Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗмисем (тĕпĕ: тӗме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрнӗ тунката тӗмисем ҫинчи кӑвак чечеке курса, вӗлтренкайӑк юррине илтсе, Раман тахҫанхи ҫуркуннене аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав самантрах Завьялов ҫул ҫинче чарӑнса тӑнӑ нимӗҫ автомашинине, йывӑҫ тӗмисем хушшинчен сиксе тухакан салтаксене курчӗ, пӑшал сассисене, пульӑсем шӑхӑрнине илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Умри йывӑҫ тӗмисем айӗнче шур чечеклӗ кӗпҫесем, типсе саралнӑ, хур шӑлӗ пек шӑллӑ-шӑллӑ ҫулҫӑллӑ сухӑр вӗлтренсем сулланса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗр ун ҫине пӗр самант кӳренчӗклӗн пӑхса тӑчӗ, унтан мӑнкӑмӑллӑн утса йывӑҫ тӗмисем хушшинче ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пахча енчи чӳречерен чие, хурлӑхан тата сирӗн тӗмисем курӑнаҫҫӗ, унта ҫуркунне кашни каҫ пӗр шӑпчӑк юрлать, хӗлле — ҫаралнӑ тӗмсем ҫинче ҫерҫисем чӗвӗлтетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫав вӑхӑтра сасартӑк хӑва тӗмисем сирӗлчӗҫ те, шыв хӗррине Мосальский тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кунта ял тӗмисем сӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Тутлӑ шӑршӑ саракан панулми йывӑҫҫисемпе чие тӗмисем хушшинче пӗр-пӗчченех ҫӳрет хӗр.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хыҫаларах, хӑва тӗмисем патӗнче ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирлӗ виҫӗ хула ҫынни тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ малтисем, сӑрӑ гимнастерка тӑхӑннӑскерсем, кӗлте пек йӑванса ӳкеҫҫӗ, анчах ыттисем пысӑк чулсем, йывӑҫ тӗмисем хыҫне пытанчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Федьӑпа Кирук, амӑшӗсем хушнипе, хӑва тӗмисем хушшине кӗрсе, котелокпа шыв вӗретрӗҫ; вӗретнӗ таса шыв Санюк суранне ҫума кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Федьӑпа Кирук, йывӑҫ тӗмисем хыҫне винтовкипе автоматне хатӗр тытса выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унӑн сӗвекрех ҫырма аяккисенче сӳсен-шурути, хӑва тӗмисем сӗнксе лараҫҫӗ, яраписене уснӑ (шӑрӑхпа имренипе пулӗ ӗнтӗ) виҫӗ туратламас ватӑ йӑмра та куҫа кӗрет.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Унта та кунта хӑмла ҫырли тӗмисем пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫсен йывӑрӑшӗпе ҫӗрелле усӑннӑ, хурӑн ҫырли куҫа илӗртет.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ҫав йывӑҫсем чечекӗсене тӑка пуҫласанах ҫӑка, пилеш, палан, акаци, шӑлан йывӑҫҫисем хӑйсен илемлӗ те тутлӑ шӑршӑллӑ чечекӗсене сапаҫҫӗ, спирей тӗмисем, ҫӗклейми йышлӑ чечекӗсене ҫӗре ҫитиех усса, пуҫ тайсах саламлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Аялта — вӗтлӗх тӗмисем, варринче — ҫӳллӗрех йывӑҫсем, чи ҫӳлте вӑрман патши — чӑваш юманӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫапла кӗрешсен-кӗрешсен, тахӑш самантра, сиссе те юлаймарӑм, — кашкӑр ман такана ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ те, чашт! ҫеҫ вӑрмана, ҫӑра шӗшкӗ тӗмисем хушшине кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Турат ҫапнӑ хӑва тӗмисем авӑнса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пӳрт умӗнчи чие тӗмисем ҫеҫ манпа пӑшӑлтатнӑн темӗн кӑштӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Тавраллах хыр вӑрманӗ, ҫырансем хӗррипе сиреньпе акаци тӗмисем, вӗсем айӗнче сӑрлӑ тенкелсем.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех