Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрлетчӗ (тĕпĕ: тӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр шурӑ пир татки тупсан та, ӑна та тӗрлетчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Нумай пулмасть пӑрчӑкан пек чупса ҫӳретчӗ картиш тӑрӑх ҫамрӑк хӗр ача, юрӑ юрласа тӗрӗ тӗрлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫакакан лампа айӗнчи ҫаврака сӗтел умӗнче ларатчӗ, вараланчӑк, пӗрӗмлӗ те йӑп-йӑваш питлӗ кукша пуҫне аялах пӗксе хурса, темле пир татӑкне хӗрлӗ хутпа тӗрлетчӗ — вырӑнти халӑх кӗпи умӗччӗ пулас.

Он сидел у круглого стола под висячей лампой и, низко наклонив свою плешивую голову с измызганным, морщинистым и кротким лицом, вышивал красной бумагой какую-то полотняную вставку — должно быть, грудь для малороссийской рубашки.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Даша инке алӑстиччӗ — кӗпесем тӗрлетчӗ, абажурсем тӑватчӗ.

Тетя Даша была мастер на все руки — вышивала рубашки, делала абажуры.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Эпӗ нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ: 11 ачаран — 10-мӗшӗ. Анне пире мӗн пӗчӗкрен алӗҫне вӗрентрӗ, вӑл ҫыхатчӗ, ҫӗлетчӗ, тӗрлетчӗ, ҫӑм арлатчӗ. Эпӗ астӑвасса, анне нихӑҫан та телевизор умӗнче ахаль лармастчӗ, яланах мӗн те пулин ӗҫлетчӗ, ачисемпе мӑнукӗсем валли темӗн те ҫыхатчӗ. Эпӗ 6 ҫулта чухнех нускипе алсиш, каярахпа кофтӑсем ҫыхаттӑм», — иртнине куҫӗ умне кӑларать алӑ ӑсти.

"Я родилась в многодетной семье: из 11 детей - 10-ая. Мама нас с детства приучала к рукоделию, она вязала, шила, вышивала, пряла. Насколько я помню, мама никогда перед телевизором без дела не сидела, всегда что-нибудь да делала, для детей и внуков вязала все. Я в 6 лет носки и варежки, а затем кофты вязала", - вспоминает прошлое рукодельница.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех