Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳписенчен (тĕпĕ: тӳпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑрт тӳписенчен пур ҫӗртен те, хресчен пӳрчӗсен тӑррисенчен пулеметсем вӗҫӗмсӗр шатӑртатни илтӗнсе тӑрать.

Со всех точек взгорья, с чердаков крестьянских изб беспрерывно раздавались пулеметные очереди.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тӗрӗксем ҫав сарт тӳписенчен инҫете кайнӑ пулин те, пӑлхавҫӑсем ҫапах пӑшал персе тӑчӗҫ.

Стрельба с них продолжалась и тогда, когда турки удалились на значительное расстояние, за пределы досягаемости ружейных выстрелов…

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тепӗр виҫӗ кунтан ҫил ҫитсе ҫапӑнакан ҫӗр тӗмисем пурте ҫаралса юлчӗҫ, тӑпри тухичченех ҫуса тасатнӑ тӑвайккисем нӳрӗ тумӗсене кӑтартма пуҫларӗҫ, сӑртсем ҫинчен, хир тӳписенчен шавласа юхса анакан шыв пӑтранса кайрӗ, вара, хӑйӗн сиксе вӗрекен кӑтра хумӗсем ҫине кӑпӑк капланчӑкӗсен сарӑ ҫӗлӗкӗсене ларта-ларта, тырӑсен ҫуса тасатнӑ хӑмӑлӗ-тымарӗсене, сухаланӑ уйсенчен тӑпӑлтарса пухса килнӗ типӗ хытхура юлашкисене тата тӗмӗн-тӗмӗн ӳсекен жабрей курӑкӗн шыв татса ӳкернӗ тӗркисене айӗн-ҫийӗн ҫавӑрттарса, анаталла ыткӑнчӗ.

Дня через три уже оголились доступные всем ветрам бугры, промытые до земли склоны засияли влажной глиной, нагорная вода помутилась и понесла на своих вскипающих кучерявых волнах желтые шапки пышно взбитой пены, вымытые хлебные корневища, сухие выволочки с пашен и срезанный водою кустистый жабрей.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех