Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрӗслӗхӗ (тĕпĕ: тӗрӗслӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтаппан ывӑлӗ ырӑ кӑмӑллӑ вырӑс ҫынни ҫинчен, ҫав ҫын рабочисемпе хресченсен тӗрӗслӗхӗ килесси ҫинчен каласа панисене аса илчӗ те кӑштах лӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн тата ун майлискен хӑйсен тӗрӗслӗхӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

— Эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, эсир ҫыру авторӗсен тӗрӗслӗхӗ пирки пӗрре те иккӗленместӗр.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Вӑт ҫакнашкал, Николай Степанович, влаҫа рабочисемпе хресченсем хӑйсен аллине илсен, пирӗн тӗреслӗх, рабочипе хресчен тӗрӗслӗхӗ ҫитӗ! — тесе вӗҫлерӗ сӑмахне Кузнецов.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑш чух тӗрӗслӗхӗ те пулкалать вӗсенче.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Акӑ мӗнле иккен вӑл пупсен тӗрӗслӗхӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапларах йышӑнчӗҫ: парӑслӑ караппа ишни — ансат пурнӑҫ, хӑш-пӗр хӑтлӑхсӑр юлни — мӗнле калас, физиологин кӑнттам тӗрӗслӗхӗ пулса тӑрать; ӳт ҫакна ыйтать-мӗн тепӗр чухне, ку — мораль чирне кӑнттам тӗрӗслӗх хушӑран сипленӗ евӗр темелле-ши…

Было признано, что плавание на парусном судне, несложное существование, лишенное даже некоторых удобств, явится, так сказать, грубой физиологической правдой, необходимой телу иногда точно так, как грубая правда подчас излечивает недуг моральный.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ас тӑвӑм тӗрӗслӗхӗ енне ҫаврӑнсан унӑн кӑмӑлсӑррӑн йышӑнмах тиврӗ: кунта унӑн шӑтӑк-ҫурӑк мӑклаҫипе Дезль Гленаупа тӗл пулас килетчӗ, Спринга вӑл икӗ ҫул каяллах хӗр ача ҫурални пирки ҫырса хыпарланӑччӗ.

Обратясь к честной стороне памяти, он неохотно признал, что ему хотелось повидаться с конопатчиком Дезлем Гленау, от которого он года два назад получил письмо, извещающее о рождении у Гленау девочки.

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

Юмах та мар ку, шухӑшласа кӑларни те, аллегори те мар, ку — пурнӑҫ хӑй, пурнӑҫӑн ҫара тӗрӗслӗхӗ, чӑннипех пулса иртни, факт.

Это не сказка, не выдумка и не аллегория — это сама жизнь, голая правда жизни, действительное событие, факт.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Тӗрӗссипе каласан, урӑх ҫӗршывсене хӑйсен аллине туртса илекен государствӑсен тӗрӗслӗхӗ пирки эпӗ иккӗленсе тӑратӑп.

По правде говоря, меня берет некоторое сомнение насчет справедливости, проявляемой государями в таких случаях.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Судьяна лартиччен адвокатсем судсенче сӑмах тухса каласа, ултавлӑха хӳтӗлеме, тупа туса панӑ сӑмаха пӑсма, ҫынсен тӗрӗслӗхӗ ҫине тапӑнма вӗренеҫҫӗ.

Выступая до назначения судьями в качестве адвокатов, эти люди приучаются потворствовать обману, клятвопреступлению и насилию.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах ҫакӑн пек тӗрӗс вӑхӑт та ученӑйсемшӗн ҫителӗксӗр — вӗсен хӑйсен тата чӑн-чӑнрах вӑхӑт тӗрӗслӗхӗ пур: вӗсен хӑш чухне секундӑн ҫӗрмӗш, миллионмӗш пайне те шутлама тивет.

Но даже это точное время не годится для ученых — у них свой, высший класс точности: им приходится высчитывать сотые, тысячные и даже миллионные и миллиардные доли секунды.

Ҫынсем вӑхӑт шутне мӗнле тытса пыраҫҫӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Птолемей йӗркине пыра-киле христианла чиркӳ те йышӑннӑ, ун тӗрӗслӗхӗ пирки урӑх иккӗленсе тӑма май килмен, чиркӳ ҫыннисене халӑх шанмасӑр тӑма пултарнӑ.

Впоследствии систему Птолемея признала христианская церковь, и сомневаться в истинности Птолемеевой системы стало опасно.

Птолемей ҫут тӗнче ҫинчен вӗрентни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Ҫапах та, унӑн очеркӗнчи пурнӑҫ тӗрӗслӗхӗ питӗ те хӑйне евӗрлӗ пулӗ: пирӗн гастрономӑн витрининчи муляжсем ҫапларах аса илтереҫҫӗ чӑн-чӑн ҫӑкӑра, аш-какая, улмана.

И все в ее очерке будет похоже на правду как раз в той степени, в какой муляжи на витрине нашего гастронома напоминают настоящие яблоки, караваи хлеба, куски мяса.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Чиновникӑн хӑйӗн тӗрӗслӗхӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи мӗншӗн пӗтме тытӑнни пирки пуҫланӑ калаҫӑва малалла тӑсса // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... alla-tassa

Тӗрӗслӗхӗ — Маринкӑрах юлать-ха.

Но получается, что Маринка права, а не ты.

20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

— Ҫук, — хӑюсӑртараххӑн, анчах хӑй тӗрӗслӗхӗ ҫине шанакан ҫын пек ҫине тӑрсах ӗнентерет мана Шапкин.

— Нет, — Шапкин упрямо доказывал мне.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Саида мана хӑйӗн аппарачӗн локацийӗ тӗрӗслӗхӗ эсӗ схемӑна улӑштарнине пула ӳсни ҫинчен каласа пачӗ…

Мне рассказывала Саида, что точность локации ее аппарата повысилась, потому что ты изменил схему…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ҫӗнӗлле пӑха пуҫлӗ тӗнче тӗрӗслӗхӗ ҫине.

И на мир посмотрит новым взглядом.

Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

— Мӗн тӗрӗслӗхӗ пур унта? — Буяновӑн хӗсӗк те выляса тӑракан куҫӗсем Андрей ҫине ӳпкевлӗ пӑхрӗҫ.

— А какая тут справедливость? — узкие и быстрые глаза Буянова укоризненно посмотрели на Андрея.

2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех