Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑшт тӳпемрех вырӑнти хура вӑрман айӗ, аякран пӑхсан, яланах такам кӑвайт хунӑ пек кӑшт кӑвак курӑнать.
11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Тӳпемрех ҫӗрте — авалхи хырсем, айлӑмра — хурӑнлӑх, пысӑках мар кӳлӗ пур, ун тавра карталанса хӑмӑш ӳссе ларнӑ.
Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.
Йӗри-тавра вӑрман пулсан та, кунта, тӳпемрех вырӑнта, ҫил самаях вӑйланни сисӗнет.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вырса пуҫтарнӑ хирте те, йывӑҫ темисемпе хупланнӑ тӳпемрех вырӑнсенче те — тем чухлӗ салтак ӗҫлет.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тӳпемрех вырӑналла михӗсем тиенӗ лав хӑпарать.
14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Йӗри-тавра юр хуралса выртать, пӗчӗк ҫырма-ҫатрасем хупӑ саслӑн шавласа, юр ирӗлнипе хуралса юлнӑ ҫула ҫие-ҫие кӗреҫҫӗ, тӳпемрех вырӑнсенче хӗвел хӗртнипе тухнӑ ҫӗр лаптӑкӗсем типпӗн те ӑшшӑн курӑнаҫҫӗ: халех урӑна салт та ҫаруран чупса ҫӳре ӗнтӗ!
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Парта чӳрече умӗнче ларать, ҫавӑнпа та ӗнтӗ ял еннелле ҫуркунне вӑрттӑн-вӑрттӑн шӑвӑнса пынине, тӳпемрех вырӑнсенче юр ула сӑнлӑн курӑннине, уй-хирти юр тӗксӗмленнине, ҫырмара шыв хӑпарнине Санька Коншаковран малтан никам та асӑрхама пултараймасть.
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вара ӑна тӳпемрех вырӑна лартрӑмӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Иккӗмӗш бригада — уйра, тӳпемрех типӗ ҫӗрте, кӗреҫесемпе те мотыгӑсемпе ӗҫлет.Второй бригаде поле, что повыше, посуше, – это лопатой да мотыгой.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1