Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

укҫинчен (тĕпĕ: укҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӗҫ укҫинчен, — илтӗнчӗ пӗр сасӑ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Унран юлнӑ укҫинчен сакӑр тенкине ача ятне хунишӗн тиечука тӳлеме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах та вӑл хӑйӗн ӗнине колхоза малтанах пырса панине, хӑй айӑпне чун-чӗререн йышӑннине, ку ӗҫре, чӑнахах та, кӗвӗҫӳ-кӳлешӳ наркӑмӑшӗ анратнине шута илсе, Тихон Ивановича тӗрмене хупмарӗҫ, ӗҫ укҫинчен чӗрӗкне пӗр ҫулталӑк хушши тытса юлмалла ҫеҫ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мӗншӗн тесен таса кӑмӑллӑ ҫыншӑн пысӑк ӗҫ укҫинчен хаклӑраххи пур.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ула Тимӗр пур-ҫук укҫапа — паянхи пӗртен-пӗр пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗпе — ҫыхӑннӑ кӗтмен-туман япала сиксе тухнипе ҫухалсах кайрӗ, пӗр авӑк чӗлхесӗрленнӗ пек чӗмсӗр тӑчӗ, вара, ним тума пӗлмесӗр, курткин малти кӗсйинчен ытти укҫинчен ҫырткаламаллисем туянма уйӑрса чикнӗ 1 тенкине васкамасӑр, хӑйне хисте-хисте, питнекуҫне хаяр чӗпӗтекен пӑрӑҫ чӑмланӑ пек йӳҫӗхтерсе-пӗркелентерсе кӑларчӗ те хӗрарӑмӑн ал лаппи ҫине, ҫӳҫ пӗрчи ҫине, йӑпӑшт хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗрремӗш хут хӑй тӗллӗн вӗҫеве тухса апат тупнӑ кайӑк чӗппи пекех туйрӗ хӑйне Ула Тимӗр пӗрремӗш саккунлӑ ӗҫ укҫи илсен, анчах кунта та ҫак пысӑк савӑнӑҫа хик! йӗклентерекен, кӑмӑлне ҫӳхе пас тыттаракан япала тупӑнчӗ, ӗҫ укҫинчен хыснана ачасӑрлӑх налукне те «хӑйпӑтса» юлаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах пурпӗр май килмерӗ, ҫӗнтереймерӗ, 22 тенкӗ те 50 пус ӗҫ укҫинчен тытса юлмаллах турӗҫ бухгалтеринчисем.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Ӗҫлесе илнӗ укҫинчен ҫуррине Макар хӑйне кирлӗ сӑрсем, хут, пир, илемлӗ хашаксем, искусство ҫинчен калакан тӗрлӗ кӗнекесем туянса пӗтерет.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тарават Натюш никама та апат лартмасӑр ямасть, ҫавӑнпа вӗсен ӗҫ укҫинчен кашни пусӗ шутра.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Бронепоезд тума эпӗ хамӑн пӗр уйӑхри ӗҫ укҫинчен ҫуррине паратӑп…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Мавра шухӑша кайса тӑнине асӑрхасан, вӑл хӑйне панӑ укҫинчен катасшӑн мар пек ӑнланса, тата пилӗк тенкӗлӗх кӑларчӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сывлӑхшӑн ӗҫ те ҫи — контора ӗҫ укҫинчен катса юлать.

Закусывайте на здоровье — контора вычтет.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Крупье алли, ставкӑсене черетне шутланӑ май, Тиррей укҫинчен перӗнчӗ.

Рука крупье, считая ставки по очереди, коснулась денег Тиррея.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Гарт укҫине вӑл яланах тӗплӗ упрать, ку ҫеҫ те мар — тӑватӑ гинейӑна хӑйӗн укҫинчен уйрӑм тытать.

Все время он бережно хранил деньги Гарта и даже держал их отдельно от своих денег.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Чернушкӑшӑн та Ленӑн ӗҫ укҫинчен тытса юлчӗҫ.

За Чернушку тоже задержали из зарплаты Лены.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Тупаймасан — ӗҫ укҫинчен шыраса илӗҫ, — янӑрарӗҫ зоотехникӑн сивӗ сӑмахӗсем.

Не найдутся — с заработной платы удержут, — прозвучали холодные слова зоотехника.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Тӳссе ирттернӗ хӑрушлӑхсене пӑхмасӑрах, вӑл капитан укҫинчен хӑйне тивӗҫлӗ хисепне илейменшӗн кӳренчӗ.

Несмотря на все перенесенные страхи, она не переставала жаловаться, что не успела взять из капитановых денег всю сумму, которая ей причиталась по праву.

V сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Акӑ курӑн-ха, вӑхӑтра ӗлкӗрейменшӗн ху илес ӗҫ укҫинчен катса юлаҫҫех ӗнтӗ! — тесе хӑварать амӑшӗ.

— Вычтут, будешь знать! — бросила она, уходя.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Мексикӑран тарнӑ рабочисен эртелӗсем хӑйсен пӗчӗк ӗҫ укҫинчен ҫуррине панӑ.

Сезонные рабочие — беглые мексиканские пеоны — жертвовали Хунте половину своего скудного заработка.

II // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Петрова сӑмахӗсемпе килӗшӳллӗн, вӗрентекенсен пӗрремӗш виҫӗ уйӑхри ӗҫ укҫи вӑтамран 21270,4 тенкӗпе танлашнӑ, ку 2013 ҫулхи вӑтам ӗҫ укҫинчен (20141,4) тата республикӑри I-мӗш квартал вӑтам ӗҫ укҫинчен нумайрах.

Согласно данным, озвученным Петровой, средняя зарплата учителей в Чувашии за первые три месяца 2014 года составила 21270,4 рубля, что выше средней зарплаты за 2013 год (20141,4 рубля) и средней зарплаты за I квартал по республике (19635 рублей).

Вӗренӳ министӑрлӑхӗ вӗрентекенсен ӗҫ укҫи чакнин сӑлтавне ӑнлантарса панӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех