Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улани (тĕпĕ: ула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтак ирччен ҫеҫенхирте ларса ирттерчӗ, чӗрӗ юн шӑршине туйса илнӗ шакалсем улани ӑна ҫӳҫентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тайгара темӗн тӗлӗнмелле «у-ху-ху-у» тесе улани янӑраса кайрӗ.

В тайге раздался вой какого-то чудовища: «у-гу-гу-у».

Ӗнер куҫса ҫӳренӗскер рабочи пулса тӑрать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Шӑп пулнӑ, ҫил-тӑман улани ҫеҫ ҫак шӑплӑха пӑскаланӑ.

Стояла тишина, которая нарушалась только завыванием метели.

Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тыткӑна лекнисем кӑшкӑрашни, хӗрарӑмсем, ача-пӑчасем йӗрсе улани пӗтӗм сывлӑша ҫурать.

Возня и крики связываемых, вопли и стоны женщин и детей наполнили воздух.

Негр ялне аркатни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫил улани, шатӑртатни, шӑхӑрни, темиҫе пин йывӑҫ чӗриклетни илтӗнет.

Был слышен треск, свист, завывание ветра, скрип тысяч стволов.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫил улани, шӑхӑрни, хумсем шавлани, шаплатса пӗр-пӗрне ҫапӑнни хӑлхана хупласах лартать.

Вой и свист ветра, шум и плеск волн оглушали.

Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

«Тавҫӑрать ӑслӑ йытӑ килте пысӑк хуйхӑ пуласса. Ахальтен каламан ваттисем йытӑ улани пысӑк инкеке тесе», — шухӑшларӗ кӗрӗкне тӑхӑннӑ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Килте йытӑ улани ырра мар, е таҫта ҫывӑхра кӗрт йыттисем ҫӳреҫҫӗ-ши?» — шухӑшласа выртрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Бульдозерсемпе машинӑсем, сварка агрегачӗсем, коперсем кӗрлени, улани, тӳнклетни илтӗнсе тӑрать ҫыранра та айлӑмра.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Юрланса шуралнӑ ҫӑмламас ҫӗлӗк хӑлхине ҫӗклесе тӑнлать, анчах ҫил хӑрушшӑн улани кӑна илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тавралӑхра хаяррӑн улани илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ ӗнтӗ «кӗрхи чалланнӑ вӑрман» паҫӑрхинчен те чурӑсрах, кӑрарах кашласа кайрӗ, унтан харӑсах упа мӗкӗрни те, кашкӑр улани те, мулкач кӑвакал нартлатнӑ пек ҫухӑрашкалани те, карӑк качлатни те, тӑмана ӳхлени те илтӗнчӗ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Инҫех те мар ҫӑхан кранклатни, хура кайӑк тӗнлетни, вӑрман кӑвакарчӑнӗ ача пек улани, хыҫҫӑнах курӑнман вӗтӗ кайӑксем мӑйк-майк тукалани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсен канлӗ ыйхине урамра ҫил-тӑвӑл улани те, кӗрпе пек вӗтӗ юр кантӑка чаштӑртаттарни те хускатаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Инҫех мар кашкӑр улани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Инҫех мар кашкӑр улани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Инҫех мар кашкӑр улани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Чӑнах калаҫҫӗ-мӗн, йытӑ улани ҫын вилессе пӗлтерет теҫҫӗ: паян иртенпех Улай йынӑшать, — сӑмах хушрӗ Хӗветӗр, вара хуҫи вырӑнӗ патне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑйпӑтса пӑрахнӑ ту сийӗсем улани тропикри ҫил-тӑвӑлӑн хӑрушла кӗрлевне аса илтерчӗ.

Рев сорванных горных пластов напомнил ужасный гул тропических бурь.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Хӑватлӑн улани илтӗнет.

Раздался оглушительный вой.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех