Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрӗслӗхшӗн (тĕпĕ: тӗрӗслӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекен Джордано Бруно ҫапла пӗтнӗ.

Так погиб борец за истину Джордано Бруно.

Чиркӳ наукӑна хирӗҫ пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпӗ сана: «Тавлаш унпа, Виктор. Ӗнентер ӑна. Уҫҫӑнах ҫапӑҫ, ҫынсем умӗнчех, тӗрӗслӗхшӗн тӑр, тӗмсем ӑшне ан пытан!» тейӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗр мандатлӑ округсене шута илсен «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» 87 мандат пухнӑ, КПРФ – 8, «Раҫҫейри тӗрӗслӗхшӗн тӑракан» парти - 5, ЛДПР -4, хӑйсем тӗллӗн суйлава хутшӑннисем (самовыдвиженцы) - 4, «Ҫӗнӗ ҫынсем» - 1, «Симӗссисен» партийӗ – 1.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанри парламентӑн ҫӗнӗ йышӗ паллӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/politika/2023-09 ... ll-3436893

Ҫапла вара «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» 41 мандат ҫӗнсе илме пултарнӑ, КПРФ – 6, ЛДПР тата «Раҫҫейри тӗрӗслӗхшӗн тӑраканс – Патриот -Тӗрӗслӗхшӗн» - тӑватшар.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанри парламентӑн ҫӗнӗ йышӗ паллӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/politika/2023-09 ... ll-3436893

ПР ТСК кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, суйлавҫӑсен сасӑлавӗ ҫакна кӑтартса панӑ: «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейшӗн» 1 063 631 ҫын сасӑланӑ, Раҫҫей Федерацинчи коммунистсен партийӗшӗн (КПРФ) – 180 696, Раҫҫейри либераллӑ демократсен партийешӗн (ЛДПР) – 119 373, «Раҫҫейри тӗрӗслӗхшӗн тӑракан - Патриот - Тӗрӗслӗхшӗн» партишӗн – 114 056, «Ҫӗнӗ ҫынсемшӗн» - 52688.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанри парламентӑн ҫӗнӗ йышӗ паллӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/politika/2023-09 ... ll-3436893

Пӗр мандатлӑ округсемпе республика парламентне 46 депутат «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен» суйланнӑ, иккӗ – КПРФран тата пӗрер – «Тӗрӗслӗхшӗн тӑракан Раҫҫей», «Ҫӗнӗ ҫынсем» партисенчен, «Симӗссисем» Раҫҫейри экологи партийӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлехи сасӑлава республикӑри 52,48% суйлавҫӑ хутшӑннӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/suylav/2023-09-1 ... nn-3430926

- Малтанхи пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, политика партийӗсем ҫакӑн чухлӗ сасӑ пухнӑ: «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» - 69,11%, РФ Коммунистсен партийӗ (КПРФ) – 11,65%, Раҫҫейри либерал демократсен патрийӗ (ЛДПР) – 7,74, «Тӗрӗслӗхшӗн тӑракан Раҫҫей – Тӗрӗслӗхшӗн» парти – 7,31%, «Ҫӗнӗ сынсем» парти – 3,4%.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлехи сасӑлава республикӑри 52,48% суйлавҫӑ хутшӑннӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/suylav/2023-09-1 ... nn-3430926

Тӗрӗслӗхшӗн пулӑр.

Будьте максимально справедливы и непреклонны.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӗрӗслӗхшӗн ҫунакан автор тунӑ ҫитӗнӳсемпе кӑна лӑпланса лармасть.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Ку суя халап-и е чӑн пулни-и — Таранов пат татса калаймасть, анчах Филипп Сидорович тӗрӗслӗхшӗн хыпса ҫуннине лайӑх пӗлет, ахальтен мар халь «Ҫӗр юнӗ» романӗ пирки Нарспи Гавриловнӑран мӗн илтни ҫинчен сӑмах пуҫарчӗ, анчах вӑл шухӑшне вӗҫлесе те ҫитереймерӗ — Филипп Сидорович ҫапла каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» политика партийӗн Шупашкарти уйрӑмӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама урӑх ҫынна шаннӑ.

Исполнять обязанности председателя Чебоксарского отделения политической партии «Справедливая России» доверили другому человеку.

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Шупашкарти уйрӑмне урӑх ҫын ертсе пырӗ // Софья Савнеш. https://www.chuvash.org/news/34517.html

Тӗрӗслӗхшӗн пулсан… чӑтса ирттерӗр…

Я все вытерплю… но за правду…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӗрӗслӗхшӗн эпӗ асап тӳсме те хатӗр! — терӗ те вӑл, васкамасӑр утса пырса, тенкел ҫине ӳпне выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл йывӑр вӑхӑтра Донбасри халӑха, тӑнӑҫлӑхпа тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекен салтаксене пулӑшмаллине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/

Эпӗ ҫапах та тӗрӗслӗхшӗн кӗрешме сӗнетӗп, Аверкий Федорович.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Декларацире пӗлтернӗ тӑрӑх, «Раҫҫей пенсионерӗсен социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн партийӗн» депутачӗ Владимир Зиновьев ҫакӑн пек тупӑша 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 31-мӗшӗ хушшинче илнӗ.

Как следует из декларация, депутат от «Российской партии пенсионеров за социальную справедливость» Владимир Зиновьев получил такой доход в период с 1 января по 31 декабря 2021 года.

Ханты-Манси автономи округӗнчи депутат пӗлтӗр 27 тенкӗ ҫеҫ ӗҫлесе илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31720.html

Ҫапах Ҫӑпата Матви пурнӑҫ тӑнӑҫлӑхне ҫухатманччӗ, тӗрӗслӗхшӗн хытӑ тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Турӑ пирки тавлашнине Ленька тӗрӗс тунӑ тесе шутлать, мӗншӗн тесен, пионер хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне яланах ҫирӗппӗн хӳтӗлемелле, тӗрӗслӗхшӗн тӑмалла.

Конечно, в том, что заспорил он с матерью про бога, Ленька считал себя правым, — пионер должен всегда отстаивать свои убеждения.

III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекенсем!

— Справедливые!

Автанпа шакалсем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Вӑл тӗрӗслӗхшӗн тӑракан ӑслӑ ҫын…

— Он человек и умный и справедливый…

XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех