Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗпӗсем (тĕпĕ: тӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗллехи хутман сивӗ пӳлӗм урайӗнче пирус тӗпӗсем, шкул тетрачӗсем, арифметика кӗнекисем сапаланса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Лаша ури путакан хӑйӑр ҫинче тӗве аванах утса пырать: хытса ларнӑ сарлака ура тӗпӗсем ӑна хӑйӑр ҫинче ҫӑмӑллӑн утса ҫӳреме пулӑшаҫҫӗ.

Благодаря широким мозолистым подошвам ног он легко шагает по пескам, в то время как лошадь в них вязнет.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кресло тӗпӗсем шӑкӑлт-шакӑлт! шӑкӑлт-шакӑлт! сас пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Урайне шӑлман, темиҫе ҫӗрте пирус тӗпӗсем выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Урисемпе шуҫа-шуҫа (кӗлесӗр пушмак тӗпӗсем паян самай «ҫӗре таптанипе» ҫапла якалнӑ-ши?) пылчӑклӑ хӑйӑр, вӗтӗ чулсене кӑчӑр-кӑчӑр кӑчӑртаттарса вунӑ-вун пилӗк утӑм пек ҫыран хӗррипе тӑвалла, кимӗ станцийӗ патнелле хӑпарсан, вӗсен куҫӗ тӗлне будка евӗрлӗ лӑпсӑр-лапсӑр ҫуртпа юнашар ӗретсӗр пӑрахкаланӑ кивӗ, ҫӗрӗк хӑмасен купи лекрӗ (вӗсене такам вутӑ вырӑнне ҫунтарма пухнӑ пулас).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Урсэкие Васыле чӗлӗм тӗпӗсем пуҫтарать, эсир ак хӑнк! та тумастӑр! — кӳреннӗ пек каларӗ вӑл, чикарккине паяльник вӗҫӗ ҫумне перӗнтерсе чӗртнӗ май.

— Урсэкие Васыле ходит и собирает окурки, а вам хоть бы что! — сказал он, нахмурясь и прикуривая от раскаленного паяльника.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Халӗ ҫеҫ тасатса кай — тепӗр сехетрен каллех ҫӳп-ҫап, пирус тӗпӗсем, хут татӑкӗсем, каллех тӗтӗм…

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ лешӗ вилмерӗ-ши тесе шутлатӑп: кӗпер айӗнче кив юпа тӗпӗсем нумай пулаканччӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тырӑ сутма пӳлме тӗпӗсем шӑтӑк.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Кӗсйи тӗпӗсем те пӗр пек-и?»

— И карманы, поди, у обоих одинаковы?

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗсье тӗпӗсем яка пулнӑран тӗкӗрҫӗсем нимех те илсе ҫиеймерӗҫ, паллах, анчах вӗсене куҫпа курни те тутанса пӑхнӑ пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сентресем тӑрӑх, кӗнекесен тӗпӗсем урлӑ, куҫакан пӑхӑр пӑрӑхсем чиксе хунӑ, ку — хум силленӗ чухне кӗнекесем туха-туха ӳкесрен.

Вдоль полок, поперек корешков книг, были укреплены сдвижные медные полосы, чтобы книги не выпадали во время качки.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кавир ҫинче пирус тӗпӗсем сапаланса выртаҫҫӗ.

На ковре валялись окурки.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кунта сӗтел-пуканӑн ҫурри ҫук, кивӗ япаласем сапаланса выртаҫҫӗ; кунашкалли хуҫисем пӑрахса хӑварнӑ кашни хваттертех ахӑр: карттун таткисем, кивӗ шлепкесем, ҫӗлеме хатӗрленӗ пусма тӗркисем, ҫӗмӗрӗлнӗ тӗпӗсем тата ытти тем те пӗр — вӗсене ят пама та пӗлейместӗн.

Оно было лишено половины мебели и забросано тем старым хламом, который обнаруживается во всякой квартире, если ее покидают: картонками, старыми шляпами, свертками с выкройками, сломанными игрушками и еще многими предметами, коим не сразу найдешь имя.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Ну… тепӗр тесен, эпӗ сире сигара тӗпӗсем валли турилкке тупса паратӑп.

Впрочем, я вам принесу тарелку для окурков.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Пирус тӗпӗсем ҫине сурмастӑп та, мӗншӗн тесен эпӗ туртмастӑп, эсӗ мӗн тӑватӑн кунта, — тесе ыйтрӑм.

Я ответил ему, что на окурки мне наплевать, потому что я не курю, и, в свою очередь, спросил его, что он тут делает.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Аян умӗнче утиялсӑр койкӑсем тӑлӑххӑн тӑсӑлаҫҫӗ; урайӗнче ҫӳп-ҫап, вӗрен таткисем, ҫӗтӗк-ҫатӑк, ҫурта тӗпӗсем, пушӑ шӑвӑҫ, савӑт; япала миххисем, стена ҫине ҫакнӑ тумтирпе хӗҫ-пӑшал ҫухалнӑ.

Койки, лишенные одеял, сиротливо тянулись перед Аяном; на полу сор, веревки, тряпки, огарки свеч, пустые жестянки; исчезли мешки с имуществом, одежда, висевшая по стенам, оружие.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Чышкисемпе ҫапаҫҫӗ те хӑма сӗтел ҫинчи ҫурта тӗпӗсем ташласа илеҫҫӗ.

Хватали кулаками так, что огарки подскакивали на дощатом столе.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

 — Ҫурта тӗпӗсем ҫутатса тӑракан сӗтел хушшинче тӗслӗрен ҫынсен обществи ларнӑ.

За столом, озаренным огарками, сидело пестрое общество.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑрманти йывӑҫсем шартлата-шартлата ҫурӑлаҫҫӗ, сӑран атӑ тӗпӗсем нимӗн авӑнми пулчӗҫ.

В лесу трещали деревья, а кожаные подошвы сапог переставали гнуться.

XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех