Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳмисенчен (тĕпĕ: тӳме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эс мӗн, «пит ӑслӑскер», влаҫсене хирӗҫех чӗвен тӑрасшӑн мар пулӗ те тата? — Вӑл, полици костюмӗн пиншакне йӳле янӑскер, сылтӑм аллипе йӑпӑр-япӑр брюкин вӗче кӗсйи тӗлӗнче пытарнӑ пистолет кобурине ярса тытрӗ, пиҫиххи тӳмисенчен вӗҫертрӗ те (шалтан нимӗн те кӑлармарӗ), урипе тӑрӑст! тутарса, унпа «ҫӗнӗ преступлени ашшӗне» вӑнк тӗллерӗ:

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Гез куҫӗсем манӑн жилет тӳмисенчен тирӗннӗ.

Взгляд Геза был устремлен на пуговицы моего жилета.

ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ӑшша пиҫнӗскер халатне, тӳмисенчен вӗҫертсе, йӳле ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Пиҫиххи тӑхи патӗнче икӗ граната, кӗсьери капсулӗсене хӑвӑртрах кӑларса илес шутпа курткине тӳмисенчен вӗҫертсе янӑ, куртка айне тӑхӑннӑ ҫанӑсӑр кӗске кӗрӗкӗн ҫӑмӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ.

У пряжки пояса две гранаты, а курточка приотстегнута, чтобы быстрее выхватить из кармашка капсюли; виден мех надетой под куртку безрукавки.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Аллине тӳмисенчен вӗҫертнӗ куртка кӗсйине чиксе, шӑхӑркаласа лавсене хирӗҫ утрӗ вӑл.

Засунув руки в карманы расстегнутой куртки и посвистывая, он зашагал навстречу подводам.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӗсем ахаль салтаксен ҫӳхе тӳмисенчен нимӗнпе те уйӑрӑлса тӑмаҫҫӗ.

Они ничем не отличались от самых дешевых солдатских одинарок.

XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех