Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳлеменшӗн (тĕпĕ: тӳле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкарта пурӑнакан 39-ти арҫын ывӑлӗшӗн алимент тӳлеменшӗн 2021 ҫулта административлӑ майпа явап тытнӑ.

В 2021 году 39-летний мужчина из Чебоксар был привлечен к административной ответственности за невыплату алиментов сыну.

Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан алимента тӳрех парса татнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34158.html

Эсӗ мана хваттер акчи тӳлеменшӗн ҫилленнӗ пулмалла.

Ты, поди, на меня рассердилась, что за постой тебе не заплатил?

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр-пӗр яла пырас пулсан ял вӑл ват ҫынсем ҫинче тытӑнса тӑрать тесе ясак тӳлеменшӗн чи малтан стариксене хӗнеме хушать имӗш.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ясак тӳлеменшӗн хупса лартас — Ахтупай кил хуҫи мар, ашшӗ пур ҫинчех апла тума май ҫук.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сирӗн армана, тӗппипе илсен, налог тӳлеменшӗн туртса илнӗ, ҫавна каламаллаччӗ халӑх умӗнче, — татрӗ Вандюков.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗррехинче вӗсем Мафӑна парӑм тӳлеменшӗн хӗнерӗҫ.

Один раз они избили Мафу за неуплату долгов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Нумаях пулмасть, Васюковӑн пурлӑхне куланай тӳлеменшӗн сутнӑ чух, вӑл старостӑна питӗнчен пӗрре-ех ҫутӑлтарса ячӗ.

Намедни, когда Васюкова за недоимки продавали, он ка-ак треснет старосту по роже.

XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Штрафа вӑхӑтра тӳлеменшӗн миравай судья Элӗк районӗнчи пӗр хуҫалӑх пуҫлӑхне 20 сехет ирӗксӗрлесе ӗҫлеттерме йышӑну кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Каллех алимент тӳлеменшӗн.

Опять за неуплату алиментов.

Сӑмах ҫерҫи мар, уншӑн – 5 пин тенкӗ // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех