Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрӗсрех (тĕпĕ: тӗрӗс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2011 ҫулта Досталь «Раскол» историллӗ телесериал ӳкернӗ, унта Раҫҫей патшалӑх историйӗн пӗр драмӑллӑ страницине — XVII ӗмӗрте вырӑс православи чиркӗвӗ пайланнине, тӗрӗсрех каласан, чиркӳ реформисен тапхӑрне, ӑна пула обществӑн икӗ пая пайланма тивнӗ вӑхӑта — ҫутатнӑ.

В 2011 году Досталь снял исторический телесериал «Раскол», посвящённый одной из драматических страниц русской истории — расколу русской православной церкви в XVII веке, точнее, периоду церковных реформ, в результате которых общество разделилось на два лагеря.

Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Ҫуратаймастӑн, тӗрӗсрех каласан, санӑн ачу ҫуратмалла пуличчен пурӑнаймасть.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пус пулмасан тус пулмасть тесен, тӗрӗсрех!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта эпӗ ҫапса салатнӑ тӑшмансем пурӑнатчӗҫ тесен тӗрӗсрех.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман шутпа, ҫак урама Аял кас тесе ят парсан тӗрӗсрех пулнӑ пулӗччӗ ахӑртнех.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Тӗрӗсрех каласан, вӑл ӗнтӗ каччӑ мар, авланнӑ ҫамрӑк арҫын халь.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

— Ман паян Петьӑпа, тӗрӗсрех каласан, Петр Ефимовичпа тӗл пулмалла.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хреҫҫи Михаҫа качча тухнӑ чухне Левенти, тӗрӗсрех каласан, пиллӗк те тултарайманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Тӗрӗсрех мӗнле каламалла…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тӗрӗсрех, унӑн, тӑлӑх арӑм паттӑрлӑхне.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Советсене хирӗҫле пропаганда туса пыма Кузнецовӑна контрреволюцилле организаци членӗ, тӗрӗсрех ертӳҫи, «Малалла» колхоз председателӗ Подоприхин Егор Силыч активлӑ пулӑшать тата хӳтӗлесе пырать.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Политикӑлла, тӗрӗсрех совет влаҫне хирӗҫле текст пулнине ӑнланчӗ пулин те ҫак уҫҫӑн чӗнсе каланине хӑйпӑтса илме шухӑш та пулмарӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӗмест ӗнтӗ, вӑйсӑррӑн ахлатать, тӗрӗсрех каласан, шывсӑр типсе кайнӑ, ҫунакан тутисемпе ахлатса сывлать.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗрӗсрех каласан виҫкӗтеслӗх, салтак арӑмне питӗ тӗлӗнтернӗскер…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл ҫав куна, тӗрӗсрех каласан каҫа, лайӑх астуса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗрӗсрех арабла каларӑш ҫапларах илтӗнет: «елинким-саламанник», «салам сире» тенине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗрӗсрех каласан — басмачсемпе — совет влаҫне чӑтма пултарайман хресченсемпе — вӑрҫӑ пуҫланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шалта, тӗрӗсрех, Азади башнин цоколь хутӗнче пӗрешкел ятлӑ музей пур.

Внутри, точнее, в цокольном этаже башни Азади находится одноимённый музей.

Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8

Тӗрӗсрех каласан — Германипе, — пӑшӑлтатса хӑратрӗ Равиля.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗрӗсрех каласан?

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех