсенчен килнисене те кӑтартса пӑхрӗҫ ӑна, вӗсенчен нумайӑшӗсем унпа улах ҫӗрте калаҫасшӑн та пулчӗҫ, — ку вара ӑна каҫса каймаллах култарчӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Анчах улах вырӑнсенче ытларах та юратарах чарӑнкаларӗҫ.Но чаще и с большей любовью останавливались в мало посещаемых затишьях.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сайра хутра ҫак улах вырӑна вак сутӑҫӑ килсе тухать те, решеткелле хӳме умӗнче чарӑнса, ҫур сехете яхӑн кӑшкӑрать: «Аҫтӑрхан арбузӗ, панулми!» — вара ирӗксӗрех мӗн те пулин илмелле пулать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Улах вырӑн шыраса хӗр ача хӑех ҫакӑнта килсе ларчӗ мар-и. Ҫак самантра тротуар ҫинех таҫтан муртан хура мерседес ҫитсе тӑчӗ, шӑпах вӑсем ларакан сак тӗлӗнче чарӑнчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Княгиня, — терӗм эпӗ, — сире пӗр сӑмах та калаймастӑп эпӗ; хӗрӗрпе улах ҫӗрте калаҫса пӑхма ирӗк парсамӑр…
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пирӗн калаҫусем самаях вӑрӑма пычӗҫ; юлашкинчен вара эпир ӗҫе ҫапла тума шутларӑмӑр: кунтан пӗр пилӗк ҫухрӑмра улах ту хушши пур; вӗсем унта ыран ирпе тӑватӑ сехетре каяҫҫӗ, эпир вӗсем хыҫҫӑн ҫур сехет кайран тухатпӑр; ултӑ утӑмран перетӗр — Грушницкий хӑй ҫапла тума ыйтрӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кунта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, Кисловодскри сывлӑш савӑшас енне туртать пулас, ҫавӑнра, имӗш, Машук патӗнче пуҫланнӑ романсем пурте кунта хӑйсен вӗҫне ҫитеҫҫӗ-мӗн, чӑнах та, кунта пур ҫӗрте те улах вырӑн, ем-ешӗл тусем хушшипе шавлӑн кӑпӑкланса сиксе юхакан шыв хӗрринчи ҫӑка аллейисен чӑтлӑхӗ те, урлӑ та пирлӗ ҫӗкленекен тӗксӗм ту хушшисем те, кӑнтӑрти ҫӳллӗ курӑкпа та шурӑ акаци пӑсӗпе тулнӑ техӗмлӗ сывлӑш та, лапӑ вӗҫӗнче пӗр-пӗринпе пӗрлешсе, Подкумок енне ут-вӗттин сикекен сулхӑн шывсен тӗлӗнмелле ытарайми сасси те — пурте юмахри пек туйӑнать.
Июнӗн 10-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Мӗншӗн вӑл манпа улах ҫӗрте курнӑҫасшӑн мар?
Июнӗн 6-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл яланах ҫакӑнта, пӗр хӑй кӑна пӗлекен улах вырӑнта, хӑйӑрлӑ ҫыран хӗрринче, кӑштӑртатакан хӑмӑшсем хӳтӗлесе тӑракан вырӑнта шыва кӗнӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алекҫей хӑй мӗн чухлӗ пултарнӑ таран витӗмлӗ каласа, Акулинӑн шухӑшӗсене урӑхла майлӑ ҫавӑрса яма тӑрӑшнӑ; ӑна вӑл хӑйӗн ӗмӗтӗнче нимӗнле усал шухӑш ҫукки ҫинчен, хӑй енчен Акулинӑшӑн нихӑҫан та ӳкӗнӗҫлӗ пулма сӑлтав пулас ҫукки ҫинчен, вӑл хӑй унӑн сӑмахӗнчен нихӑҫан та тухас ҫукки ҫинчен каласа ӗнентерме тӑрӑшнӑ, хӑйне пӗр савӑнӑҫ ҫеҫ пама — унпа улах вырӑнта хуть кун сиктерсе, хуть эрнере икӗ хутчен куҫа-куҫӑн курнӑҫса тӑма йӑлӑннӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Лешӗ ӑна улах ҫӗрте пӗччен вуласа тухнӑ та, ҫураҫнӑ хӗрӗ ҫавӑн пек уҫҫӑн татса каланипе хӑнк та сикмен.Тот прочел его наедине и нимало не был тронут откровенностию своей невесты.
XVI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ют ҫын килӗнче ирӗксӗрех каҫ выртма тивнӗскер, вӑл хӑйне ҫывӑрма пӗр-пӗр улах вырӑна, вӑрӑсем ансатах лекме пултармалла пӳлӗме ярасран хӑраса, куҫӗсемпе хӑйне валли шанчӑклӑ юлташ шырама тытӑнчӗ.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мӗнле чунлӑ хӗрарӑм килсе пӑрахнӑ-ши сана ҫак улах вырӑна?
Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19
Ман паян улах.
Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Унӑн ашшӗ-амӑшӗ Чулхулана кайнӑччӗ ун чух хӑнана, хваттерӗ пушӑччӗ, пирӗншӗн улах пулчӗ…Его родители тогда уехали в гости в Нижний Новгород, он остался один, для нас это был праздник…
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Анчах вӑрӑ-хурахсем ун пек хӑтланмаҫҫӗ: вӗсем яланах укҫана тӑпра ӑшне пӗр-пӗр улах вырӑна алтса чикеҫҫӗ.Только разбойники по-другому делают: всегда зароют клад, да так и оставят.
25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Улах — кулах! — чунсем вылянӑ улӑх.
«Кашни каҫах — кайма пуҫтарӑнни...» // Марина Карягина. Хум пӑшӑлтатӑвӗ. Шупашкар, 1995. — 111 с.