Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗслӗскер (тĕпĕ: тӗслӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫынларах тӗслӗскер, кук-тӗрриллӗ питне пытарас тесе-ши, тутӑрне хупларах ҫыхать.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӗчӗ пуҫӗ, шоколад тӗслӗскер, пиҫӗ ҫырла евӗр кӑнтарса тӑрать, кӑштах кӗҫӗтет.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кузовран аннӑ ҫамрӑк арҫыннӑн ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ питӗ хӳхӗм: сарӑрах хӑмӑр тӗслӗскер пысӑк, хулӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кӑшт айккинерех тепри, кил йытти, лӑпӑска, анчах пӗчӗк те йӑпшак кӗлеткеллӗскер, шурӑрах тӗслӗскер, ҫавскер апатланнине сӗлекине ҫулакаласа, халланса пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хӑмӑр тӗслӗскер!

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Чылай иртрӗ-и вӑхӑт, сахал-и… пӗве хӗрринче, тем ҫӳллӗш ӳссе ларнӑ ут кӑшкарӗсем хушшинче, темскер, хӗрлӗрех тӗслӗскер вӗлтлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Сашшан сулахай пит ҫӑмарти ҫинче, чӑнах та ӗнтӗ, пысӑк турпалли пур: хӑмӑр тӗслӗскер, тӑрӑхла-ҫавракаскер, тӗл-тӗл ҫӳҫ те шӑтнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗр ачасенчен кашнин ҫурӑмӗнчен темӗн йывӑрскер, сӑрӑ тӗслӗскер ҫыхса хунӑ.

Что-то тяжелое, серое привязано было к спине каждой девочки.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ыйтма ирӗк парсамӑр: хӗр ачан тӑватӑ дюйм тӑршшӗ мӑйӑх, нӳрлӗ сӳс тӗслӗскер, пулаять-и?

Позвольте спросить: могут быть у девочки усы в четыре дюйма длины, цвета сырой пеньки?

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тар юхтарса пӗр уйӑх тертленнӗ хыҫҫӑн виҫҫӗшӗ пӗрле тинех пӗртен пӗр бриллиант чавса кӑларчӗҫ, — анчах вӑл та пулин вараланчӑк кӗленче пек пӑтранчӑк тӗслӗскер.

После целого месяца усиленного труда на всех троих нашли всего лишь один-единственный бриллиант, но и тот мутный, как грязное стекло.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Тӗксӗм симӗс тӗслӗскер.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тинтерех йӑлана кӗрсе пыракан вырӑс фуфайки, хура тӗслӗскер, хӑмӑр аркӑллӑ сатин кӗпе айне арҫын шӑлаварӗ, урана кирза атӑ тӑхӑннӑ, пуҫа, хӑлха лайӑх илттӗр тесе каялла ҫавӑрса, пысӑках мар ҫӑм тутӑр ҫыхнӑ Сӑпани, тепӗр тесен, кашкӑр ҫемйи вырӑнта пулмасан та ҫырлахатчӗ-и, тен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑрт та, сарӑхнӑ курӑк тӗпӗпе витӗннӗрен ӗнӗк тӗслӗскер, ахаль ҫын куҫне илӗртес ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑвак тӗслӗскер, хуҫине курсан, малти урипе ҫӗре кукалесе, пуҫне мӑнаҫлӑн ухса кӑна тӑрать, ача.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Карап пӗлӗтсене касса тухрӗ те — нӳрлӗскер, кӗмӗл тӗслӗскер, йӑлкӑшаканскер кактус хирӗ ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать.

Корабль прорезал облака, и, весь влажный, серебристый, сверкающий, повис над кактусами.

Марсиансем // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пуҫне ҫӑлтӑрсен кӑшӑлӗ ункӑланӑ, ҫак кӑшӑл ҫамки ҫийӗн ҫинҫе параболӑна куҫать; ун ӑшӗнче — икӗ шарик: рубин тӗсли тата тӑмран тунӑ хӗрлӗ кирпӗч тӗслӗскер.

Голову обхватывал золотой обруч из звёзд, надо лбом он переходил в тонкую параболу, внутри её заключалось два шарика: рубиновый и красновато-кирпичный, глиняный.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пароход хыҫҫӑн вӑрӑм буксирпа баржа пырать, вӑл та хӗрлӗ тӗслӗскер, ӑна палуба ҫинчен тимӗр решеткепе хупланӑ, решетке ӑшӗнче — суд туса урӑх ҫӗре пурӑнма тата катӑргӑна янӑ ӑристансем пыраҫҫӗ.

За пароходом на длинном буксире тянется баржа, тоже рыжая; она прикрыта по палубе железной клеткой, в клетке — арестанты, осуждённые на поселение и в каторгу.

V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӗсенчен пӗри, тимӗр кӑвак тӗслӗскер, шӑмми курӑнмалла ырханккаскер, ӗшенчӗк куллипе кулкаланӑ евӗр, тути хӗррине тек-текех ҫӳлелле тӑсса тавӑра-тавӑра хурать.

Одна из них, серая и костлявая, всё время вздёргивала губу вверх, точно усмехалась усталой усмешкой.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Ҫутӑ хӑмӑр тӗслӗскер, шӗвӗр сӑмсаллӑскер, кӑпӑшка хӳреллӗскер!

ярко-рыжая на белом снегу, с острой мордочкой, великолепным пушистым хвостом!

Пурнӑҫа юратни // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ҫеҫенхирти калта пекех сӑрӑ-симӗс тӗслӗскер, аран-аран палӑракан Казаков чулсем хушшипе шӑвать.

Казаков пополз между камнями едва заметный, серо-зеленый, как степная ящерица.

XVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех