Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тен, эсӗ вилӗмрен хӑрамӑн: вилни хӑрушӑ мар, вилӗме хатӗрленни, сехетсерен асап курни хӑрушӑ, эсӗ тӳсӗмсӗр шанса кайнӑ пулӑттӑн — ҫапла-и?
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чеслов капитанӑн эскадрильи тепӗр хут ҫӗре ларнӑ хыҫҫӑн, машинӑсем вӑрманалла кӗрсе бензин илме тытӑнсан, Мересьев кабинӑра ҫемҫен кулса, кӑштах ывӑннине туйса, пӗлӗтелле тӳсӗмсӗр пӑхкаласа, баксене бензин тултаракансене васкаткаласа ларчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Англоман критикӑна пирӗн журналистсем пекех тӳсӗмсӗр йышӑнакан ҫын пулнӑ.Англоман выносил критику столь же нетерпеливо, как и наши журналисты.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Петчек дворецӗнчи гестапо начальникӗсем тӳсӗмсӗр; вӗсем мана илсе пыма хушаҫҫӗ, анчах та фельдшер кашнинчех вӗсем чӗннӗ хут ҫине Transponrtunlahig (утма пултараймасть) тесе ҫырса янӑ пирки, вӗсем мана кирек мӗнле майпа та илсе пыма хушаҫҫӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ӑна халӗ, хӑй ҫав тери тӳсӗмсӗр кӗтсе тӑракан ҫырусем килме пӑрахсан, пурнӑҫа уншӑн нимен те, юлас ҫук пек туйӑнчӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Стручков хӑй ҫавӑн пек тӳсӗмсӗр пулса кайнине ҫакӑн пек ӑнлантарса панӑ: госпитальти йӗркесем ытлашши ҫирӗп пулнипе эпӗ уборнӑйӗнче те ирӗклӗн чӗлӗм туртаймастӑп; хамӑн ҫарти вӑрӑм пурнӑҫ тӑршшинче эпӗ ку таранччен госпитальсенче те чылай вырткаланӑ, анчах чӗлӗме яланах ирӗклӗн туртма пултарнӑ, тенӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Малашне мӗн пулассине ыттисем пекех ҫилленсе тӳсӗмсӗр кӗтсе, Ваня пӗр аллипе сакран ҫирӗппӗн тытса, теприпе пӗрмаях кӗсьинчи дистанци уҫҫине хыпашласа пынӑ.
24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
«Тӳсӗмсӗр этем эс, Осипов!» — ҫиллессӗн каласа хучӗ Света.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Тӳсӗмсӗр кӗтрӗ вӑл каҫ пуласса.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Мӗншӗн? — ӑнланман пек ыйтрӗ Сантӑркка, йыснӑшӗ малалла мӗн каласса тӳсӗмсӗр кӗтсе.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Нимӗн те уйӑрса илейместӗп, — терӗ Завьялов тӳсӗмсӗр.
Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Кайран, кайран! — терӗ Завьялов тӳсӗмсӗр.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Кам кирлӗ? — тепӗр хут, тӳсӗмсӗр каларӗ кӑвак ҫӳҫлӗ ҫын.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл хӑй пӗр минут каярах ҫеҫ чӳрече витӗр тӳсӗмсӗр пӑха-пӑха илнине манса кайнӑ пекех пулчӗ.
19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Эсир унӑн телефонне, вӑл ӑҫта ӗҫленине пӗлетӗр-и? — тӳсӗмсӗр ыйтрӗ Завьялов.
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Ну?! — илтӗнет янравлӑ та тӳсӗмсӗр сасӑ.
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Ҫапла, ҫапла, пулма пултарать, — тӳсӗмсӗр каласа хурать Завьялов.
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Пӗр минут каялла кӑна вӑл хӑйӗн нумай опытлӑ, хӑвӑрт туякан кӗлеткин кашни пайӗпе Завьяловӑн кӑмӑл пуррине, вӑл тӳсӗмсӗр кӗтнине туйрӗ.
9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Тен, эпир ҫапах та ку калаҫӑва тепӗр вӑхӑта хӑварӑпӑр? — терӗ Завьялов тӳсӗмсӗр.
9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Эсир ҫав териех тӳсӗмсӗр пулсан, ма-ха пӗр уйӑха яхӑнах ним те шарламарӑр?
9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.