Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳленӗ (тĕпĕ: тӳлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Корпораци хӑйӗн ӗҫтешне тӗнче уҫлӑхне вӗҫтерсе яма тӳленӗ укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенче чылай уйрӑлса тӑрать (28 миллион АПШ долларӗ, 25 миллион, 5 миллиард иена е 37 миллион АПШ долларӗ).

Сумма, которую корпорация уплатила за полёт своего сотрудника, значительно отличается в разных источниках (28 миллионов долларов США, 25 миллионов, 5 миллиардов иен или 37 миллионов долларов США).

Тоёхиро Акияма // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BC%D0%B0

Микуласене баржа ҫинче уйӑхне вунвиҫӗ тенкӗ ҫеҫ тӳленӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Бензиншӑн укҫа тӳленӗ хыҫҫӑн касса умӗнчен кайма кӑна тӑтӑм, пӑхатӑп — Николай Сергеев паллӑ артист пысӑках мар пӳлӗме кӗчӗ те тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.

Тӳленӗ эп ӑна!

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗҫленӗшӗн шахтерсене ытла та сахал тӳленӗ, капиталист-хуҫасем вӗсен ӗҫӗпе пуйса пынӑ.

Получали шахтеры за свой труд гроши, а капиталисты-хозяева на их труде богатели.

Ӗлӗкхипе хальхи Донбасс // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Васильевка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Орск хулинче пурӑнакан Сергей Володин ҫирӗп пӗренесенчен хӑпартнӑ пурашӑн укҫа-тенкӗ тӳленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем часавай хӑпартнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/t-van-k-tes/2023 ... tn-3412519

— Сакӑр вунӑ тенкӗ тӳленӗ эп ку пушмакшӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Укҫа тӳленӗ хыҫҫӑн ӑна леш арҫынӗ ыйтса-пӗлтерсе ҫырнине тата унӑн сӑнӳкерчӗкне пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Колхозра ӑҫта, мӗн ӗҫлесе, мӗн туса тупма пултарнӑ пулӗччӗ-ши вӑл, колхозник, укҫа (ӗҫшӗн натурӑпа ҫеҫ тӳленӗ те-ха!).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӑхӑн укҫа тупӑшӗ шутне предпринимательлӗх кӳрекен пайта, тара тытнӑ ҫынсене тӳленӗ шалу /унпа вӑхӑтра тивӗҫтерменнипе коррекцилесе улӑштарни/, социаллӑ тӳлевсем /пенси, пособи, стипенди, страховани саплаштарӑвӗ тата ытти/, вклад проценчӗсем, хаклӑ хутсем, дивидендсем кӳрекен услам кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Сӑмах май, 2022 ҫулта Олег Николаев палӑртнӑ муниципалитетра ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре пулнӑ, хваттер илес тесе пая кӗрсе тӳленӗ халӑхпа курнӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ нумай хваттерлӗ ҫурта туса пӗтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/26/cn-s ... j-hvatterl

Тӗрӗслерӗҫ: йывӑҫсене кам панӑ, ӑҫтан каснӑ, камсем турттарса килнӗ, уншӑн миҫе тенкӗ тӳленӗ, ордерӗ камра?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Эпир вӑрманта ӗҫлекенсене укҫа тӳленӗ, йывӑҫҫисем вара паян та кӗпер айӗнчех выртаҫҫӗ-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Рабочисене ӗҫлесе тупнӑ кашни тенкӗ ҫурӑ вырӑнне 70 пус кӑна тӳленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Ку ырӑ япаласемшӗн ытла та хаклӑ тӳленӗ пулмалла?

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахтупай васкамарӗ-ха, вӑл турханпа ясак тӳленӗ чухне Иливан тӳпи кама тивесси пирки сӑмахласа пӑхасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тупа тунӑ хыҫҫӑн шертнӑй грамота тыттарнӑ чухне хырҫӑ-куланай эсир ӗлӗк Хусан ханӗсене тӳленӗ чухлӗ тӳлетӗр тесе шантарнӑ, илессе вара чылай ытларах илнӗ, вырӑнти халӑх валли халиччен пулман тӗрлӗ хырҫӑ-марҫӑ шутласа кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кур-ха, укҫа тӳленӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусан мӑрси Усеин-Сеит вӗсене ялан: «Ӗҫлӗр, эп сире тӑрантаратӑп, эп сирӗншӗн укҫа тӳленӗ!» — тесе кӑшкӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сывлӑш ҫавӑрсан пурне те тӳленӗ пулӑттӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех