Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир паян хамӑрӑн ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлакансене тата ҫӗршывӑн никама пӑхӑнманлӑхӗпе территори тӗрӗслӗхне хӳтӗлекенсене чыслатпӑр.
Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунӗ Йӑлпӑлак ялӗнче митинг иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3657270
Сӑмахран, самай тиркевлӗ шухӑшлӑ статьясенчен пӗринче анонимлӑ ҫӑлкуҫсемпе ытла та нумай усӑ курнине палӑртнӑ, вӗсен тӗрӗслӗхне ҫӗнӗрен ниепле те тӗрӗслеме май ҫук, статьяра имӗш вӑрӑм цитатӑсемпе усӑ курнӑ, калаҫу стильпе тата пӗлтерӗшӗпе вӗсем имӗш «тюленьсем» усӑ кураканнисемпе (вӗсене цитатӑланӑ тесе палӑртнӑ пулнӑ) пӗр килмеҫҫӗ, Пакистанпа АПШ хутшӑнӑвӗсем операци ирттернӗ вӑхӑтра йывӑр пулнӑ, ҫапла май вара икӗ патшалӑх пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлма пултарасси, имӗш, вӑл вӑхӑтра питӗ иккӗленӳллӗ пулнӑ.
Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88
Пурнӑҫланӑ ӗҫсен тӗрӗслӗхне ҫамрӑк вӗрентекенсен тӳпи 12 процентран пуҫласа 18 процент таран ӳсни те витӗмлӗн ҫирӗплетет.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Голсуорси хӑйне реалист пек палӑртнӑ, «таса ӳнере» хирӗҫлесе, ӑна суя тесе, ӳкерчӗкӗн тӗрӗслӗхне кӑтартма тӑрӑшнӑ.
Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8
Кам пуянлӑха хӑй аллипе тӑвать — ҫавӑн чӑнлӑхне, ҫавӑн тӗрӗслӗхне йышӑнмалла.
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Чӑваш Республикин республика бюджечӗн укҫи-тенкине (Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен уйӑрса панӑ укҫа-тенкӗне) уйӑрса панин тата (е) унпа усӑ курнин результачӗсем ҫинчен калакан отчетсен тӗрӗслӗхне, ҫав шутра патшалӑх программисене, патшалӑх заданийӗсене пурнӑҫлани ҫинчен калакан отчетсен, Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ уйӑрса панин результативлӑхӗн кӑтартӑвӗсене пурнӑҫлани ҫинчен калакан отчетсен тӗрӗслӗхне тӗрӗслесе тӑрасси;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
«9. Алӑ пустармалли листасенчи суйлавҫӑсем ҫинчен ҫырнӑ сведенисен тӗрӗслӗхне палӑртма «Суйлав» ПАСӗпе, суйлавҫӑсен регистрне кӗртсе, усӑ кураҫҫӗ.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года
Гобсон ҫутӑ ҫине тухрӗ, вара Кук пӗтӗмпех пӑхса ҫаврӑнчӗ те хӗрӗн пушмак кӗллине шӑршларӗ, татӑклӑн хӑрлатрӗ, мӗншӗн тесен хӑйӗн ӗҫ тӗрӗслӗхне ҫирӗплетрӗ-ҫирӗплетрех.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Енчен те Моргиана ниме тӑман ҫак хӑтланӑшӑн мӗн пур тӗрӗслӗхне тата айванла чеченлӗхне ҫивӗччӗн туймасан ӑна ҫӑмӑлрах килетчӗ-тӗр.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫак ӗҫе мӗнрен пуҫӑнасса чухламасӑр каран тӑракан ҫӗре ҫитрӗм те Браунӑн тӗрӗслӗхне курса ӗнентӗм: палуба ҫинче — матроссем.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Иккӗшӗ те арпашсах кайрӗҫ, кӑшкӑрашаҫҫӗ, тӗрӗслӗхне ҫирӗплетме пӗр ҫынсенех асӑнаҫҫӗ; хурлавҫӑ та, хӳтӗлевҫӗ те Гез патӗнче тӗрлӗ вӑхӑтра ӗҫленисенчен нумайӑшне пӗлеҫҫӗ иккен.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кунсӑр пуҫне — хӑрушӑ ҫыру тӗрӗслӗхне ҫирӗплетсе кӑтартаканни куҫӗ умӗнчех: сакӑр хӑнтӑр тирӗ тата тӗм хушшинчи виле.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
Раҫҫей Федерацийӗн Аслӑ Сучӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем йышӑннӑ ӗҫлемен ӗҫ ветеранӗсене ятран укҫан тӳлесси ҫинчен калакан саккунӑн тӗрӗслӗхне ҫирӗплетрӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Пурте пӑлханнӑ хушӑра, — хупахри ҫынсенчен кашниех Гольц тӗрӗслӗхне ҫирӗплетес шутпа шыва кӑштах ӗҫе-ӗҫе пӑхрӗ, — уҫман ҫӗнӗ кӗленче йӑтса килчӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
Рабочисемшӗн, ҫав тачкарах ҫурӑмлӑ Алексейшӗн ҫеҫ кӳренес килет: вӑл тӑшман агитацине итлет, ҫаплах хальхи Советсенчи «ватӑ революционерсен» ырӑ чун-чӗрине тата буржуази сучӗн тӗрӗслӗхне шанать.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Кунсӑр пуҫне унӑн пур енчен те сыхлануллӑрах пулма тивет, мӗншӗн тесен тӗрӗслӗхне кӑтартса пама тӑрӑшнӑ май вӑл ытлашши хӗрсе кайма пултарать, вара ӑна судьясем асӑрхаттарма, унӑн сословийӗн тивӗҫне чакарма пултараҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫак шухӑшӑн тӗрӗслӗхне вӑл тӗрлӗ опытсемпе кӑтартса пачӗ, анчах эпӗ хам вӗренменнине пула, вӗсене пӗрре те ӑнланаймарӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Шухӑшлас енӗпе те вӗсем вӑйсӑр ҫынсем, хӑйсен ӑнсӑртран пулакан тӗрӗслӗхне шута илмесен, вӗсене ҫӑмӑллӑнах тавлашса ҫӗнтерме пулать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Куинбус Флестринӑн пысӑк ӗҫӗсене шута илсе, его величество хӑй ырӑ кӑмӑллипе ун пурнӑҫне сыхласа хӑварса, ик куҫне чиксе шӑтарнипе кӑнӑҫма пултарать пулсан, — терӗ Рельдресель, — ҫапла туни суд тӗрӗслӗхне те хӑшпӗр таран кӑнӑҫтарать пулӗ, тесе шутлатӑп эпӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Каярах, нимӗҫсем вӑхӑтӗнче, кашни кӗтесрех вилӗм кӗтсе тӑрса нервсем хӗрсе ҫитнӗ тапхӑрта, «Ҫамрӑк гвардирен» кам та пулин, чӑтаймасӑр, тенкелпе урайне шаккама тата хӑйӗн тӗрӗслӗхне ӗнентерме тытӑнсан, — Олег ун ҫине шӑтарас пек пӑхатчӗ те, кӑшт куларах: — Александр Македонский аслӑ полководец пулнӑ та, анчах мӗншӗн тенкелсене ватмалла-ха? — тесе асӑрхаттаратчӗ.
«Ан вӗҫсем эс, хура ҫӑхан» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.