Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗспе (тĕпĕ: тӗс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах кун пек чухне те этем куҫӗ ытти фотопухакан япаласем пек нумай вӑхӑт хушши ҫутӑ пухма пултараймасть, унсӑр пуҫне каҫ ӗнтрӗкӗнче хӗрлӗ тӗсе (M 8 тӗпрен илсен ҫак тӗспе ҫутатать) туйми пулса тӑрать.

Но и в этом случае человеческий глаз не способен к длительному накоплению света подобно другим фотоприёмникам, а в сумерках ещё и теряет чувствительность к красному (основной диапазон свечения M 8).

Лагуна тӗтрелӗхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 1%85%D3%97

4 вӗҫнӗ чухне вилнӗ (сӑрӑ тӗспе уйӑрнӑ);

4 погибли во время полёта (выделены серой заливкой);

СССР тата Раҫҫей космонавчӗсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%A1%D ... 0%BA%D3%97

Слалом роликӗсене ытларах чухне профессионалсем тата ҫак тӗспе аппаланма хатӗрленекен спортсменсем суйлаҫҫӗ.

Ролики для слалома, как правило, выбирают профессионалы или начинающие роллеры, которые целенаправленно собираются заниматься слаломом.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Аякра-аякра асамат кӗперӗ тӗрлӗ тӗспе выляса ҫуталчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫитменнине, шӑл тунипе гипс пӗр-пӗринчен тӗспе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Пачӑшкӑ ӗнӗрлесе кӗлӗ вулани, ҫунакан ҫуртасем ҫӑтӑр-ҫатӑр туса илни, кинемейсем пачӑшкӑна пулӑшас тесе ун хыҫҫӑн юрлама хӑтланни, тӗне кӗртме илсе килнӗ ачасем хӑраса шӑппӑн е кас-кас хыттӑн йӗни, хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ урай тӑрӑх ахаль ҫынсен хура, сарӑ, хӑмӑр пушмакӗсем куҫкалани, ӑнсӑртран тухакан тӗрлӗ сасӑ маншӑн килӗшӳллӗ оркестр вылякан асамлӑ, пурне те хӑйӗн вӑйне пӑхӑнтаракан кӗвӗ пекех туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Шалта — темӗн тӗрлӗ тӗспе йӑлкӑшакан кевер чул, ылтӑн, кӗмӗл япала.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Суранӗнчен юхакан юн шурӑ юра хӗрлӗ тӗспе сӑрлать.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халиччен курман илемлӗхпе киленсе вӑл малалла утса пырать, пин-пин тӗспе ҫиҫекен хӗвел шевлисене ытараймасӑр сӑнать, пӗтӗм хуйхи-суйхине манса хӗпӗртет, ҫунатланать.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ялав фонне тӗксӗм кӑвак тӗспе хатӗрленӗ.

Фон флага выполнен в тёмно-синем цвете.

Нью-Йорк штачӗн ялавӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B2%C4%95

Физикӑлла карта ҫине пӑхӑр-ха: хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирсем йышӑнса тӑракан талкӑша пӗтӗмпе пекех симӗс тӗспе сӑрланӑ.

Посмотрите на физическую карту: пространство, которое занимают черноземные степи, окрашено большей частью в зеленый цвет.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Бизнесмен суту-илӳ сечӗсене мӗн кирлине тата мӗнле тӗспе кирлине хӑвӑрт тавҫӑрса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Радий Хабиров "Пушкӑртстан продукчӗ" проект мӗнле ӗҫлени ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... an-3472574

Валеҫмелли материалсемпе ӗҫленӗ: Коля ачана вӑрман хӗрринче ҫухатнӑ килти выльӑх-чӗрлӗхсене тупма пулӑшнӑ, ачасем килти выльӑх-чӗрлӗх картинкисене тупнӑ та вӗсене хӗрлӗ тӗспе, тискер чӗрчунсене - кӑвак тӗспе сӑрласа палӑртнӑ.

Работали с раздаточным материалом: помогли мальчику Коле найти его домашних животных, которых он растерял на лесной опушке, дети находили на картинке домашних животных и обводили их красным цветом, а диких животных - синим.

Эколята - ҫамрӑк ҫутҫанталӑк хӳтӗлевҫисем // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... em-3468890

Полушарисен карттине глобус пекех тӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ.

Карта полушарий раскрашена так же, как глобус.

Ҫӗр чӑмӑрӗн картти // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эсир куратӑр: кунта пӗр талккӑша кӑвак тӗспе тунӑ.

Вы видите здесь пространство, покрытое голубой краской.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫийӗнче ҫиелте мӗн пур // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫав вырӑнтах мӗнле тӗспе ӳкерни тӑрӑх топографи планӗ ҫинче тупӑр.

Найдите по цвету то же место на топографическом плане.

Топографи планӗ мӗн вӑл тата вӑл мӗншӗн кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Чи ҫӳллӗ вырӑна мӗнле тӗспе кӑтартнӑ?

В какой цвет окрашено самое высокое место?

Топографи планӗ мӗн вӑл тата вӑл мӗншӗн кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

«Тӗспе суйласа ил», «Ҫул суйласа ил», «Светофора хускат» дидактика вӑййисем пӗчӗккисен ҫул-йӗр правилисем ҫинчен, светофор лартасси ҫинчен ансат шухӑшлавне йӗркелеме пулӑшнӑ.

Дидактические игры «Подбери по цвету», «Выбери дорогу», «Включи светофор» помогали сформировать у малышей элементарные представления о правилах дорожного движения, о назначении светофора.

Ҫул-йӗр правилисем тӑрӑх тематикӑллӑ эрне вӗҫленнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... nn-3444774

Кашни ҫыншӑн ҫамрӑклӑх тӗрлӗ тӗспе тӗрленсе юлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ӑшӑ ҫумӑр ҫуса Ҫӗр питне шӑварса, Асамат кӗперӗ Ҫичӗ тӗспе ҫунни.

Куҫарса пулӑш

Асӑмра // Людмила Романова. https://sutasul.ru/articles/vulakan-pult ... ra-3324267

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех