Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйӑхран (тĕпĕ: уйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун хыҫҫӑн эпӗ, вунсаккӑрта тесе суйса, сестрасен курсне вӗренме кӗтӗм, тепӗр виҫӗ уйӑхран фронта тухса кайрӑм, тата виҫӗ ҫултан, — ҫирӗммӗш ҫулне ӗнтӗ, Петрограда таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Тепӗр уйӑхран вилтӑпри ҫине ҫав таврара халиччен ӳсмен чечексем шӑтса тухнӑ, вӗсем кӑвар тӗслӗ ҫеҫкесем сарнӑ…

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӗр уйӑхран ҫыру ҫыртӑм.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тен, эсӗ кайсан ултӑ уйӑхран ача ҫуралман пулсан, сана шыраман та пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Тата темиҫе уйӑхран, — эпӗ ун чух юлашки курсра вӗренетӗп ӗнтӗ, — библиотекӑра французсен техникӑлла журналне вуласа ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кӑткӑс операци хыҫҫӑн виҫӗ уйӑхран Светлана тӑван ялне таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Сертификата 21 ҫул тултарнӑ, 12 уйӑхран кая мар ӗҫлесе тупӑш илнӗ тӑлӑхсем илме пултараҫҫӗ. Ҫул ҫитмен ачаллӑ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ҫынсен сертификата ыттисенчен маларах илмелли ҫӑмӑллӑх прави пур», — терӗ министр.

Куҫарса пулӑш

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

Ҫапах та, пирӗн журналсемпе хаҫатсенче уйӑхран уйӑха пичетленсе пыракан калавсемпе очерксене илмесӗр, уйрӑм кӗнекесемпе тухнӑ произведенисене асӑнса хӑварасах килет.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Писатель унӑн вилӗмне питӗ йывӑр йышӑннӑ, пӗр-ик уйӑхран хӑй те вилнӗ.

Писатель очень тяжело перенёс её смерть и пережил её всего на пару месяцев.

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

— ЗАГСне тепӗр уйӑхран та кайӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ултӑ уйӑхран Петрук килелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Улюк янӑ ҫыру хыҫҫӑн тепрер уйӑхран хуняҫапа хуняма вӑрҫа-вӑрҫа ятласа хуравларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫемье пуҫӗ кин кӗртсен икӗ уйӑхран, карта юписене хытарма тухсан, пахчарах, хӑйне пулӑшма тухнӑ Хреҫҫи умӗнчех, касса пӑрахнӑ йывӑҫ пек, тӳпех ӳкнӗ, куҫне хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Маларах илсе пынисене виҫӗ-тӑватӑ уйӑхран е иккӗренех урӑх вырӑна ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫитес уйӑхран хам валли кӗпе-тумтир туянма укҫа-тенкӗ уйӑрса хӑварма тытӑнас тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Куна вара вӗсем тепӗр темиҫе уйӑхран, шӑнкӑрчсем чӗпписене ӳстерсе вӗҫтерсен, касма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Салтак арӑмӗ Суслонгерта ӑнӑҫсӑр пулса курнӑ, чи хаклине ҫухатнӑ хыҫҫӑн пӗр уйӑхран ҫеҫ инҫетри упӑшкинчен пирвайхи хыпар илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аслӑ е ятарлӑ вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн 3 уйӑхран кая юлмасӑр шкулсенче ӗҫлеме пуҫланӑ ҫамрӑксене уйӑхсерен 1 пин тенкӗ хушма укҫа округ тӳлесе тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

Тӑватӑ уйӑхран эпир ҫав ҫулпах каялла кайрӑмӑр.

Через 4 месяца мы ехали обратно по этому же пути.

Ҫулла тундра тӑрӑх сӳрени // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Паллашнӑ хыҫҫӑн пӗр уйӑх кӑна, ҫук, пӗр уйӑхран та каярах вӑхӑт иртнӗ те, Лиза хӑйӗн телейне тупнине ӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех