Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳлемелле (тĕпĕ: тӳле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Суд Ленин ячӗллӗ ЯХПКна ҫак укҫана тӳлемелле тунӑ.

Суд обязал СХПК имени Ленина выплатить данную сумму денег.

Колхоза Йӑршшу юханшывне вараланӑшӑн штраф тӳлеттернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37274.html

Тен, ҫав ватӑсен тата та хырҫӑ-марҫӑ тӳлемелле?

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Дежнёв Анадырь юхан шывӗн вӑтам юхӑмӗнче пурӑнакансене мамӑк тир ясакне тӳлемелле туса хунӑ.

Дежнёв обложил жителей среднего течения реки Анадырь ясаком - дань пушниной.

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 1 миллион ытла тенкӗ тӳлемелле.

Согласно приговору, он должен выплатить более 1 миллиона рублей.

Канализаци шывне ҫырмана юхтарнӑшӑн 1 млн тӳлӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36081.html

Тара илсен вара — кунне 1000 доллартан кая мар тӳлемелле.

А аренда – это не менее 1000 долларов в день.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Ӳстернӗ тата туса илнӗ апат-ҫимӗҫе сутма пулать — ку предпринимательлӗх шутланмасть, налук тӳлемелле мар .

Выращенные и произведённые продукты можно продавать — это не считается предпринимательской деятельностью и не облагается налогами.

Пушкӑртстанри хушма хуҫалӑха мӗнле йӗркелемелле? // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... le-3374631

270-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекен маршруткӑра ҫав ҫыннӑн 37 тенкӗ тӳлемелле пулнӑ.

На маршрутке № 270 тот человек должно было заплатить 37 рублей за проезд.

Маршруткӑра улталаннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35542.html

Ку чухне асӑннӑ категорири ачасен спорт секцийӗсене ҫӳренӗшӗн нимӗн те тӳлемелле мар.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

«Шалӑва вӑхӑтра тӳлемелле, парӑмсене вара май килнӗ таран хӑвӑртрах татмалла».

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=Bsb8a9cMuNY

Халӑхӑн вара ку ӗҫшӗн пӗрех тӳлемелле.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Хваттершӗн ипотека тӳлемелле, иномарка машинӑшӑн — кредит…

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Тата раштав уйӑхӗнче ачасем пӗр-пӗринчен кирек мӗн ыйтнӑ пулсан та канфетпа тӳлемелле пулнӑ.

Еще в декабре за выполнение любой просьбы дети друг с другом расплачивались конфетами.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Хальлӗхе кунтан ҫӳрени водительсене сӑтӑр ытларах кӳрет: е машин юсамалла, е штраф тӳлемелле.

Куҫарса пулӑш

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

Январӗн 15-мӗшӗнче ҫыру илтӗм: пӗлтӗрхи декабрӗн 25-мӗшӗнче автомобиле хам пурӑнакан ҫурт подъезчӗ умӗнче тротуар ҫине лартса хӑварнӑшӑн 1 пин тенкӗ штраф тӳлемелле иккен.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Территорипе пӳлӗмсене тирпейлесси пирки ӗҫ килӗшӗвӗнче пур ҫынна канмалли кунсенче субботнике явӑҫтарсан, ун ячӗпе ӗҫе тухать тесе хут ҫырмалла, уншӑн сахалтан та икӗ хут пысӑкрах тӳлемелле.

Куҫарса пулӑш

Тавралӑха тирпейлес тесен // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60950

Турӑ панӑ монарх влаҫӗпе усӑ курса, сире оброк та, урӑхла йышши куланай та тӳлемелле мар тӑватӑп!

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Илсе ҫитерме те тӳлемелле мар…

Куҫарса пулӑш

«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138

Микулапа иксӗмӗр ҫисе-ӗҫнишӗн самаях укҫа тӳлемелле пулчӗ манӑн.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Ӑна ачашӑн алимент тӳлемелле турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Забастовкӑ комитечӗ вара ылтӑн кӑлармалли вырӑнсен хуҫисем умӗнче акӑ мӗн ыйтса хистенӗ: рабочисен кунне 8 сехетрен ытла ӗҫлемелле мар пултӑр, ӗҫ укҫи вӗсене 10–30 процент ӳстерсе тӳлемелле пултӑр, штрафсем хурса ӗҫ укҫине чакарасси тек ан пултӑр, сывӑ мар рабочисене медицинӑ пулӑшӑвӗ памалла, хваттерсене тата апат-ҫимӗҫе лайӑхлатмалла, администрацин рабочисемпе ҫын йӗркеллӗ калаҫмалла, вӗсен депутачӗсене тӗкӗнмелле мар, депутатсене итлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех