Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

укҫасӑрах (тĕпĕ: укҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хваттере укҫасӑрах государствӑна парса хӑваратӑп.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫимун стаканне пушатма ӗлкӗреймест — хӑшӗнчен укҫа илет, хӑшне-пӗрне укҫасӑрах тыттарса ярать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аса илтеретпӗр, тӗрӗслев укҫасӑрах иртет.

Напоминаем, обследование проводится бесплатно.

2023 ҫулхи сентябрьти Пушкӑртстанри сывлӑх поезчӗн маршручӗсем // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... em-3412104

Макҫӑм Кӑнар вӑрманӗ пуҫӗнче канма ларнӑ, сутуҫӑсем патне час-часах килнӗ: е мӗн те пулин ыйтса илнӗ, е мӗн те пулин улӑштарнӑ, хӑшне-пӗрне укҫасӑрах парса янӑ ӑна.

Максим часто приходил и к торговцам, остановившимся отдохнуть в Конарском лесу: что-то выпросит, что-то выменяет, а что-то даром получит.

Суеҫ Макҫӑм // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/318

Параканни парать, парайманнине укҫасӑрах тыттарса яратӑп — ан тив, сыптӑр, ҫӗнӗ сортсем ӳстертӗр.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ку ҫеҫ те мар, тӑрӑшса ӗҫлекенсем валли Мускава, халӑх хуҫалӑх ҫитӗнӗвӗсен выставкине кайса курма укҫасӑрах путевкӑсем янтӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сирӗн ачана кайран, укҫасӑрах ят хуратпӑр!

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сан пек шар курнӑ ҫынсене патшалӑх ҫурт-йӗр ҫавӑрма укҫасӑрах вӑрман памалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лавсем ҫинче рабочисем, — вӗсене пирӗн ял ҫыннисем Куславккана укҫасӑрах леҫме пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Суян пуль. Ӑна эп укҫасӑрах тем чул тупма пултарап. Унпа эс халӑхран пайта курасшӑн мар-и-ха», — темшӗн старике юратмасӑр шухӑшларӗ таркӑн.

«Врешь поди, — усомнился Яндул. — Я и без денег могу кучу бумаги добыть. А ты небось цену набиваешь, чтоб с людей плату содрать». Чем-то не понравился ему этот старик.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӳлӗмрен эс укҫасӑрах хут туса пар вӗсене, юрать-и?

Впредь делай им все бесплатно, ладно?

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ай-уй, эс укҫасӑрах пулӑшаканччӗ-ҫке?

— Ай-уй, ты ж вроде без денег, бывало, помогал?

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Атӑл ҫинчи хуласене ҫирӗплетме тесе тӳресем Сӑр вӑрманне сырса илнӗ те халӑха пӗр укҫасӑрах вӑрман ӗҫне хӑвалама тытӑннӑ.

Для укрепления городов Поволжья власти окружили Сурские леса и погнали народ на их вырубку.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӗрпе усӑ курать тесе пӗр укҫасӑрах тыр-пул турттарнӑ.

Пользуется землей — так тащи у него хлеб.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Укҫасӑрах… — терӗ те хутаҫри ҫимӗҫе кӑларса арӑмне пама хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Патшалӑх вӗсене укҫасӑрах хӑвалӑх уйӑрса панӑ, колхозниксем, пӗр вӑхӑтрах промысла эртелӗн членӗнче те тӑрса, кашни ҫулах пиншер тенкӗ укҫа , ӗҫлесе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Райпо (Федоров В.Н. ), «Акконд-агро» фирма (Иванов В.П., Саперов В.И. ) сварка ӗҫӗсем туса, «Дорстрой» (Васильев В.В. ) рельссемпе, тимӗр юпасемпе, плиткӑсемпе, вӗсене сарассипе, вӑтам шкул (Кириллов А.Н. ) швеллерсемпе, кирпӗч завочӗ (Федотова Е.И. ) сӑнчӑрпа, «МСО» (Муханов А.К. ) бетон растворӗпе, «Сельэнерго» (Смирнов Н.П. ) бур машинӑпа укҫасӑрах тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Атьӑр — хам ӗҫтерем, ваккат эпӗ, укҫасӑрах лармастӑп, — ҫине тӑрсах йыхӑрчӗ Шевле.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пушмаксем те пур, укҫасӑрах параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пурӑнӑр укҫасӑрах ман ҫуртра ҫулталӑк хушши.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех