Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳмесене (тĕпĕ: тӳме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ачин кӗпипе пиншакӗ ҫинчи тӳмесене те шутласа, асӑрхасах тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн типшӗрнӗ ҫулҫисем те тутӑх ҫапнӑ йӗс тӳмесене ҫеҫ аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Асамлӑх!» — пӑшӑлтатрӗ вӑл перламутр тӳмесене ҫаклатнӑ май.

«Волшебство!» — сказал он, застегивая перламутровые пуговицы.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Эмиль пӗррехинче йӗмӗ ҫинчи тӳмесене ҫӑтса ярсан эпӗ нимӗн те шарламарӑм, — ӳкӗтлерӗ вӑл мӑшӑрне.

— Я ведь ничего не сказала, когда он съел все пуговицы от штанов, — убеждала она папу Эмиля.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пур тӳмесене те тӳмеленӗ кӑвак курткӑллӑ, сарлака шурӑ йӗмлӗ, тирпейлӗн хырӑннӑ ҫын майӗпен, асӑрханса ҫеҫ ҫӳресе турилккесене шӑппӑн илсе ларакан Саид-официант ҫеҫ, урӑх никам та мар.

Только официант Саид, в синей куртке, застегнутой на все пуговицы, в широких белых штанах и аккуратно выбритый, медленно, осторожно, тихо подносил тарелки, и никто другой.

Саид философ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Эпӗ ҫаврӑнса пӑхма та ӗлкӗреймерӗм — алӑкран килӗшӳсӗр шатра питлӗ, кӑнттам кӗлеткеллӗ учитель курӑнса кайрӗ; вӑл фрак тӑхӑннӑ, фракӑн тӳмисене ҫаклатнӑ; калас пулать, унашкал тӳмесене вӗреннӗ ҫын тумтирӗ ҫумне кӑна лартаҫҫӗ.

Едва успел я оглянуться, как в дверях показалось рябое, отвратительное для меня лицо и слишком знакомая неуклюжая фигура учителя в синем застегнутом фраке с учеными пуговицами.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тӳмесене те хамах тӳмелерӗм, ура ҫине тӑтӑм.

Сам застегнулся и встал.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Гимнастёркӑна туртса тӑхӑнтараҫҫӗ, тӳмесене тӳмелеҫҫӗ, эпӗ хам пӗлмен пек, пӗчӗк ача пек, мана тумланма пулӑшаҫҫӗ.

Стали напяливать на меня гимнастерку, пуговки стали застегивать, будто я маленький и не умею.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Эпӗ васкамасӑр, майӗпен тӗрлӗрен тӳмесене вӗҫертетӗп те шухӑшлатӑп:

Я потихонечку, полегонечку расстегиваю разные пуговки и думаю:

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Вӑл тӳмесене шырасси, вӗсем пирки тӗпчесси ҫинчен илтесшӗн те пулмарӗ («кайран, кайран тӗрӗслесе тупатӑр»), вара плащне хире-хирӗҫ хупларӗ те, ӑна чавсипе хӗстеркелесе тухса кайрӗ.

Он и слышать не хотел ни о каких расследованиях («потом, потом выясните») и уехал, запахнув плащ поплотнее и кое-как придерживая его локтем.

13 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Эпӗ ҫӗлӗке те хывса пӑрахрӑм, тӳмесене те ятӑм, ҫапах та мана мунчари пек ӑшӑ, тарланипе хам йӗпе шӑши пек пулнӑ.

Я и шапку снял и расстегнулся весь: жарко мне, как в бане, весь, как мышь, мокрый.

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

— Галя, пӳрнескепе тӳмесене тупса пар! — пӗр-пӗринчен ӑмӑртсах ыйтрӗҫ Сашӑпа Витюшка.

— Галя, отдай наперсток и пуговицы! — наперебой требовали Саша и Витюшка.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Хамӑр та тап-таса: ҫухавасем айне шап-шурӑ пусмасем ҫӗленӗ, тӳмесене шӑл тасатмалли порошоксемпе ҫутатнӑ.

Блистали относительной свежестью солдатской одежды, чистыми подворотничками и надраенными зубным порошком пуговицами.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Нимӗҫӗн ҫири шинелӗ хулпуҫҫийӗ ҫинчен ҫӗре анса ӳкрӗ, хӑрах еннелле тӳмелемелле тӗссӗр симӗс мундирӗ хул айӗнче хутланса пӗрӗнчӗ, ҫӳлелле ҫӗклесе тытнӑ ӗҫре пирченӗ пысӑк аллисем чӗтреме пуҫларӗҫ, пӳрнисем, куҫа курӑнман тӳмесене хыпашланӑ пек, вӗттӗн-вӗттӗн сиккелесе чӗтренчӗҫ.

Шинель упала у него с плеч, подмышками морщинился рябью однобортный серозеленый мундир, поднятые большие рабочие руки тряслись, и пальцы шевелились, словно перебирая невидимые клавиши.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пырӗ тискеррӗн те вӗрин ыратса кайнипеле вӑл такам кӳсекпе пырса ҫапнӑ пек кайса ӳкрӗ, анчах та, тытӑннӑ ӗҫе туса пӗтерейменнине туйса, тӗтреллӗн ӑнланса илсе, тӑват ура ҫине, унтан чӗркуҫҫи ҫине тӑчӗ; хыпаланса (ӑна кӑкрине кӳлленекен юн хӑратать), чӗтрекен пӳрнисемпе тӳмесене туртса татса, темӗн шутпа кофтине вӗҫерчӗ.

От дикой горячей боли упала, как от удара, и, чувствуя, смутно понимая, что не доделала начатого, — встала на четвереньки, потом на колени; торопясь (ее пугала заливавшая грудь кровь), обрывая дрожащими пальцами кнопки, зачем-то расстегнула кофточку.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӳсейми васкакан Петя тӳмесене шӑлӗпе ҫыртса пуставӗпех тата-тата илчӗ.

Петя нетерпеливо зубами выдрал их с мясом.

XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Иртнӗ ӗмӗрти Одессӑри ҫӗвӗҫ ку тӳмесене ҫӳхе пустав ҫумне ҫирӗп ҫӗлесе лартнӑ.

Ушки были на совесть пришиты к тонкому сукну старательным одесским портным прошлого века.

XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вылякансем тӳмесене вӑйя лартнӑ, вара вылякансем черетпе ҫав тӳмесене сапса, ӑмӑрт-кайӑкне ҫӳлелле май ҫавӑрса вырттармалла пулнӑ, ҫавӑрӑнса выртнӑ тӳмене перекен вӑлтса илнӗ.

Игроки ставили чашечки ушек в кон, а затем по очереди били по ним специальной ушкой-битой, стараясь их перевернуть орлом вверх, каждая перевернутая таким образом ушка считалась выигранной.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех