Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрмине (тĕпĕ: тӗрме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та тыткӑнра резина пек вӑрӑм, ерипен тӑсӑлакан талӑксенче Ваҫиле хӑйӗн тӗрмине лайӑх пӗлсе ҫитрӗ, халӗ сӗм тӗттӗмре те тумбочкӑна, кравате, тенкелсене, кӗтесри тутӑхнӑ витрене лектермесӗр утма вӗренчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

1664 ҫулта Анат Колыма тӗрмине никӗсленӗ, каярах вӑл тата Анадырь тӗрмисем ун хыҫҫӑнхи экспедицисемшӗн база пулса тӑнӑ.

В 1664 году был основан Нижнеколымский острог, позже он и Анадырский остроги стали базами для последующих экспедиций.

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Сутӑнчӑк упӑшкине пула, Кӗтерук Мошков уретник пӑшалӗнчен вилет, Микула арӑмне, Анука, вӑл халӑха кӗрешӳре ертсе пыраканнисенчен пӗри пулнине пӗлсе ҫитсен, тытса арестлеҫҫӗ, Хусан тӗрмине ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫынсем уншӑн кулянмаҫҫӗ-ха, вӗсемшӗн пулсан ытларах пурӑнтӑр вӑл таҫти ҫӗр-шывра, хан тӗрмине ҫакланнӑ пулсан унта та ытларах лартӑр.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл тахҫанах хан тӗрмине лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шанчӑксӑртараххисене хан пурне те кремль тӗрмине хупа-хупа лартрӗ, темиҫе мӑрсана Казанка хӗрринче ҫакса вӗлерчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ман йӗр тӑрӑх пырас пулсан эс Мускав тӗрмине пырса тухнӑ пулӑттӑн, — элчӗ мӗншӗн ун пекех чӑркӑшнине ӑнланмарӗ-ха мӑрса.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Унтан тухма малтан тӗрмине лекес пулать-ха, — терӗм эпӗ лӑпкӑн.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Тевлете Хусан тӗрмине хупса лартсан, ун савнине ашшӗ пӗр пуяна качча парать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫирӗм пилӗк ҫынна Хусан тӗрмине ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каҫхине пилӗк сехетре приговорпа килӗшӳллӗн вӗсене крепоҫ тӗрмине куҫараҫҫӗ.

Ночью в пять часов приговоренных увезут в крепостную тюрьму.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Нурс Геннисона шанчӑк тӗрмине ертсе кайрӗ, алӑка уҫрӗ те электричество ҫутрӗ, алӑк урати ҫине тӑчӗ, сивӗ, ҫӳллӗ пӳлӗме скептикла пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Нурс привел Геннисона к темнице надежд, открыл дверь, электричество, сам стал на пороге, скептически окинув взглядом холодное, высокое помещение.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

Анчах унӑн тӗрмине уҫса ярсамӑрччӗ, профессор, тархасласах ыйтатӑп!

Но откройте его тюрьму, профессор Ребальд, прошу вас!

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.

Етӗрне тӗрмине хупса лартсан, Калюков пирвай унта хӑйне ҫав тери йӗркеллӗ тыткалать, сентябрь уйӑхӗнче вара Валет текен преступникпа пӗрле сасартӑк тухса тарать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Коммунистсен партийӗн шанчӑклӑ ҫыннине 1925 ҫулта Ҫӗрпӳ тӗрмине ӗҫлеме янӑ.

Коммунистическая партия в 1925 году верного человека направила на работу в Цивильскую тюрьму.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

— Таганка тӗрмине хупнисемпе, уйрӑммӑнах эпир пурте пӗлсе тӑракан Николай Бауманпа тӑтӑшах ҫыхӑну тытса тӑнине асӑрхамасӑр юлнӑ.

держит постоянную связь с заключенными Таганской тюрьмы, и в частности — с небезызвестным всем нам Николаем Бауманом.

XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Тӗрме начальникне хӑй тӗрмине кӗртмеҫҫӗ тейӗҫ.

Скажут, что начальника тюрьмы не пускают в его собственную тюрьму..

Тӗрмери восстани // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Ӑна пытаннӑ ҫӗрте тытман пулсан, вӑл пирӗн ҫинчен тепӗр икӗ сехетрен кайса пӗлтермен пулӗччӗ-и вара, пире пурне те ыран Мамертин тӗрмине хупман пулӗччӗҫ-и вара, тепӗр икӗ кун иртен Сессор уйӗнче пире хӗрес ҫумне пӑталаман пулӗччӗҫ-им?

Если бы мы его не накрыли в его тайнике, не, донес ли бы он на нас через два часа, И не были бы все мы брошены завтра в Мамертинскую тюрьму, чтобы через два дня быть распятыми на кресте на Сессорском поле?

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пӗр вунултӑ ҫулта чухне эпӗ Полтава тӗрмине лекрӗм, хама малашне мӗн тӑвассине кӗтсе лартӑм.

Парнем шестнадцати лет я попал в полтавскую тюрьму, где и сидел, ожидая решения своей участи.

22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Али-Каур тӗрмине халӗ ирӗкре пурӑнакан пӗр ҫын пырса ҫӳренӗ.

Из посещающих тюрьму Али-Каура вольноотпущенников был один человек.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех